Комментировать

15 Дек, 2016

Вĕсем инкеке лекнĕ çынсене çăлнă

Инкек куçа курăнса килмест. Йывăрлăха çаклансан чылай чухне тăван-пĕлĕш мар, палламан çын алă парать. Паттăрсем вăрçăра çеç мар, кулленхи пурнăçра та пур. Кашниех вĕсен йышне лекеймест. Тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Вирхĕнсе чупакан урхамаха чарма пултаракан, çулăм хыпса илнĕ çурта кĕрекен, усала хирĕç кĕрешекен, тĕрĕслĕхшĕн тăрăшакан темĕн чухлех. Хаçатра кăçал инкеке çакланнисен пурнăçне çăлнă çынсемпе паллаштарма тĕв турăмăр.

92 çулти кинемее çавăтса тухнă

Шупашкарти 7-мĕш шкулта вĕренекен Евгения Тимофеева вăрçă ветеранне, 92 çулти Агафья Долговăна, вилĕмрен çăлнă. Инкек кăçалхи çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче пулнă. Хулари кăнтăр-хĕвеланăç районĕнчи Добролюбов урамĕнчи пĕр çуртра пушар тухнă. Ун чухне шкултан таврăннă Евгения тантăшĕсемпе пĕрле урамра уçăлса çÿренĕ. Хирĕçри çуртра «хĕрлĕ автан» алхаснине курсан хĕрача тÿрех кинемей пирки аса илнĕ.

— Çулăм тухсан чылай çын урамра пухăнчĕ. Анчах никам та çунакан çурта кĕрсе унти çынсене çăласси пирки шухăшламарĕ. Эпĕ тÿрех Агафья Константиновна патне шаккама тытăнтăм. Унăн хăлхи лайăх илтменрен алăка уçиччен 10 минут иртрĕ. Кинемее пушар тухни çинчен ăнлантартăм. Чи кирлĕ япаласене пĕрле васкаса пуçтартăмăр та кинемее урама çавăтса тухрăм. Агафья Константиновна пăлханнипе, ахăртнех, нимĕн те ăнланмарĕ. Вăл юн пусăмĕ хăпарнипе аптăрать. Васкавлă медпулăшу машини çитсен тухтăр тÿрех ун патне пычĕ, — иртнине аса илчĕ 13 çулти çăлавçă.

Тимофеевсем Агафья Константиновнăпа туслă пурăнаççĕ. Вăрçă пуçлансан Агафья хăйĕн ирĕкĕпе фронта кайнă. Терт-нушине самаях курма тивнĕ унăн. Кашни çулах çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Тимофеевсем ветерана çăмăл машинăна лартса Хĕрлĕ тÿреме илсе каяççĕ. Кинемейĕн ывăлĕ-хĕрĕ пур, анчах темшĕн ăна вĕсем хальччен пĕрре те уява çавăтса кайман. Палламан çынсем Агафья Константиновнăшăн тăванран та çывăх пулса тăнă. Вĕсем тăхăр теçетке çула хыçа хăварнăскере вилĕмрен çăлнă çеç мар, хăйсем патĕнче пурăнма та ирĕк панă.

Сăмах май, çу уйăхĕн вĕçĕнче тухнă пушарта виçĕ çурт çуннă. Агафья Константиновнăпа тепĕр çемье пÿрте çĕнĕрен юсаса çитериччен Тимофеевсем патĕнче хÿтлĕх тупнă.

Евгенийăн ашшĕ Сергей Валерьевич пĕлтернĕ тăрăх, хĕрĕ пĕчĕкренех спорт мероприятийĕсене хастар хутшăннă. «Зарница» çарпа спорт вăййисенче те класс, шкул чысне пĕрре мар хÿтĕленĕ. Çемье ачасене патриотлăх воспитанийĕ парса çитĕнтернине палăртма кăмăллă. Сергей Валерьевич хĕрĕ вĕренекен шкулта ашшĕсен канашне ертсе пырать. Шупашкарти юсанмалли 4-мĕш колонире тăрăшаканскер хăй те хĕрĕпе ывăлĕшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Евгенийăна Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн Тав хучĕпе чысланă. Чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри «Созвездие мужества» VIII фестивалĕн республика тапхăрĕнче професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххисене палăртнă чыславра вăл «Ачасем — паттăрсем» ятарлă номинацире çĕнтернĕ. 13 çулти хĕрача хăйне чыс тунăшăн хĕпĕртет. Ашшĕпе амăшĕ тĕпренчĕкĕн хăюлăхĕнчен тĕлĕнеççĕ. Тивĕçлĕ канури хĕрарăм Егенийăна тав тăвать. Хĕрача тăван пекех юратнă кинемее инкекре хăварма пултарайман.

«Ыратнине мĕнле чăтрĕ-ши?»

Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Атăл леш енче инкек пулнă. Çур çĕр иртни икĕ сехетре Сосновкăри Çамрăклăх урамĕнче çурт çунма тытăннă. Пушар газ балонне пула тухнă. Надежда Будкова çунакан çурта кĕме хăраман. Вăл инкекре çухалса кайман, кÿршĕре “хĕрлĕ автан” алхаснине курсанах пулăшма чупнă.

— Ун чухне эпĕ компьютер умĕнче лараттăм. Çĕр чĕтренмелле темĕн шаплатрĕ. Балкона тухса пăхрăм та кÿршĕсем çуннине куртăм. Часрах тухса чупрăм. «Пушар, пулăшăр!» — тесе кăшкăртăм. Çуртри чÿрече кантăкĕсем çĕмĕрĕлнĕччĕ. Пÿрт тăррине витнĕ шифер шартлата-шартлата çунатчĕ. Шалта пулăшу ыйтса кăшкăрни илтĕнчĕ. Нумай шухăшламарăм — çурта кĕтĕм. Унта кăмакари пек вĕриччĕ. Гришăна чĕнтĕм. Сасси аран тухрĕ. Ун çине газ плити ÿкнĕччĕ, çавăнпа хăй тĕллĕн тухайман вăл. Çулăм ури патнех çитнĕччĕ. Пÿрт тăрри ишĕлме тытăнчĕ, йĕкĕте аран йăтса тухрăм. Вăл труççи вĕççĕнччĕ. Кĕлеткин пысăк пайĕ çуннăран ăна тытма çукчĕ. Гришăна кÿршĕсем патне илсе çитертĕмĕр, сивĕ душ айне тăратрăмăр. 23 çулти каччă тăнне темиçе хут çухатрĕ. Васкавлă медпулăшу машини киличчен мĕнле чăтрĕ-ши? Ыратнине мĕнле тÿсрĕ-ши вăл? Какайĕ курăнма пуçланă ÿчĕ халĕ те куç умĕнче, — çуллахи пăтăрмаха аса илчĕ нумаях пулмасть 41 çул тултарнă хĕрарăм.

Йĕкĕт пурăннă çурт çĕрпе танлашнă. Надежда вăхăтра çитмен пулсан Гришăпа мĕн пуласси çинчен шухăшлама та хăрушă. Тухтăрсем унăн кĕлеткин 50 проценчĕ пиçсе кайнине пĕлтернĕ. Ура çине тăриччен каччăн операци сĕтелĕ çине темиçе хут та выртма тивнĕ. Надежда хăрушлăхра епле çухалса кайман-ха?

— Ачалăхăм йывăр килчĕ. Атте аннене манăн куç умĕнче чиксе вĕлерчĕ. Ултă çулти йăмăкăмпа тата пиччепе тăрса юлтăмăр. Аслă пĕртăванăм салтака кайсан кил-тĕрĕшри мĕн пур ĕç ман çине тиенчĕ, çавăнпа эпĕ пурнăç хакне пĕлетĕп. Йывăрлăхра кирек кама та алă паратăп. Гриша манăн куç умĕнче ÿсрĕ. Ăна çăлмасăр пултарайман эпĕ. Больницăран тухсан тÿрех ман пата кĕчĕ. Хăйне пулăшнăшăн тăтăшах тав тăвать. Пушар саманчĕсене вăл лайăх астумасть. Ахăртнех, суранĕсем йывăррине пула шока кĕрсе ÿкнĕ вăл. Хамăн та ывăл ÿсет, — чунне уçрĕ пысăк чунлă хĕрарăм.

Надеждăна та Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн Тав хучĕпе чысланă. Пĕтĕм Раççейри «Созвездие мужества» VIII фестивалĕн республика тапхăрĕнче вăл «Чĕре ыйтнипе» номинацире çĕнтернĕ. Шупашкарти 1-мĕш çăкăр заводĕнче пекарьте ĕçлекен хĕрарăмшăн наградăна тивĕçни мар, çыннăн пурнăçне çăлни паха.

Пикене пусмăрçăран хăтарнă

Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче полици ĕçче­нĕсем Çĕнĕ Шупашкарти Павел Кайсарова паттăрлăх кăтартнăшăн Тав хучĕпе чысланă. 27 çултискер пикене пусмăрçăран хăтăлма, йĕрке хуралçисене ăна тупса палăртма пулăшнă.

Ку вырсарникун, юпа уйăхĕн 16-мĕ­шĕнче, çур çĕр иртни икĕ сехетре пулнă. Стефания килне пĕчченех таврăннă. Ăнсăртран ăна палламан арçын тапăннă та çырманалла сĕтĕрнĕ, çĕре ÿкерсе мăшкăллама хăтланнă. Пике ан кăшкăртăр тесе çăварне хупланă, пăвма тытăннă. Телее, арçын ясар шухăшне пурнăçа кĕртеймен. Йĕксĕке инçех мар утнă çамрăк арçын чарнă.

— Çав кун бильярдла выляса таврăнаттăм. Пулăшу ыйтса кăшкăрнине илтсен тÿрех сасă еннелле чупрăм. Пуçра тĕрлĕ шухăш çаврăнчĕ. Хĕре çăлмаллах, анчах йĕксĕк хăйне мĕнле тытĕ? Нумай шухăшлама вăхăт çукчĕ. Хĕре тапăннă арçынна асфальт çул çине туртса кăлартăм. Малтанах вăл пикен савнийĕ тесе тÿрре тухма тăрăшрĕ. Тепĕр самантран тарса çухалчĕ. Стефанийăна килне ăсатрăм. Çул çинче вăл полицие шăнкăравларĕ, хăйне тапăнни пирки пĕлтерчĕ. Эпĕ йĕрке хуралçисемпе пĕрле çав арçынна шыраса çÿремен, ăна тытса чарас ĕçе те хутшăнман. Пикене пусмăрланăскере полици уйрăмĕнче палласа илме пулăшрăм. Пурнăçра кунашкал лару-тăрăва пĕрремĕш хут лекрĕм, — пĕлтерчĕ Павел хĕре çăлнă куна аса илме ыйтсан.

Йĕрке хуралĕн ĕçче­нĕсем пĕлтернĕ тăрăх, çав арçын малтан та суд тенкелĕ çине ларнă. Халĕ ăна колоние 5 çуллăха ăсатма пултараççĕ.

Стефанийăпа унăн амăшĕ йывăрлăхра пулăшнăшăн Павела чĕререн тав тунă. Ун вырăнĕнче кирек кам та пулайнă, анчах кашниех хĕре çăлма хăю çитерĕччĕ-ши? Инкеке çакланнă çынсенчен пăрăнса утакан сахал-им? Теприсем тăрăнса ансан та алă парса тăратмаççĕ, хăйсемшĕн çеç тăрăшаççĕ, ыттисем вĕсемшĕн — ик айкки те тăвайкки. Паша пек хăюллă çынсем пурри савăнтарать.

Павел сĕтел-пукан тăвакан çĕрте ĕçлет. Унăн ывăлпа хĕр ÿсеççĕ. Вĕсем те ашшĕ пекех паттăр çитĕнессе, йывăрлăха çакланнă çынна кирек хăçан та алă парасса шанас килет.

Любовь ПЕТРОВА.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.