Комментировать

14 Дек, 2016

«Арçынна тимĕр савăнăç кÿрет»

— Ку чăнах та çапла. Тимĕр йывăç пек çемçе мар. Апла пулин те çирĕп япаларан этемлĕхĕн вăйлă çурри чуна парса ĕçлесе кирлĕ хатĕр-хĕтĕр ăсталать. Ятăм тимĕрпе çыхăннăран /пирĕн тăрăхра Улатимĕре Тимĕркке теççĕ/ шăпама техникăпа çыхăнтармалла пулчĕ-тĕр, — калаçăва çапла пуçларĕ Елчĕк районĕнчи Акчелте пурăнакан 68 çулти Владимир Московский. Владимир Николаевич Елчĕкри «Ял хуçалăх техники» пĕрлешÿре инженер-механикре 36 çул ĕçленĕ. Тракторсемпе вĕсен двигателĕсене юсакан мастерской заведующийĕ пулнă. Ĕç ветеранĕ юсав «лаççинче» вăй хунă тапхăра паянхи кунчченех ырăпа аса илет, тĕлĕкре те двигатель юсанине курать.

 

 — Эпир мастерскойра гусиницăллă ДТ-54А, Т-74, ДТ-75, Т- 4А маркăллă тракторсен тата СК-3, СК-4, СК-5 «Нива», «Дон»-1500» маркăллă комбайнсем çинче ĕçленĕ дизель двигателĕсене юсанă. Д-54А, А-01М, СМД-14 йышши двигательсене тÿрлетнĕ. Республика валли ГАЗ-51, ГАЗ- 53 машинăсен рамисене, КВ-200, КВ-300 пăс хуранĕсене юсанă. Планпа килĕшÿллĕн уйăхра 70 ытла мотор кăлармаллаччĕ. Ака вăхăтĕнче ытларах та. Сĕре хавхаланса ĕçлеттĕмĕр. Тимĕр пулсан çын тилмĕрмест, — пĕлтерет кил хуçи.

 

Владимир Московский мĕн ачаранах техника патнелле туртăннă. 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне Андрей Разумов тракторист арçын ачан кăмăлне сиссе хăйĕнпе илсе çÿренĕ. Хурçă утăн рулĕ умне лартнă. Çавăн пек хăватлă техника, пысăк машина ачана та итлени тĕлĕнтернĕ Улатимĕре. Хавхалантарнă темелле. Çавăнпах вăл шкул хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн инженери факультетне вĕренме кĕнĕ. Аслă шкул хыççăн Мари Республикинчи «Смена» совхозра вăй хунă. Унтан Елчĕкри «Ял хуçалăх техники» пĕрлешĕве килнĕ.

 

— Калемçĕ пулнă май тĕрлĕ професси çынни пирки çырма тивет. Сăнатăп та: хуçалăхсенчи нумай инженер паян лавккана кайса çăкăр туяннă евĕр саппас пай илет те унăн ĕçĕ пĕтрĕ. Тракторист е шофер: «Насус, генератор, реле тата ытти кирлĕ», — тет. Инженер илсе килет, лартаççĕ — татах ĕçлемест, тимĕр ут тапранмасть. Татах лавккана чупать. Саппас пай илсе килет — татах усси çук. Çакăн пек темиçе хут та пулать. Тем чухлĕ укçа тăкăнать, техника вара ларать. Юлашкинчен паллă пулать: кивĕ «япалисемех» ĕçленĕ, провод татăлнă е 10 пуслăх манжет юрăхсăра тухнă. Е клапана çÿп-çап тулнă, техника çăвĕ, топливо таса мар пулнă. Çакăнта инженер ролĕ пачах курăнмасть. Эсир мĕн сĕннĕ пу-лăттăр, Владимир Николаевич?

 

— Пирĕн вăхăтра саппас пайсене лавккаран мар, базăран турттарнă. Халĕ хуçалăхсенче çын çитменни ура хурать. Çавăнпа инженер хăйĕн ĕçне пăрахса саппас пайсене шырама тухса каять. Пирĕн вăхăтра диагностика туман. Эпир техникăна хирург пек салатса чирне палăртнă. Двигателе сÿтмесĕр вăл мĕншĕн чăхăмланине пĕлме çук. Колхозсенчи механиксем техника сассинчен кăлтăксен сăлтавне тупнă. Ятарлă аппаратура пулман. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче «Ял хуçалăх техники» пĕрлешÿре диагностика тума пикеннĕччĕ-ха. Анчах нумаях та ĕçлеймерĕмĕр — организаци саланчĕ. Манăн шухăшпа, чăн-чăн инженерăн хальхи диагностика оборудованийĕсемпе ĕçлеме пĕлмелле. Пĕтĕм механизма пилĕк пÿрнене пĕлнĕ пек чухламалла. Кăлтăксене уçăмлăн, чирлĕ çынна диагноз лартнă пек лартсан, çеç çав пайсене туянмалла. Пирĕн çитменлĕх — паян инженер инженер ролĕнче мар, снабженец вырăнĕнче.

 

— Владимир Николаевич, агроном хирте тырпул акса, çав тухăçа илсе, тăпра пулăхне ÿстерсе киленÿ илет. Инженерăн вара киленĕвĕ мĕнре?

 

— Çĕрле ĕçрен тухаттăм та Кĕçĕн Пăла хĕррипе килелле утаттăм. Хирте тракторсем кĕр! кĕрленĕ сасă тăратчĕ. Çавăнпа киленеттĕм. «Кунта пирĕн тÿпе те пур вĕт-ха», — шухăшлаттăм ăшра. Пирĕн ĕçĕ курăнмасть, çавăнпа хурçă ут тикĕс ĕçленĕ сасса илтни те савăнтаратчĕ. Мотора салатсан пуçтарса пĕтермесĕр киле нихăçан та тухса утман. Пĕрре çур çĕрте çитрĕм те: «Килтĕн-им?» — терĕ арăм. «Килтĕм!» — хама лăпкă тытма тăрăшрăм эпĕ. «Ав раскладушка. Ăна мастерскойна кайса ларт та киле килсе ан çÿре», — терĕ мăшăрăм. Киле таврана хура чатăр карсан таврăнни темиçе те пулнă», — тунмарĕ Владимир Николаевич.

 

— Çутă сÿнтерме манман-и? — тесе мастерскоя канмалли кунсенче те кайса тĕрĕслесе килетчĕ. Хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн фанатчĕ ĕнтĕ, — калаçăва хутшăнчĕ мăшăрĕ Валентина Николаевна. Упăшкин кăмăл-туйăмне, уншăн юсав «лаççинчи» кашни кĕтес хаклине, унти стенасемпе те калаçнине ăнланать вăл.

 

— Владимир Николаевич, «Ял хуçалăх техники» саланни кулянтарать-и сире? — ыйту памасăр тÿсеймерĕм эпĕ.

 

— Нумай çул ĕçленĕ предприяти пĕтни чуна ыраттарать паллах. «Ял хуçалăх техники» пĕрлешĕве вуçех пĕтермелле пулман. Унта питĕ хаклă станоксем пурччĕ. Вĕсене кашни колхозах илеймест. Тĕрĕссипе, ăна тытса тăма кирлех те мар. Коленвала якатакан /шлифовка тăвакан/ çыннăн ăсталăхĕ пысăк пулнă. Ун пек çынна улăштарма та йывăр. Пирĕн шлифовщица Лидия Сидорова сĕре пултаруллăччĕ, тепĕр арçынран та ирттеретчĕ. Иккĕмĕш сăлтавĕ — тракторăн топливо аппаратурине туянма стенд илмелле. Вăл вара — хаклă. Колхоз туянма пултарать-ха ăна, анчах 20-30 аппаратшăн кăна ĕçлеттерни вырăнлах мар. Икĕ стендпа района тивĕçтереттĕмĕр, Тутар Республикинчи ялсене те пулă-шаттăмăр. Двигательсене юсанă хыççăн çÿретсе сăнамалла. Çав вăхăтра двигателĕн вăйне виçмелле: мĕн чухлĕ топливо çунтарать? Çакна мотора кăларса яриччен йăлт пĕлмелле. Ăна стенд çине лартмасăр ниепле те пĕлейместĕн. Эпир пĕтĕм Чăваш Республики валли автомобиль рамисене хĕссе хытарнă. «Ял хуçалăх техники» пĕрлешÿ вырăнне хальхи самана ыйтнă пек кăткăс механизмсемпе сервис центрĕсем тумалла.

 

Владимир Московский асăннă пĕрлешÿре трактористсен курсне 14 çул ертсе пынă. Унта çамрăксене те, аслăраххисене те пĕлÿ пама тивнĕ. Трактора вара плакат çакса хунипе кăна вĕрентме çук. Агрегатсене лайăх пĕлмелле. «Ĕмĕрĕпе ĕçлесен те мотора 100 проценчĕпе пĕлетĕп», — теме çук. Кашни моторăн чунĕ, вăрттăнлăхĕ пур. Инженер ĕçĕ интереслĕ. Анчах хисеплĕ-ши вăл? Пĕрре пирĕн предприятие çамрăк инженер ĕçлеме килчĕ. Нумай тытăнса тăраймарĕ — çулталăкранах тухса кайрĕ. Темиçе çул иртсен, Елчĕкре, ман умра ют çĕршыв машини чарăнчĕ.

 

— Халĕ те çавăнтах ĕçле- тĕн-и?» — ыйтрĕ шукăль тумланнă çамрăк, пирĕн патра çулталăк ĕçленĕскер. Эпĕ пуçа сĕлтрĕм кăна. «Енчен те эпĕ халĕ те кунта ĕçленĕ- тĕк, кун пек «иномарка» илейместĕм», — тавăрчĕ çакскер. Ку сăмахсене нихăçан та манмастăп. Мана хăй вăхăтĕнче лайăх ĕçленĕшĕн «Нива» машина панăччĕ-ха. Анчах çурт тунă чухне ăна сутрăм», — пытармарĕ ĕç ветеранĕ. Тивĕçлĕ канăва кайсан та икĕ çул ĕçленĕ-ха вăл. Ĕçе çÿреме пăрахсан вара канлĕхне çухатнă. Çынсем ĕçе кайнине хапха умне тухсах пăхнă. Пенсионер пулнине аса илсе ассăн сывланă...

 

Владимир Московский икĕ мотоблок пуçтарнă, тырă авăртмалли арман ăсталанă, хăма саваламалли станок тунă. Ĕмĕр тăршшĕпех радиотехникăпа, сăнÿкерÿпе, Эйнштейн физикипе кăсăкланать. Физикăпа, геометрипе çыхăннă кĕнекесене саккас парса илет. Инженерăн килти библиотеки çав тери пуян: икĕ веранда йăлт кĕнекепе тулнă! Владимир Московский таврапĕлÿçĕ те, 40 çул ытла Елчĕк тăрăхне тĕпчет. Вăл район энциклопедине, «Елчĕк тăрăхĕ» кĕнекене пухса хатĕрлеме хастар хутшăннă. Çав вăхăтрах вăл — вырăнти корреспондент та: «ЗОЖ», «Елчĕк ен» хаçатсемпе çыхăну тытать.

 

— Инженер профессине суйланăшăн нихăçан та ÿкĕнмен. Ял хуçалăх академийĕ умĕнче ĕмĕрĕпех парăмра эпĕ. «Ял хуçалăх техники» пĕрлешÿре пĕрле ĕçленисене — шăллăма Юрий Московские /вăл директорта вăй хунă/, Степан Лавровпа Петр Ефимов ертÿçĕсене, мастерской заведующийĕсене Валерий Черновпа Анатолий Краснова, Петр Разумов контролера, Зинаида Чернова кладовщицăна тата ыттисене ырăпа аса илетĕп. Юрий Московский, Валерий Чернов, Анатолий Краснов пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлнă ĕнтĕ. Пĕлетĕр-и: этем пурнăçĕ те тимĕр пек. Ĕçре усă курсан вăл якалса та çуталса пырать, усă курмасан — ăна тутăх çиет, — çапла каласа ăсатрĕ мана хисеплĕ инженер.

 

Роза ВЛАСОВА.

 

Автор сăнÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.