«Киле çитессĕн туйăнать...»
Муркаш районĕнчи Тивĕш ялĕнче пурăннă Михаил Алексеевич Волковăн фронтран янă темиçе çырăвĕпе вулакана маларах паллаштарнăччĕ эпир. Хĕрĕ, Галина Волкова, вĕсене паянхи кунчченех типтерлĕн упрать, час-часах уçса вулать. Тепĕр чухне хаклă çак çырусемпе сцена çине тухать. Вăрçă хаярлăхĕ, вăл никама кирлĕ мар пулни уççăн палăрать йĕркесенче. Михаил Алексеевичăн тепĕр виçĕ çырăвĕпе вулакана паллаштарас килет. Вĕсене вуланă май пурнăçа ытларах та ытларах хаклама вĕренетĕн.
Настя, паян 7-мĕш январь. Санран çыру хытă кĕтетĕп, темшĕн ăш вăркать. Возможно эсир хăшĕ те пулсан чирленĕ. Иртнĕ çырусенче çырса пĕлтерни пирки ку таранччен нимĕнле извести те çук-ха, темме, тахçан паллă пулать. Халь тата илтрĕм, что как будто бы мана санаторине или дом отдыхăна ярас пек калаçнине, но пока нимĕн те паллă мар.
Эсĕ возможно 10 декабря ман пата посылка янă, но эпĕ илмен-ха, кĕтетĕп. Питĕ хытă кĕтетĕп полное утверждение, а возможно вара часах пĕрле пулатпăр. Кĕтетĕп кашни кун, но кĕтсе илейместĕп, о-ой действительно ярсан, Настя чунăм! Представить тума пултараймастăп. Все-таки, если халех ямасан та вăрçă пĕтсен яраççех, а кун пекех пулсан, ĕç ничего пырать, если кунта чиперех пулсан...
Ну мĕнле пулĕ халь гадать тăвас мар пока. Кунта пурăнма япăх мар. Тĕппипе кайран калаçатпăр, а пока ăнлан хăвах. Ну мĕнле Галя çитĕнет, халь вăл пысăккă вĕт, ой курасчĕ ман уна. Да курасчĕ, вылясчĕ, чуптăвасчĕ ман уна.
Эсĕ наверно ху та хытă улшăннă халь, наверное начарланнă. Курасчĕ Настя ман сана, калаçасчĕ, пĕрле пурăнасчĕ ватăлса виличчен, хăçан пулать-ши вăл, Настя чунăм? Килте пурăннă чух асăрхамастăн, как будто ĕлĕкхи пекех, а пурнан аякра пĕр-ик çул, кайран сразу заметное изменение. Да, мĕн ĕçлесе пурнаççĕ Ашмарин, Самков, Артемьев, Çтаппан, Унтри? Ашмарин кам патĕнче пурăнать, сирĕн пата калаçса ларкалама пырать-и? Самков хулĕ совершенно хуçăк штоль? Эсĕ çырса пĕлтерместĕн мана.
Юлашки вăхăтсенче Шупашкара кайса-и? Мĕнле унта пурнăç? Вот и все. Çакăнпа çырăва çырса пĕтеретĕп. Санран паян-ыранах çыру кĕтетĕп и посылкă скоро килет пуль? Сывă пул Настя чунăм. Сывă пул пĕчĕк чĕппĕм Галя. Аçусене салам кала çемйипех, кукамусене салам тоже.
Манăн адрес ĕлĕкхилле. Сывă пул. Санăн Миша.
7.01.1942 г.
Телеграмма илсе-и?
Паян 8-мĕш ноябрь - манăн менелник!
Настя, паян 8-мĕш ноябрь. Эпĕ çут тĕнчене тухни шăп 29 çул тултарса 30-а каятăп. Паянхи куна килте пулнă пулсан ĕçкĕ вăйлă ирттереттĕмĕр, но эпĕ вагон çинчех ытлашши япăх ирттерместĕп.
Паян 1 литр московское пиво илтĕм ?хакне каласан сирĕн куçсем çамка çине хăпарса ларĕç, каламастăп, во всяком случае 100 тенкĕрен каярах%. Вăл халь котомкăра шăнкăртаттарса пырать. Хам çумра сăрасăр пуçсăр тепĕр Галяна пĕр çăвар тумалăх пулĕ колбаса пур - закуска. Кунсăр пуçне виçĕ татăк сухари пур и каша - концентрат. Пĕр кружкă пулать пĕçерсен - и все. Еще тепĕр мăйăр пек катăк сахăр пур. Çаксемпе менелник ирттеретĕп конечно. Халь анчах эпир леш немецсем аркатнă Клин хули витĕр тухса кайрăмăр. Хулине пĕтĕмпех салатнă йытăсем. Халь скоро Калинина çитетпĕр, унтан çак çырăва ярса хăваратăп. Каланă тăрăх Благоево станцине çитиччен каятпăр, а унтан ăçтине пĕлместпĕр пока.
Паян каçалапа менелник ирттеретĕп. Безусловно хамăн аттесене асăнса и эсир те çавна тăвăр ман ятпа.
Настя, çав Илья Константинов арăмĕ пĕлсех каларĕ-ши, что эпĕ киле çитетĕп тесе. Да, мĕнле пулĕ ĕнтĕ, пурнăç икĕ телейлĕ. Кам пĕлет тен паян çул çинче кайнă çĕртех çапса салатаççĕ çав çăхансем.
Настя, вот мĕнрен япăх пулать манăн пурнăç - çывăх юлташ çук и тупма та шанмалла мар. Мĕншĕн тесен манпа пĕрле пур ват çын. Горьковский областьрен мобилизовать тунăскерсем. Арминче пулман - ним юлташлăх та çук. Хăйсен хушшинче урнă йытăсем пек вăрçаççĕ, çĕр çинче мĕн пур-çук асăнса ятлаçаççĕ, просто люди - звери. Ман пока пĕр юлташ пур, Мордовск облаçрен. Саранск хулинчен, вăл армире пулнă, аманса 4 уйăх килте пурăннă. Çавăн-па халь юлташлантăмăр та-ха, мĕн пулĕ. Вĕт фронтра юлташ çук пулсан пурнăç питĕ япăх. Урăх ним çырмалли те çук. Халь сывă пулăр пурте. Гальăпа иксĕре хытă чуптăватăп. Салампа сирĕн Миша.
8.11.1942 çул.
Салам, чĕрем Настя, салам пĕчĕк хĕрĕм Галя! Питĕ пысăк салам манран!
Мĕнле хĕпĕртерĕм, мĕнле аван савăнăçлă телейлĕ кун ман пулчĕ паян чĕрем Настя! Представь, уяр, хĕвеллĕ, ăшă кун 16-мĕш октябрь. Ирхине вăрантăм ?эпĕ госпитальрен тухман-ха%, кантăк витĕр ăшă хĕвел ман вырăн çине хăйĕн ăшă пайăркисене чăсса ачашланать. Эпĕ выртакан чул çурт икĕ хутлă, пединститут общежитийĕсен стилĕпе строит тунă. Вăрансан питĕ нумай сана çырап тесе шухăшласа выртрăм, ăш питĕ вăркать, сирĕнтен икĕ уйăх çыру илмен, темле пурнăç-тăр, пĕлместĕп. Питĕ нумай аса илсе пуç ыратакан пулса çитрĕ. Унтан тухса пит çуса аран уçăлтăм. Ирхи апат çинĕ хыççăн ?пĕр уйăх ĕнтĕ çăвăнманччĕ% ваннăна çăвăнма кайрăм...
Ваннă хыççăн хутпа кăранташ илсе тула тухса выртрăм çыру çырас тесе. А между впрочем хамăн пĕр çыру çырса хуни пур, яримасăр выртать. Никак çыраймарăм сан çинчен шухăшласа кулянма пуçларăм. Ним çырма та сăмах та тупаймарăм. Унтан «Русские солдаты» кĕнеке вулама тытăнтăм ?вăл кĕнекене эсĕ те вула%. Унтан обед, мертвый час. Мертвый час хыççăн татах ман хуть санпа калаçнă пек пултăр тесе çыру çырма каллех тула тухса хĕвел питтине лартăм... Нумай çырман, ман пата хамăр частьри замполит Широков ?вăл пирĕн почтальон%: «Давай пиши, пиши!» - тесе кăшкăрать. Вăл - чăваш. Унтан тӳрех ыйтрăм çыру. Çыру çук тет. Унтан пĕр-ик сăмах калаçкаласан сумкинчен тăватă письмо кăларса тыттарчĕ, вот савăнăç, ой темле пулса кайрăм. Вот шухăшла икĕ уйăх çыру илмен, сан çинчен ним те пĕлменччĕ. Паян харăс тăватă çыру илтĕм. Галя чирленине тĕплĕнех пĕлеймерĕм вăл хытă чирленĕ пулмалла, асту ан вĕлерсе яр. Вот, Настя, телей çынсен, все-таки Потапсем, Степансем килтех пурăнаççĕ, а эсĕ уйăх ытла вырăн çинче выртманни, çырмари пек пурăнатăн: хăть сивĕ, хăть çумăр. Но аванччĕ хоть киле ямалла тусан. А все-таки Настя киле çитессĕнех туйăнать. Только çак арăш-пирĕш самана тахçан иртсе кайĕ, часрах çав иртсе кайсан киле безусловно çитетĕпех тепĕр çулталăкран, çавăнпа сана ытлашши кулянса хăвна ху пĕтерме хушмастăп. Вĕт шухăшла: пирĕн пурнăç малалла, здоровье нужно будет, если малалла савăнăçлă пурнас тесен. Но эпĕ ăнланатăп, что питĕ йăвăр, питĕ пĕр-пĕрин çинчен шухăшласа ăш вăркать. Вăт шухăшла чунăм Настя эпĕ те питĕ кулянатăп, манăн та ăш вăркать, но никак курса калаçма май çук. Но вăхăт çитĕ, каллех иксĕмĕр пĕрле пурăнма пуçласси, пĕр-пĕрне ачашласси. Ан кулян чĕрем, пĕчĕкрен хытă юратса пĕр-пĕрин сывлăшĕпе çеç çитĕннĕ чунăм Настя.
Настя малалла адрес çакăн пек пулать ман.
162 полевая почта
131 03 АД
1 батарея
Волкову М.А.
Сывă пул чунăм, Настя, ан кулян. Хытă чуптăватăп, питĕ курас килет, ăш çунса тухать.
Госпитальтен тухсан çыру çырма часах вăхăт пулмĕ тен, ан хăрăр.
Санăн Миша.
Чăн та, çырури пекех Михаил Алексеевича вăрçă хирĕнчен тăван тăрăха таврăнма тӳр килнĕ. Пĕр вăхăт вĕсем Настя мăшăрĕпе ялти шкулта вăй хунă, директорта тăрăшнă. Анчах та йывăр сурансене пула нумаях пурăнайман вăл. Аслă хĕрĕ Галя та ашшĕ-амăшĕн çулĕпе кайнă, ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Амăшне мĕн виличчен пăхнă.
Валентина ПЕТРОВА.