Комментировать

17 Дек, 2016

Çĕнтерӳсем вĕçленмен-ха...

Пирĕн республикăн спорт историйĕ çав тери анлă та пуян. Чăваш хĕрĕсемпе арĕсем, пикисемпе яшĕсем, ачисем тĕрлĕ шайри ăмăртура палăраççĕ. ЧР Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн хĕрарăмсен хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Раççей уçă кубокĕ йĕркелени те кураканшăн çĕнĕлĕх мар. Вăл пирĕн патра тăваттăмĕш хутчен иртет. Иккĕмĕш çул хăйне май шоу евĕр йĕркелеççĕ ăна.

Икĕ куна тăсăлнă ăмăрту кĕрешĕве кăмăллакансене «Шупашкар-арена» пăр керменне пухрĕ. Виççĕмĕш вырăншăн тупăшакансемпе çĕнтерӳçĕ ята тивĕçес тĕллевлисем кавир çине шăматкун тухрĕç. Финал тытăçĕвĕсене хутшăнакансене саламлама сумлă хăна пухăнчĕ.

— Шăпах Шупашкарта, шăпах кунта Рио-де-Жанейрори Олимпиадăна хутшăнмалли команда йĕркеленчĕ. Пирĕн федераци 9 медаль çĕнсе илчĕ, хĕрсем тĕнчипе 2-мĕш вырăн йышăнчĕç. Ку вара — чаплă кăтарту, — терĕ Раççейри спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев ăмăртăва çӳллĕ шайра хатĕрленишĕн тав туса.

Кубока уçнă май юпа уйăхĕнче Турцире студентсен хушшинче иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче палăрнисене Раççей спорт кĕрешĕвĕн федерацин премийĕсемпе чысларĕç. Вĕсен йышĕнче Канаш районĕнче çуралса ӳснĕ Вероника Чумикова та пулнине палăртма кăмăллă.

Раççей уçă кубокĕ чăваш çĕрĕ çинче çĕршывăн 21 регионĕнчен тата ултă ют çĕршывран çитнĕ спортсменсене хапăлласа йышăнчĕ. 132 хĕртен кашниех хăйĕн вăйне, паттăрлăхне, хастарлăхне кăтартма ăнтăлчĕ. Медальсен салатмалли 8 комплекчĕ çеç çав — пурне те тивĕçмест. Чăваш Ен чысне 9 спортсмен хӳтĕлерĕ. Шел, финала пĕри те çитеймерĕ. Вероника Чумиковăпа /58 килограмчченхи ушкăнра/ Мария Кузнецова /63 килограмчченхи виçере/ виççĕмĕшсем пулчĕç. 60 килограмчченхи виçере кĕрешекен Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, пилĕк хутчен Европа чемпионки, Олимп вăййисене хутшăннă Наталья Гольц ылтăна тивĕçрĕ-ха, анчах кавир çине тухмарĕ. Унпа тупăшмалли Беларуç пики малтанхи кĕрешӳре урине амантнăран тӳрех парăнчĕ. Наталья пĕлтĕр ку ăмăртура кĕмĕле тивĕçнĕччĕ.

Тепĕр ентешĕмĕр çинчен те каласа хăвармалла. Канаш районĕнче çуралса ӳснĕ Алина Морева халĕ Брянск облаçĕн чысне хӳтĕлет. «Анне» ята тивĕçнĕскер кавир çине нумаях пулмасть çеç таврăннă-ха, апла пулин те кĕмĕл медале çĕнсе илме пултарчĕ.

Эпĕ вара кавир çине Инна Тражукова тухасса чăтăмсăррăн кĕтрĕм. Вулакана хĕр Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче çуралса ӳснине аса илтерес килет. Кăçал Олимпиадăна та хутшăнма тивĕçнĕскер финала тухассинче пачах иккĕленмерĕм.

Инна кавир çине тухсан манран аякках мар вырнаçнă ашшĕ çине те куç хĕррипе те пулин пăха-пăха илтĕм. Унăн хусканăвĕсенче вăл хĕрĕшĕн хумханни, пăшăрханни малтанах палăрмарĕ-ха, тытăçу вăй илсе пынă май вара çирĕп кăмăллă арçын та пăлханнине пытараймарĕ. Аякран курăнарах парать-тĕр, çавăнпах вăл тĕпренчĕкне сĕнӳпе те пулăшасшăн пулчĕ. Темиçе хутчен те: «Уруна сыхла!» — тесе кăшкăрчĕ. Чĕмпĕр облаçĕнчен килнĕскер çĕнтерни микрофонпа пĕлтеричченех табло çинчи шутран курăнчĕ. Вячеслав Александровичпа пĕрлех юнашар вырнаçнă ентешĕсем те хĕрӳллĕн алă çупма, «Маттур!» тесе кăшкăрма тытăнчĕç. Эпир те савăк кăмăла палăртмасăр чăтаймарăмăр. Юнашар ларакансем нимĕн те ăнланмарĕç курăнать — ыйтуллăн пăхрĕç. Чăваш хĕрĕ çĕнтернине систерсен çеç икĕ хĕрарăм аллине тата хĕрӳллĕрех çупрĕ.

***

Ăмăрту вĕçленсен Вячеслав Александровичпа калаçма май килчĕ.

— Кашни ăмăртăвах пĕрле çӳреме тăрăшатăп. Хĕре эпир ялан пĕрле иккенне систерсе хавхалантарас килет. Инна кĕрешме тухиччен, паллах, паян та пăлхантăм. Халĕ чунра савăнăç çеç. Эпĕ юнашарри ăна вăй хушнине шанатăп.

Инна кĕрешӳре 12 çул ĕнтĕ. Ача чухне эпĕ арçын ачасемпе секцире епле ĕçленине курма пыратчĕ. Пурте пĕрле вылятчĕç, чупатчĕç. Каярах Инна та кĕрешме тытăнчĕ. Арçын ачасемпех тупăшатчĕ.

— Хĕре шел пулмарĕ-и?

— Эпĕ ăна нихăçан та шеллемен. Унран ыттисенчен те нумайрах ыйтнă. Çакна курса ыттисем туртăнччăр, итлеччĕр тенĕ.

— Светлана Викторовна çапах та хĕрхенет-тĕр? Кĕрешнĕ май кĕлеткене темле те хиреççĕ-çке.

— Хĕрарăм чунĕ çемçерех çав. Амăшĕ халĕ те шеллет ăна. Йĕрет те. Пăшăрханăвĕ те расна унăн. Кĕрешӳ тĕшшине те мăшăр Инна секцие çӳреме тытăнсан тин ăнланчĕ.

Хĕрĕмĕр çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ паллах. Ăна çăмăл маррине те пĕлетпĕр. Виçĕ çул харăс Раççей чемпионĕ, Раççей Кубокĕн чемпионĕ пулса пырать. Ку питĕ йывăр. Ята тытса тăмалла вĕт. Пĕр çул ăнăçсан та тепрехинче темĕн те сиксе тухать. Çавăнпах ку — спорт. Пысăк шая хăпарасси те ансат мар, чемпион ятне сыхласси — пушшех, — шухăш-кăмăлне палăртрĕ тренер-ашшĕ.

— Ирĕклĕ кĕрешĕве Чĕмпĕр тăрăхĕнче те сарнинче манăн тивĕç те пур ахăр. Славăна хăйне эпĕ хатĕрленĕ. Вăл манăн малтанхи вĕренекенсенчен пĕри. Каярах вăл хăйсен ялĕнче ĕçлеме тытăнчĕ. Майĕпен-майĕпен çӳллĕ шая тухса пытăмăр. Иннăн çитĕнӳсем пулма тытăнсан ăна Мускаври олимп резервĕсен шкулне яма йышăнтăмăр, — Иннăна кĕтнĕ май сăмах пуçарчĕ Борис Чернов тренер.

Ăмăрту вĕçленнĕ-вĕçленмен /тивĕçнĕ парнесене илсенех/ чылай спортсмен пуйăса çитме васкарĕ. Вăл шутра — Инна та. Çапах «Чăваш хĕрарăмĕн» вулаканĕсем валли икĕ-виçĕ сăмах калама вăхăт тупрĕ.

— Тăвансене, пĕлĕшсене тепĕр хутчен савăнтарма пултарнишĕн хĕпĕртетĕп. Хăшĕ-пĕри мана пăрахăçлама тăрăшать. Çавсене хирĕçлесе манăн çĕнтерӳсем вĕçленменнине тепĕр хутчен кăтартрăм. Çакă та кăмăлăма уçать. Çулталăк ăнăçлă вĕçленет. Çакă та ырă хыпар, — кăмăл-туйăмне кĕскен палăртрĕ вăл сыв пуллашнă май.

Татьяна НАУМОВА.

Александр ВРАЖКИН сăнӳкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.