Комментировать

17 Дек, 2016

Чун çунтармăш...

Эх, общество транспорчĕ, миçе мăшăра паллаштарман-ши эсĕ? Миçешне уйăрнă-ши тата?!

Пĕтĕмпех йĕркипе каласа кăтартам-ха. Ваçукпа нумай-и сахал-и — икĕ çул туслă. Эпĕ пиллĕкмĕш курсран кăçал вĕренсе тухатăп тăк, вăл диплом илнĕ хыççăн иккĕмĕш çул ĕçлет ĕнтĕ. Салтакра пулма та ĕлкĕрнĕ-ха манран виçĕ çул аслăрахскер. Шăпах вăл хĕсметрен таврăнсан паллашрăмăр та.

Эх, еплерех сикрĕ йĕкĕт ташă каçĕнче! Чутах çамкипе маччана шăтарса кăларатчĕ-тĕр. Эпир те хĕрсемпе хушăран дискотекăна çÿреттĕмĕр. Пĕр вырăна хурт кĕнĕ пек йăраланаканскер хăйне чарусăррăн тытрĕ пулин те кăмăлăма кайрĕ. Ытла та чипер-çке вăл. Халĕ те ун çине еплерех ытараймасăр пăхатăп. Мĕн тери кĕвĕçетĕп тата! Кун пек илеме ытти хĕрсем те асăрханине туймастăп-им? Ваçука пĕри-пĕри манран туртса илесрен сехре çук. Анчах çакна савнă туса систерместĕп-ха. Унăн ку хыпара пĕлмесен те юрать. Хăй мана çухатасран хăратăр. Мĕн, эпĕ пăхмалăх çук-им? Кĕлеткем те çинçе, чĕпĕтмелĕх те пур, кукăль пĕçерме те пĕлетĕп.

Хайхи çав каç чиперскер мана хуллен кĕвĕпе çаврăнма чĕнсен мĕн тери савăннăччĕ тата! Эппин, вăл та мана куç хывнă. Чĕре тĕпĕнче шанчăк çуралчĕ. Ара, эпĕ савнисĕр хĕр-çке. Манăн та туссем пек каччăллă пулас килет. Тĕреклĕ те патвар яш ытамĕнче киленсех ташларăм ун чухне. Ятăма та пытармасăрах пĕлтертĕм. Общежити умне леçтерме те хирĕçлемерĕм.

Телее, пурнăçра Ваçук пĕр­ремĕш хут курнă чухнехи пек чарусăр мар. Салтакран таврăннă ятпа хĕпĕртесе çавнашкал савăннă-тăр ун чухне. Апла пулин те тĕрлĕ уява çÿреме юратать. Ташлама та хирĕç мар вăл, мана та урай варринех пĕрле чĕнсе кăларать. Эх, савăк пурăнатпăр çав! Кичемленме памасть савни. Час-часах кинона илсе тухать, çамрăк кĕлеткен хускалмалла тесе коньки те сыртарать, дискотекăна та çитетпĕр хушăран. Тĕрĕссипе, вăл ташă каçĕсене мансăр та çÿренине шахвăртаттăм-ха. Чухлаттăм. Анчах чун савни çакна ниепле те йышăнмастчĕ. Манпа тĕл пулман каçсенче мĕн тунине ыйтсан «çывăратăп» тетчĕ пĕрмай. Ĕçлекенскерĕн канмалла-мĕн.

Эпĕ вара арçынсене купăста яшки йăлăхтарнине пĕлместĕп-им? Çемьеленменнисем мар, авланнисем те чипер хĕрсене куçпа авăрлаççĕ. Хыçран пăхса çеç ăсатсан юрĕччĕ-ха, çырлахмаççĕ-çке... Иккĕленмесĕр шанассăм килместчĕ пулин те ĕненеттĕм савнине. «Пĕррехинче» вара...

Троллейбусра пыратăп хайхи. Ларкăч çине меллĕ кăна вырнаçрăм та зачет пама каяканскер телефонпа усă курса Интернетра вĕреннине аса илсе вулатăп.

— Эй, эсĕ мăнуку çурçĕр иртсе пĕрре-иккĕсĕр те таврăнмасть тетĕн-ха, манăн вара ирчченех çÿрет. Вăл киличченех ыйха çухатса выртатăп. «Авланмалла» тетĕп те — яхăнне те ямасть.

— Хамăрăн та çавах. «Не нагулялся» тет те калаçăва пăрать.

— Сирĕн Сашук çамрăк-ха, 21-ре кăна. Пирĕн 25-ре ĕнтĕ. Иттуш авланасси çинчен калаçмасть.

— Тепĕр тесен, савăнса юлч­чăр-иç. Çамрăк ĕмĕр пĕрре килет вĕт. Арăмне çывăрттарса тухса кайни мар. Авлансан килте ларĕç-ха. Аттук çемьеленсен айккине чупĕç.

— Çапла та. Пирĕн хĕрĕ пур тесе те калаçкалать те... Паллаштармасть-ха. Иртерех тет.

— Мăнуксен ачисене курма сывлăхсем çеç пулччăр ĕнтĕ...

Шел, калаçу малалла епле тăсăлнине итлеймерĕм. Тухма вăхăт çитрĕ. Хам вырăнтан тапрансан мăнукĕсене «кăшлакансене» çаврăнса пăхассăм килчĕ. Ай-тур-тур! Мĕн куратăп! Пĕри ман Ваçукăн кукамăшĕ-иç! Савнийĕм тăванĕсемпе куçа-куçăн паллаштарман пулин те сăнĕсене кăтартнах. Шăп та лăп çав чипер кинемей лара парать!

Ну, паратăп халĕ Ваçука! Ирччен ăçта çÿренине тĕпчесе пĕлетĕпех! Ман патра тееймест — пирĕн общежити каçхи 11 сехетрех алăкне хупать. Ташă каçĕнче те иксĕмĕр ирччен çÿресе курман эпир. Ытти вăхăта кампа сутать эсремет? Авланма та васкамасть иккен-ха. Мана вара пĕр вĕçĕм диплом илмеллине, малтан ĕçе вырнаçмаллине çирĕплетет. Унсăрăн декрет укçи памаççĕ-мĕн. Эх, мур арçынни, чун çунтармăш мар-и-ха? Кăтартăп-ха сана...

МАРУК.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.