Комментировать

20 Дек, 2016

Мал ĕмĕтлĕ Бикчурин

«Патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшни çĕр çинче ĕçлес кăмăллă çынна вăйлах хавхалантарать, — тет Патăрьел район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертӳçи Леонид Кузнецов. — Хăйĕн ĕçне пуçлама грант илес текенсен шучĕ çулсерен ӳсет. Юлашки вăхăтра кăна 33 фермера тĕрев панă».

Районта — 30 яхăн ял хуçалăх предприятийĕ, 185 хресчен фермер хуçалăхĕ. Вĕсен йышĕнче тырпул, пахчаçимĕç, çĕрулми, севок çитĕнтерекен те, выльăх-чĕрлĕх усракан та пур. Халиччен туса курман ĕçе пикенекенсем те тупăнаççĕ. Калăпăр, Ферид Чабатов пулă ĕрчетме шут тытнă. Ĕç кал-кал кайсан Юхма тăрăхĕнче çитес çул промышленноç шайĕнчи ферма уçăлĕ.

Шăнкăртам ялĕнче çуралса ӳснĕ Радий Бикчурин çамрăк фермерпа тĕл пулса калаçма тӳр килчĕ. Ял вĕçĕнчи карап пек вăрăм икĕ ферма аякранах курăнса ларать. Çак вырăнта пилĕк çул каялла кăна-ха усă курман хир сарăлса выртнă. Хăйĕн вăйне тĕрĕслесе пăхас кăмăллă харсăр çын малтанласа выльăх самăртса пăхнă. 2011 çулта 120 ĕне усрамалăх ферма тума патшалăхран 4,6 миллион тенкĕлĕх субсиди илнĕ.

Витере таса та çутă, сывлăш уçă. Пĕтĕм ĕçе механизациленĕ. Сĕт пăрăх тăрăх тӳрех сивĕтмĕше пырать. Пилĕк градус таран сивĕннĕскере ирхине район центрĕнчи завода ăсатаççĕ.

Ирхи сăвăм хыççăн панă сĕтеклĕ апата выльăхсем çăвар туллин çиеççĕ, хуçа /сăнӳкерчĕкре/ ачашланăçемĕн мăйĕсене кăмăллăн тăсаççĕ. Хăйсене кам тăрантарнине пĕлеççĕ янаварсем.

«Паянхи куна ку витере 47 сăвакан ĕне, 10 пушмак пăру, — каласа парать Радий Миниерасыхович. — Апат рационĕ пуян пулсан сăвăм хĕлле те ытлашши чакмасть. Паллах, çитĕнӳ ĕçлекенсенчен нумай килет. Амăшĕпе хĕрĕ — Наталья тата Ольга Родинасем — выльăхсене юратса пăхаççĕ. Ертӳçĕ вĕсемшĕн тăрăшни куçкĕрет. Ĕç укçи аван, ăна вăхăтра тӳлеççĕ. Хăтлă кану пӳлĕмĕ те туса панă.

«Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче», — теççĕ. Çакна асра тытса фермер 180 гектар çинче куккурус, люцерна, урпа акса çитĕнтерет. Кăçал 1 пин тонна ытла силос, 500 тĕркем утă, 200 ытла тĕркем улăм хатĕрленĕ. Тырă авăртма арман пур. Тăван шăллĕпе Айдарпа алла-аллăн, килĕштерсе ĕçлеççĕ. Çĕнĕ çула çĕнĕ ĕмĕтсемпе кĕтсе илеççĕ пĕртăвансем. Тырăпа утă управĕсене туса пĕтермелле. Ĕне выльăх шутне те самаях ӳстересшĕн. Тăрăшуллă çамрăксене ăнăçу сунмалли çеç юлать.

Василий СОРОКИН.

Автор сăнӳкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.