Комментировать

15 Дек, 2016

Çемье тĕревĕ - амăшĕпе ашшĕ

Ĕнер Шупашкарти Пăр керменте Раççейре - Кино, республикăра Ĕç çыннин çулталăкĕ вĕçленнине, çĕршывра - Экологи, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне уçнине савăнăçлă лару-тăрура палăртрĕç. Паллă мероприятие Чăваш Республикинчи влаç органĕн, район-хула округĕсенчи муниципалитет администрацийĕсен, ĕç династийĕсен, общество организацийĕсен, предприяти-организаци представителĕсем, ĕç ветеранĕсем хутшăнчĕç.

2016 çулта çĕршыв тата наци кинематографине аталантарассипе, пропагандăлассипе пысăк проектсем хута янă. Çак тапхăрта Улатăр, Çĕмĕрле, Канаш хулисенче çĕнĕ кинозалсем уçăлнă. Çывăх вăхăтра Çĕрпӳ, Сĕнтĕрвăрри, Вăрнар районĕсенче те вĕсем хута каймалла. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - куракансем кинозалсене Шупашкарта кăна мар, районсемпе пĕчĕк хуласенче те ирĕклĕнех çӳреме пултарĕç.

Уява Раççей халăх артисчĕ Александр Михайлов та хутшăнчĕ. «Любовь и голуби», «Одиноким предоставляется общежитие» тата ытти фильмра вылянă паллă артист Пăр керменне пухăннисене ăшшăн саламларĕ, регионра 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе йышăннине ырларĕ. Уява пуçтарăннисене хăйĕн «Сын» юррипе кăмăла çĕклерĕ.

2016 çул Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ ятпа иртрĕ.

- Ĕç çыннисем, ветерансем, асаттесем, мăн асаттесем çĕршыва вăрçă хыççăнхи юхăнчăклăхран çĕкленĕ. Раççей аслă çĕршыв пулнине пĕтĕм тĕнчене йышăнма хистенĕ. Пирĕн тĕллев - Тăван çĕршыва чун-чĕререн парăннă ĕç çыннине хисеплеме хăнăхтарасси, - палăртрĕ вăл.

2017 çул вара Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ ятпа иртĕ. Çак шухăша Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ тата унăн çумĕнче йĕркеленнĕ Ашшĕсен канашĕ сĕннĕ. Республика Пуçлăхĕ ăна ырласа йышăннă.

- Çемье - çын пурнăçĕнче чи кирли. Ăс-хакăл культурине, йăла-йĕркене упрамалла, çуралнă тăрăха, атте-аннене юратмалла, килĕштерсе пурăнмалла, - палăртрĕ Михаил Васильевич.

Вăл нумай ача çитĕнтерекен, çĕршыва юрăхлă граждансем пулма воспитани паракан ашшĕ-амăшне тав турĕ.

Республикăра çемьене, ачасене пулăшма çулсерен 3,0 млрд тенкĕ тăкаклаççĕ. Амăшĕн капиталĕ çумне вырăнти бюджетран хушса тӳлеççĕ. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатма 2013 çултанпа виçĕ е ытларах ача çуратнă çемьесене уйăхсерен укçапа, çĕр лаптăкĕпе тивĕçтереççĕ. Çулсерен районсенче, республикăра «Çемье çулталăкĕ» конкурс йĕркелеççĕ. Чи лайăххисем Раççей шайĕнче ăмăртаççĕ. Çĕршыва юрăхлă ачасем çитĕнтернĕ мăшăра патшалăх награди парса хавхалантарасси йăлана кĕнĕ.

Уявра нумай ачаллă çемьесем - Пашковсем, Мироновсем-Филипповсем, Семеновсем - Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав çырăвне илме тивĕçрĕç. Амăшĕпе ашшĕ пĕр тĕллевпе пурăннипе, тăрăшнипе кăна ача-пăчана тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларма пулать. Малашне те çемьесене пулăшасси пирки иккĕленӳ çук.

- Аттепе анне - кашнишĕн чи çывăх çынсем. Вĕсем пире тăван тавралăха, халăха, çĕршыва юратма вĕрентеççĕ, - палăртрĕ Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Ашшĕсен канашĕн председателĕ Владимир Викторов. Республикăри Хĕрарăмсен союзĕ тата Ашшĕсен канашĕ пĕрле ĕçлесе пынипе Чăваш Енре уйрăлакан çемьесен йышĕ палăрмаллах чакнă. Ачасем тулли кил-йышра çитĕннине мĕн çиттĕр? Вĕсене воспитани панă çĕрте ашшĕпе амăшĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Телейлĕ ача вара телейлĕ те туслă çемьере кăна çитĕнет.

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.