Чага сывлaх парнелет
Хурăн çинче ӳсекен чага кăмпа питĕ сиплĕ. Ăна сиплĕхĕшĕн «çутçанталăк тĕлĕнтермĕшĕ» теççĕ. Кăмпа тĕрлĕ минералсемпе, антиоксидантсемпе пуян. Микробсемпе кĕрешет, вар-хырăм ĕçне йĕркелет, кĕсен-сурансене ӳт илме пулăшать, сывлав тытăмне тата чĕре ĕçне лайăхлатать, юн пусăмне, веществосен ылмашăвне йĕркелет, иммунитета çирĕплетет, юна çĕнетет, юнри сахăр шайне сахаллатать — çакă йăлтах чага кăмпа пирки.
Сипленме тата профилактика тĕлĕшпе чага чейне, настойкине усă кураççĕ. Вăл ытти сиплĕ ӳсен-тăранпа хутăштарсан та аван. Сар çип ути, армути, шăлан çырли, шур тăрăллă хыт курăк, хыр кăчки хушса хатĕрленĕ отвара организм лайăх йышăнать.
Чага чейне апатчен çур сехет маларах ĕçмелле. Чее тĕрлĕрен хатĕрлеççĕ. Кăмпа çамрăк, çемçе пулсан ăна вĕтетмелле те вĕри шыва ямалла, пĕр-икĕ сехет хупласа лартмалла. Кунне 3-4 хутчен 100-150 грамм ĕçмелле.
Термосра хатĕрлеме пулать: кăмпана вĕтетмелле, пĕр пай кăмпа пуçне 5 пай шыв илмелле. Кăмпана термоса хурса вĕрекен шыв ямалла. 2 сехет лартмалла. Пĕчĕккĕн ĕçмелле.
Чее хатĕрлеме алюмини тата йывăç савăт юрамасть. Кĕленче е фарфор савăт аван.
Чага шывне вар çемçелсен, пăкăртатсан, ача кĕтекен тата ĕмĕртекен амăшĕсене ĕçме юрамасть. Антибиотик эмелсем ĕçнĕ чухне, табак туртакансене, эрехпе ӳсĕрĕлсен вăл сиплĕх кӳмест.
Кăмпапа сипленнĕ чухне сĕт юр-варĕпе пахчаçимĕç апачĕсем çине куçмалла. Çуллă, хĕртекен-чĕпĕтекен, ытлашши техĕмленĕ апат-çимĕç çимелле мар. Чага — витĕмлĕ сиплевçĕ. Унпа усă курнă чухне тухтăрпа канашламалла.
Чагăна çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те пуçтарма юрать. Çулçă çук чухне хурăн кăмпи аван курăнать. Çавăнпа кĕркунне, хĕлле, çуркунне пуçтарсан аванрах. Пуçтарнă кăмпана 50 градусран вĕри мар çĕрте типĕтмелле, тĕттĕм, типĕ çĕрте 3-4 çул упрама юрать.