Комментировать

22 Дек, 2016

Техĕмлĕх курaкĕсем

Орегано. Темиçе çул ÿсекен курăк. Матрÿшке йышĕнчен. Сăмахĕ çĕнĕ пулсан та çичĕ тинĕс леш енчен кÿрсе килекен техĕмлĕх курăкĕ мар вăл, таçта та ÿсет. Аякри çурçĕр тăрăхĕсенче çеç тĕл пулаймăн ăна. Орегано матрÿшкен пĕр тĕсĕ çеç. Ăна матрÿшкепе /душица/ ылмаштарма пулать. Вăрман уçланкисенче, сăрт çамкисенче, çарансемпе уйсенче ешерет вăл. Ăна мĕн авалтанпах аш-пăш, пулă апачĕсене техĕмлетме, хĕрлĕ эрехе ырă тутă кĕртме, чей, тĕрлĕ ĕçме хатĕрлеме усă курнă. Культурăлланă ореганăна Америкăра, Францире, Хĕвеланăç Азире, Грузире çитĕнтереççĕ. Унăн 20 ытла тĕсне пуçтараççĕ.

Кулинарире, фитотерапире курăкăн чечекленекен тăррине илеççĕ — 15-20 см. Унта тĕрлĕ эфир çăвĕсем, карвакол, тимол, микроэлементсем нумай. Вăл уйрăмах хĕрарăмсемшĕн лайăх — уйăх хушшине йĕркелеме пулăшать, анчах çие юлнă хĕрарăмсене пачах та юрамасть. Ача ĕмĕртекен амăшĕсемшĕн аван, сĕт хăвалать.

Орегано вар-хырăм, пыршăлăх ĕçне лайăхлатать, нерв тытăмне лăплантарать, тар кăларма, шăк хăвалама, ÿслĕк чухне пулăшать. Матрÿшке настойки, çăвĕ ÿт-тир кĕçĕтсен, экзема, герпес чухне ырă витĕм кÿреççĕ.

Яшка, пулă, аш-какай апачĕсене ореганăна пиçес умĕн çеç хушмалла. Пахча çимĕç маринадланă чухне те ăна хушаççĕ.

Матрÿшкене çулла пуçтарса типĕтмелле, пусма хутаçра типĕ, тĕттĕм çĕрте пĕр çулталăкран ытла мар упрама юрать.

Ваниль. Тĕр­лĕрен соус, варени, торт, кан­­­фет-премĕк тути ваниль пулман пулсан самаях чухăнланĕччĕ. Чăн-чăн ваниль ванилинран уйрăлса тăрать. Ăна орхидея йышĕнчи ÿсен-тăранран хатĕрлеççĕ.

Авал вăл Мексикăри вăрмансенче çеç ÿснĕ. Халĕ Мадагаскарта, Африкăра, ытти шăрăх çĕрсенче ÿстереççĕ, анчах чи техĕмлĕ ваниль Мексикăра çитĕнекеннисенчен пулать иккен.

Ваниль канлĕх, кăмăллăх гормонне — серотонин — кăларма пулăшать. Вăл çынна лăплантарать, канăçлăх кÿрет. Унта витаминсемпе антиоксидантсем, полифенолсемпе çусем пур.

Чăн-чăн ваниль йÿнĕ мар. Унăн типĕтсе ферментланă хутаçĕсене кĕленче савăта хурса упраççĕ. Ваниль — йÿçĕ тутăллă. Çавăнпа ăна çăнăх пек авăртса сахăр пудрипе хутăштараççĕ. Вăл — вăйлă техĕмлĕх, апат-çимĕçе виçеллĕ çеç ямалла. Кăшт ытларах лексен апат техĕмлĕ мар, йÿçĕ пулĕ.

Ваниле чустана пĕçерес умĕн хушаççĕ, суфлене, пудинга, варение, компота — хатĕрленĕ хыççăн. Торта, бисквита ванильлĕ сироппа техĕмлетеççĕ.

Лавккасенче халĕ типĕтнĕ ваниль хутаçĕсене те туянма пулать. Анлă сарăлнă продукци — ваниль порошокĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.