Комментировать

15 Дек, 2016

Сӳнтереймĕн чунри пушара…

Чрезвычайлă лару-тăру министерствин системинче кăçал Пушар хуралĕн çулталăкĕ тесе палăртнăччĕ. Ăна халалласа вара республикăра чылай мероприяти, тĕрлĕ конкурс-вăйă иртрĕ. Вĕсенчен пĕри — «Çулăмлă йĕркесем» сăвă конкурсĕ. Тупăшăва пурĕ çĕр утмăл çамрăк сăвăç хутшăнчĕ. Çак кунсенче конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тата çĕнтерӳçĕсен чыславĕ МЧС музейĕнче иртрĕ.

Вăл интереслĕ экскурсирен пуçланчĕ. Ачасемпе çамрăксем пушар хуралĕпе çыхăннă тĕрлĕ пулăмпа паллаштаракан экскурсовода кăсăкланса итлерĕç. Тĕлпулăва пухăннисем пушарнăйсен чăн-чăн каскине, тумтирне, машинине курса тĕлĕнчĕç.

Экспонатсемпе паллашнă хыççăн пурте чыслава пухăнчĕç. Ăна Раççей МЧСĕн респуб-ликăри тĕп тытăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Герман Михайлов полковник уçрĕ.

— Сирĕн пек маттурсемпе кунта пулма питĕ хавас эпĕ. Эсир конкурса хастар хутшăнни, чылай ĕç килни питĕ савăнтарчĕ. Ачасем тĕнчери кирлĕ профессисенчен пĕринпе кă-сăкланни те кăмăллă. Тен, сирĕн йышра та пулас пушарнăйсемпе çăлавçăсем пур? Хăвăр пултарулăхăра кăтартнăшăн пурне те пысăк тав. Çĕнтерӳçĕсене чĕререн саламлатăп, малашне те çавăн пек хастар пулăр, — хавхалантарчĕ вăл çамрăк талантсене.

Залра илемлĕ кĕвĕ янăрама тытăнчĕ те поэзире пуçласа ăнăçлă утăмсем тăвакансене пĕрин хыççăн теприне Дипломпа тата парнепе чысларĕç. «Эпĕ пушарнăй пулăттăм» номинацири ĕçсем уйрăмах чуна пырса тивнине палăртрĕç тӳресем. Унта шкул ачисемпе студентсем вут-çулăма хирĕç кĕрешекенсен çăмăл мар ĕçĕ-хĕлне туллин çутатса панă. Çак номинацире мала тухаканни — Шупашкарти 1-мĕш пуçламăш шкулта вĕренекен Дарья Варнакова. Вăл хăйĕн «Пушарнăйсем» хайлавне те вуласа пачĕ.

Кĕçĕн ушкăнри тепĕр çĕнтерӳçĕ — Красноармейски районĕнчи Упи шкулĕн вĕренекенĕ Таня Иванова. Хĕрача «Хăрушсăрлăх азбуки» номинацире виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ.

— Шкулта сăвă конкурсĕ пирки хыпарласан тӳрех унта хутшăнас шухăш çуралчĕ. Хайлава хатĕрлесен Галина Аркадьевна класс ертӳçи тĕрĕслерĕ, ун хыççăн эпир сăвва почтăпа ятăмăр. Çĕнтерӳçĕ пуласса эпĕ ĕненмен те. Халĕ питĕ савăнатăп, — кăмăллăн йăл кулать çичĕ çулти хĕр пĕрчи.

«Пирĕн ветерансем» номинацире 9-11 классен хушшинче Шупашкар районĕнчи Çĕньял Покровски шкулĕнчи Надя Лукьянова хайлавĕ 1-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Ăна автор Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси шкулĕнчи инкекпе çыхăнтарнă.

— Пĕррехинче класс сехетĕнче Галина Аркадьевна Смирнова Хуракассинчи хăрушă инкек пирки каласа пачĕ. Вăл ман чуна пырса тиврĕ, питĕ шеллерĕм пушара пула пурнăçран ытла та ир уйрăлса кайнă ачасемпе вĕрентекенсене. Сăввăма та çак темăпах çыхăнтарса çырас терĕм — ун пирки чылай статья тишкертĕм, нумай шухăшларăм… — каласа пачĕ конкурссене тăтăшах хутшăнаканскер. «Пушар — чунра» хайлава пухăннисем те хумханса итлерĕç.

Сире те, хаклă вулаканăмăрсем, çамрăк автор Надя Лукьянова сăввипе паллашма сĕнетпĕр.

 

Пушар — чунра

Чӳк уйăхĕ, çăвать сив çумăр.
Шăпăртатать кĕрхи куççуль…
Шкулта концерт, хаваслă туйăм,
Пит вăрăм пулĕччĕ кун-çул…
Шкул ачисем хавас юрлаççĕ
Пурнăçра курмалли чылай…
Хуракасси…эх, уявлаççĕ…
«Ман пурнăçăм, иртсе ан кай!»
Уявччĕ… Пĕтĕмпех аванччĕ…
Сасартăк тĕтĕм алăкран…
Ачи-пăчи питĕ нумайччĕ…
Ав, авăтать «хĕрлĕ автан»…
Çав кунхине пирĕн команда
Яланхи пек хавас, хастар…
Пушарпа кĕрешмешкĕн хатĕр!
Ах, çак хыпар, усал хыпар…
Ак çитрĕмĕр шкул тĕлнелле,
Йăлтах, ав, çулăм ăшĕнче!
Йĕрет те хуйхăрать чĕре…
Шкула кĕме май çук, тĕнче!
Вĕсем пурте пĕр шухăшпа
Савăннăччĕ: «Ыран шкула…
Киле килсессĕн аннене
Савăнтарăттăм «пиллĕкпе»…
Анчах пушар — усал тăшман,
Вăл никама та уйăрман!
 
 
Унăн вĕри çуначĕ çинче
Юлаççĕ çылăхсăр чунсем…
 
Вăхăт чылай иртрĕ, анчах
Хуйхăрать чунăм вăйлăрах…
Ыйха путсассăн, каçхине
Пушар пек, манăн тĕлĕкре:
Çунать халь те Хуракасси…
Халь те "хĕрлĕ автан" сасси…
Кĕрес тетĕп шкул пӳлĕмне,
Чупатăп васкаса, хĕрсе!
Çумрах ача сасси, çумрах,
Чĕнет вăл пулăшма часрах…
Эп тупрăм пек çав пепкене,
Иккĕн утаттăмăр пĕрле…
Ачам калать йĕре-йĕре:
— Тавах, çăлавçăм, тав сире!
Анчах пымастăп сирĕнпе…
Кунтах манăн атте-анне…
Чи çывăх юлташсем кĕтеç!
Пымастăп! Эсир кайăр çеç!
Вăрантăм… Çунмасть нимĕн те,
Çумра çук тĕлĕкри пепке…
Темиçе çул пушар чунра…
Çук! Сӳнтерме май çук ăна!

Нина ЦАРЫГИНА.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.