Курса савăнтăмăр, тĕлĕнтĕмĕр
Кăçалхи юпа уйăхĕнче пирĕн тĕп хуламăрта Чулхулари Евгений Евстигнеев ячĕллĕ театр училищин студенчĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Вĕсем Г.-Х.Андерсенăн "Стойкий оловянный солдатик" тата Самуил Маршакăн "Теремок" юмахĕсене илсе килнĕ.
«Теремок» пьеса-юмахра тăваттăмĕш курс студенчĕсем "чĕрĕ планпа" тухса выляççĕ тата пуканесене выляттараççĕ. Çавăнпа та Пукане театрĕнче ялан курма хăнăхнă ширма çук. Ун вырăнне сцена çинче пысăк Катемпи вырнаçтарнă. Çамрăксем хаваслă юрă-кĕвĕ çеммипе тухсанах, вăл вăхăтлăха "чĕрĕлет". Унăн алли-ури те, шлепке тăхăннă "пуçĕ" те пур иккен. Анчах ку "чĕрĕлӳ" нумайлăха мар... Малалла ĕç-пуç Катемпин тумĕ çинче тата кĕсйисенче пулса иртет. Вăхăтăн-вăхăтăн хĕрсен тутăрĕсем те хăйне майлă "ширма" пулаççĕ. Ун пек чухне сăнарсем çавăн пек çеçкеллĕ лаптăкра та "çӳреççĕ". Катемпин кашни кĕсйи кунта — пурăнмалли пӳлĕмĕн пĕр чӳречи. Çакăн пек икĕ пӳлĕмре Шăши, Шапа, Автан, Чĕрĕп туслăн пурăнаççĕ. Анчах тăнăçлăха хапсăнакан та пур-çке! Пĕри — ялан выçă, тепри — чеескер, "урăххин аллипе кăвар туртакан", виççĕмĕшĕ вара — айван... Апла пулин те, яланхи пекех, ку юмахра та ырри усала çĕнтерет. Спектакле Ольга Шилова режиссер йăлтах çĕнĕлле, питĕ ăнăçлă лартнă. Ăна тĕрлĕ ӳсĕмри куракан та пăхма пултарать. Вăл пуриншĕн те ăнланмалла тата питĕ кулăшла! Ольга Дмитриевна унччен те çак спектакле маларах вĕреннĕ студентсемпе лартнă. Ун чухне те унăн ĕçĕ ăнăçнă. Хальхи çамрăксемпе те вăл питĕ кăмăллă пулнине палăртрĕ.
Декораципе пуканисене Наталья Симакова ӳнерçĕ шухăшласа кăларнă. Вăл ертсе пынипе пуканисене тата тĕрлĕ бутафорие студентсем хăйсен аллипе ăсталанă. Юрри-кĕввине Альбина Шестакова йĕркеленĕ. Пулас артистсем чăн-чăн ăстасем пекех пуканесене "чун кĕртме" пултарчĕç. Уйрăмах, Анастасия Батяева /Шăши/, Ксения Кошелева /Шапа/, Даниэль Черемных /Автан/, Андрей Семенов /Кашкăр/ ырă сăмаха тивĕç. Владимир Веденский /Чĕрĕп/, Виктория Швецова /Тилĕ/, Максим Гольянов /Упа/, Василиса Семенова тата Айгуль Зимина /ертсе пыракансем/ питĕ пултаруллă. Тав сăмахĕ вĕсене, пирĕн куракансене савăнтарнăшăн. Спектакль пуçланса мĕн вĕçне çитичченех кашнин питĕнчен йăл! кулă каймарĕ. Чăннипех "Теремок" курса савăнтăмăр, тĕлĕнтĕмĕр!
Чăваш патшалăх пукане театрĕн артистки Ольга Тарасова спектакль пирки хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ:
— Эх, Керменкке-Кермен çурт!.. Кам-ха, Кермен çуртра пурăнать?.. Чăннипех пурăнаççĕ, пур пек курăнни мар кунта, пурăннă пек кăтартни те мар. Çапла Евгений Евстигнеев ячĕллĕ театр училищин артисчĕсем, эпир сире ĕнентĕмĕр. Мĕншĕн тесен пире ĕнентертĕр. Керменккере чăн-чăн пĕчĕк чĕрчунсем хăйсен тĕрлĕ кăмăлĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе пулсан та. Кашни артист хăйĕн сăнарĕ валли уйрăм сăрă тупнă. Вылянă чухне пĕр-пĕрне туясси вара чи çӳллĕ шайра. Тĕрĕссипе сиссе те юлаймарăмăр, куç хупса иличчен спектакль иртсе те кайрĕ. Лартăма илемлетнĕ çĕрте ытлашши нимех те çук. Мĕн пурри вара пурте хутшăнать-пулăшать... Мĕн калам? Маттурсем! Ăнăçу сире малашнехи ĕçĕрте, чи кирли — эсир хăвăр мĕн шыранине тупнă, сирте пурри — хĕрӳлĕх ан иксĕлтĕр. Спектакль вăхăтĕнче çавна туйса сирĕн вăййăрпа питĕ савăнтăмăр. Тем пысăкăш тав!
Чулхулари Евгений Евстигнев ячĕллĕ театр училищин Вĕренӳ театрĕ /курсăн илемлĕх ертӳçи — О. Д. Шилова, класс ертӳçи — А. Е. Комракова/ Чăваш Республикин культура министерствин Тав çырăвне, Шупашкарта урăхларах куракан валли ирттерекен "Пĕр пек пулма пире кирлех те мар" Пĕтĕм тĕнчери 4-мĕш фестиваль-форум Дипломне тивĕçнĕ.
Çак пултаруллă ушкăн вĕренекен Чулхулари театр училищипе те кăштах паллаштарас килет. Училище хăйĕн кун-çулне 1918 çулта пуçланă. Анчах унăн ячĕ тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕрен пулнă. Чи малтанах ăна, хулари театрта Драма студийĕ тесе йĕркеленĕскере, паллă театр деятелĕ Н.Д.Лебедев ертсе пынă. Вĕрентекенĕсем çак театрти пултаруллă артистсемех пулнă. Тăватă çултан Студи уйрăм çурта куçнă та "Чулхулари патшалăх театр техникумĕ" пулса тăнă. 1923 çултан ăна директор пулса Г.А.Яворский ертсе пыма тытăннă. 1929 çултанпа вăл — Чулхулари музыкăпа театр техникумĕ. 1937 çултанпа — Театр училищи. Вăрçă пуçлансан училищĕне вăхăтлăха хупнă.
Вăл 1918-1941 çулсенче Чулхула тата çĕршыври чылай театр труппине хăй вĕрентсе кăларнă артистсемпе пуянлатнă. Çав шутра пирĕн ентешсем те пур. Акă, Чăваш АССР халăх артистки Мария Матвеевна Тихонова-Стасенко. Вăл Хусанта çуралнă, анчах хамăр республикăри Сĕнтĕрвăрри хулинче ӳссе çитĕннĕ. Чулхулари музыкăпа театр техникумĕнчен 1930 çулта "драма артисчĕ" пулса вĕренсе тухнă. 1930-32 çулсенче Чулхулари Ача-пăча театрĕн-че, 1932-65 çулсенче Шупашкарти Вырăс драма театрĕнче вăй хунă. Икçĕр ытла сăнар калăпласа сценăн чи пысăк ăсти пулса тăнă. Вăл çавăн пекех Чăваш ача-пăча театрĕн вырăс труппинче /1932-33, 1957-59çç./ те кăсăклă сăнар сахал мар вылянă. 1940-50-мĕш çулсенче Шупашкар хулин Пионерсен керменĕн ачасен драма коллективне ертсе пынă. Унăн чи пултаруллă вĕренекенĕсенчен пĕри — Чăваш АССР халăх артистки Галина Тимофеевна Мадеева.
Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Щамал ялĕнче çуралса ӳснĕ Александр Алексеевич Осипов /1912-1941çç./ артист тата режиссер 78 çул каялла çапла çырса хăварнă: "... Çулла пирĕн яла Чăваш патшалăх академи драма театрĕ спектакль кăтартма килнĕччĕ. Эпĕ ун чухне Кирилл Егоров артистпа паллашрăм. Кирилл Егорович мана хăйсен театрĕнче Драма студийĕ ĕçленине пĕлтерчĕ. Çак тĕлпулу хыççăн манăн унта вĕренме кĕрес ĕмĕт çуралчĕ.
1929 çулхи кĕркунне эпĕ Чăваш патшалăх театр студине кĕме экзамен ăнăçлă тытрăм. Çулталăк вĕренсен, ман татах та çак специальноçпе анлăрах пĕлӳ илес килчĕ. Вара, 1930 çултан Чулхулари музыкăпа театр техникумне инструктор тата педагогика уйрăмĕн режиссура класĕнче вĕренме пуçларăм. Пирĕн класа РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ Н.А.Левкоев ертсе пыратчĕ".
Унта вĕреннĕ вăхăтрах вăл Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче 1933 тата 1934 çулсенче артист пулса икшер уйăх, 1935 çулта режиссер ассистенчĕ ĕçĕнче тăватă уйăх, Чулхулари Ача-пăча театрĕнче 1934 çулта çичĕ уйăх тата Чулхула облаçĕнчи драма театрĕнче 1935 çулта икĕ уйăх артистра ĕçленĕ. 1935-37 çулсенче Хĕрлĕ Çарта пулнă. 1938-39 çулсенче Етĕрне хулинче вырнаçнă 3-мĕш Чăваш патшалăх колхоз театрĕн илемлĕх ертӳçи пулнă, чылай спектакль лартнă. Анчах çак пултаруллă çамрăк хаяр вăрçа тухса кайнă та унта хыпарсăр çухалнă...
Вăхăт иртнĕ май Чулхулари драма театрĕнче тата филармонире каллех театр студийĕсем йĕркеленнĕ. Вĕсенче унччен Театр училищинче ĕçленĕ преподавательсемех вĕрентнĕ. 1946 çулта Театр училищин алăкĕ каллех уçăлнă. 1952 çул тĕлне кунта 21 кăларăм пулнă, пурĕ 289 çын вĕренсе тухнă. Вăл шутра — драма тата эстрада актерĕ, телевидени тата театр режиссерĕ, драма кружокĕн ертӳçи. 1952 çулта Училище каллех хупăннăран кашни театрта çĕнĕрен Студи ĕçлеме пуçланă. Вĕсенче малтанхи пекех Театр училищин вĕрентекенĕсем тăрăшнă. 1961 çулта Театр училищи çĕнĕрен хăй ĕçне пуçланă. Унчченхи уйрăмсем пурте сыхланса юлнă. Çĕнĕлĕхрен пĕри кунта — "Пукане театрĕн артисчĕ" пулма вĕрентме тытăнни. Халĕ çак уйрăмран вĕренсе тухнă ентешсемпе те мухтанма пултаратпăр. Акă, Сергей Иванович Ерофеев — 1976 çулта Çĕнĕ Шупашкарта çуралнăскер, Чулхулари театр училищинче 1993-99 çулсенче вĕреннĕ. 1994-96 çулсенче Çарта пулнă. Халĕ 1999 çултанпа Владимир хулинчи пукане театрĕнче артист пулса ĕçлет, режиссер тивĕçне пурнăçласа спектакль те лартать. Ĕçленĕ хушăрах Санкт-Петербургри Патшалăх театр искусствин академийĕнче 2006 çулта актер тата режиссура енĕпе аслă пĕлӳ илнĕ. Шупашкарта 1986 çулта çуралнă Андрей Александрович Васильев та Чулхулари театр училищинче актер ăсталăхĕ енĕпе 2003-2007 çулсенче пĕлӳ пухнă. 2007 çултанпа Вологда хулинчи "Теремок" пукане театрĕнче артист пулса вăй хурать. Андрей — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Александр Галин юрăçăн ывăлĕ.
Чулхулари театр училищи Фигнер урамĕнчи 3-мĕш "а" çуртра, студентсен пĕрремĕш театрĕ — Вĕренӳ театрĕ Пысăк Покровски урамĕнчи 4-мĕш "А" çуртра вырнаçнă. Юлашки çулсенче Вĕренӳ театрĕн гастролĕсен çӳрес маршручĕ самаях нумайланнă. Студентсем Пĕтĕм тĕнчери тата Раççейри тĕрлĕ фестивале хутшăнаççĕ.
Училище вара 1918 çултанпа паянхи кунччен икĕ пин ытла специалист /вăл шутра — бутафорсем, ӳнерçĕ-декораторсем тата балет, драма, пукане театрĕн артисчĕсем/ вĕрентсе хатĕр- ленĕ. Çавăн пекех вăл Чулхула тата çав облаçри пултарулăх ушкăнĕсене те пысăк пулăшу кӳрет.
Геннадий КИРИЛЛОВ,
ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ.
СĂНӲКЕРЧĔКСЕНЧЕ: "Теремок" спектакльте вылякансемпе вĕсене вĕрентекенсем Шупашкарта. 2016 çул; С.И.Ерофеев артист тата режиссер.