Опыт пухма — Европăна
Çуллен тухăçлă пахчаçимĕç çитĕнтернĕрен Куславкка районĕнчи Василий Семеновăн хресчен-фермер хуçалăхне халĕ чылай регионта лайăх пĕлеççĕ. Ĕçре хăй çук чухне ертÿçĕ тивĕçне ывăлĕ Иван пурнăçлать.
— Эпĕ тăватă çул каялла аслă пĕлÿллĕ строитель специальноçне алла илсен аттепе пĕрле вăй хума тытăнтăм. Фермерăн пĕлмелли темĕн чухлех иккен. Çын ĕçленĕ май вĕренсе пырать тени тĕрĕсех, — килĕшрĕ ваттисен сăмахĕпе малтанхи вăхăтра йывăрлăхпа самаях тĕл пулнă Иван Васильевич. — Темиçе çул каялла производство тухăçлăрахчĕ, таса тупăш ытларах кĕретчĕ. Юлашки вăхăтра рентабельноç шайĕ ансах пырать. Çунтармалли-сĕрмелли материал, удобрени, ÿсентăрана хÿтĕлемелли имçам, ытти çуллен хакланать. Ытларах та ытларах тăкакланнине пĕлтерет ку. Пахчаçимĕçĕн сутлăх хакĕ вара темиçе çул — пĕр шайра. Фермерсене тавар хăйхаклăхĕ ÿссе пыни ура хурать. Манăн шу-хăшпа, йывăрлăхран тухма икĕ çул пур. Пĕрремĕшĕ: пахчаçимĕç тухăçне ÿстерсех пымалла, иккĕмĕшĕ: техникăпа перекетлĕ усă курмалла, харăсах темиçе ĕç тума тăрăшмалла. Çĕрулми лартнă чухне мĕншĕн пĕр вăхăтрах çĕре купаласа, ретсем туса хăварас мар? Ÿсĕмлĕ аталанас тесен технологири мĕнпур процеса пысăк пахалăхпа пурнăçламалла. Унсăрăн кĕтнĕ тухăçа та илеймĕпĕр, тупăшлăх шайне те ÿстереймĕпĕр. Чи кирли — ура çинче çирĕп тытăнса тăмалла. Хăшпĕр хресчен-фермер хуçалăхĕ саланса кайни чуна ыраттарать. Пулăшать-ха пире патшалăх. Нумай—и, сахал-и — калама пултараймастăп. Хĕллехи вăхăтра бухгалтерипе, экономикăпа паллашса çине тăрсах пĕлĕве тарăнлататăп. Çĕр ĕçĕ, ял хуçалăх культурисене çитĕнтересси енчен хамăр хуçалăхри Зоя Геннадьевна Павлова тĕп агроном нумай пулăшать.
Çамрăк фермер ыранхи кун чаршавне сирсе хавхаланни, малалла талпăнни савăнтарчĕ. ХФХ ертÿçипе В.Семеновпа пĕрле Раççейри чылай регионта, Европăра пулнă май унăн ĕç опычĕ пухăнсах пырать, пĕлĕвĕ хушăнать, ăсталăхĕ ÿсет. Иван Васильевичран пурăна-киле ашшĕ пекех ăста фермер пуласса шанас килет.
Валентин ГРИГОРЬЕВ.