Комментировать

23 Дек, 2016

Каçал тăрăхĕнче ентешлĕх уявĕ иртрĕ

Иртнĕ шăматкун Комсомольски районĕнче ентешлĕх уявĕ иртрĕ. Ăна Раççейре Кино çулталăкĕ, Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ вĕçленнине халалларĕç.

Каçал ен çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ сумлă хăнасене Комсомольски район пуçлăхĕ Хассиятулла Идиатуллин тата район администрацийĕн ертÿçи Алексей Самаркин çăкăр-тăварпа ăшпиллĕн кĕтсе илчĕç. Уявăн малтанхи пайĕнче делегацири ентешсем хăйсен тăван ялĕсенчи шкулсене саланчĕç. Вĕренÿ организацийĕсенче çак кун Ĕç çыннин çулталăкне халалланă уроксем иртрĕç. Вĕренекенсем килсе çитнĕ хăнасен професси ĕç-хĕлĕпе кăсăкланчĕç.

Хăйсен пурнăçне шеллемесĕр Тăван çĕршыва паттăррăн хÿтĕленĕ ентешсене пуç таймасăр епле-ха çакнашкал тĕлпулура? «Кĕтне» ентешлĕх пуçлăхĕ Валери Туркай ертсе пынипе килсе çитнĕ ушкăн Совет Союзĕн Геройĕсен бюсчĕсем, пограничниксен, моряксен, афганецсен палăкĕсем, Мухтав монуменчĕ патне чечек кăшăлĕсем хучĕç, Валерий Владимирович çамрăк ăрăва ветерансене сума сумашкăн чĕнсе каларĕ.

Каçал енсем спортпа яланах туслă. Сывă пурнăç йĕркине тĕпе хурса пурăнма тăрăшакансем юлташла ăмăрту ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Ку хутĕнче те ырă йĕркене пăсмарĕç: Комсомольски сали çумĕнчи вăрман уçланкинче йĕлтĕрпе ярăнса спорт сезонне уçрĕç. Район центрĕнче вырнаçнă ача-пăчапа çамрăксен «Кĕтне» спорт шкулĕ те çак кун хĕрÿ ăмăртусен лапамне çаврăнчĕ.

Районти культура çуртĕнче уяв малалла тăсăлчĕ. Кино тата Ĕç çыннин çулталăкĕсене халалланă савăнăçлă пухура пултаруллă ентешсене тивĕçлĕ наградăсемпе чысларĕç. Залра ларакансене «Кубняночка», «Мишар», «Родники», «Çăлкуç» ушкăнсем, купăсçăсен Илдус Шайдуллин ертсе пыракан ансамблĕ, Светлана Печникова, пĕртăван Малинăсем юрă-ташăпа, илемлĕ кĕвĕпе хавхалантарчĕç.

Савăнăçлă çак уявăн ертÿçисем, Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕсем Надежда Петровăпа Светлана Ульдина хăйсем тĕп ĕçĕнче кăна мар, сцена çинче те пултаруллине çирĕплетсе пачĕç.

Кĕтне тăрăхĕ хăйĕн мухтавлă ывăл-хĕрĕпе чăннипех пуян пулнине ентешлĕх уявне хутшăннă кашни çын черетлĕ хут ăнланчĕ-курчĕ. Çак пуянлăх нихăçан та ан иксĕлтĕр.

Ирина ВЛАДИМИРОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.