Комментировать

14 Дек, 2016

Çул çине ÿкеççĕ

Ăсчахсен ушкăнĕ республикăри автомобиль çулĕсене юр хĕвесрен хÿтĕлеме хĕррипе çитĕнтернĕ вăрман тăрăхĕсене тĕпчесе санитари пахалăхне палăртрĕ.

Пĕтĕмлетсе çакна каламалла: вĕсем йăмшакланса çитнĕ. Чылай тĕлтен илнĕ пробăсен вăтам балĕ 2,9 çеç /III категори/. Ку — вăрман талккăмĕ вăйлă юхăннине пĕлтерет. Тĕпчевçĕсем ăна çĕнетмелли ĕçсен проектне хатĕрленĕ. Хăрăк-харăка вăхăтра касса тиесе тухмалла. Патрак йывăç кирек хăçан та çул çине ÿксе çынна инкек кăтартма пултарать. Тÿнтернисен вырăнне çуркунне-кĕркунне хунавсем лартмалла. Ешĕллĕхе çатракаран тасатмалла. Çулăн икĕ айк-кинчи тăрăхне сухаласа нумай çул çитĕнекен курăк акмалла. Симĕслĕх талккăмне çĕнĕрен хывнă чухне StripTill технологийĕпе тĕмсем лартса тухмалла. Вĕсем çитĕнсен çула юртан çеç мар, шыв тăпрана юхтарасран та хÿтĕлеççĕ.

 

Вăйлă çумăр ăна трассăн икĕ енĕпе çырма-çатрана хăваланине автоçулпа çÿрекен кашни пассажир асăрхать. Шыв тĕлĕ-тĕлĕпе хуп-хура е тăмлă, самай çăра. Унăн çавнашкал тĕсĕ хÿтĕлев тăрăхне нумай çул ÿсекен курăкпа начар ешĕ-ллентернине е вăл ватăлнине çирĕплетет. Çулсен хăшпĕр аяк сыпăкне йывăç-тĕм лартса хăварман. Сăмахран, федерацин М-7 трассин хĕрринче пушă вырăн чылай, костер, клевер е люцерна çитĕнмест.

 

Трасса çумĕнчи симĕслĕхĕн эстетика пĕлтерĕшĕ пысăк, вăл санитари-гигиена тĕллевĕсене пурнăçлать, регионти микроçанталăка лайăхлатма, ял хуçалăх культурисен тухăçне ÿстерме, çынсене транспорт шавĕнчен вырăн- вырăнпа хÿтĕленме пулăшать.

 

Çулсем çĕр-çĕр çырма урлă тăсăлаççĕ. Ăсчахсем хăшĕ- пĕринчен иртнĕ тĕлте пĕр йывăç та шута илмен. Тен, хăрнă е малтанах лартман. Çавна пула çырма çурăлса кĕпер патнех çитнĕ. М-7 çула пăхса тăракансен объекта тимĕр-бетон конструкцийĕпе хÿтĕлеме тивет. Кĕпер пуçĕсене малтанах йывăç-тĕмпе çирĕплетнĕ пулсан кайран укçа тăкаклама тивместчĕ.

 

Сăнав ирттернĕ 6 лаптăкра сывă йывăçсем 80 процентран сахалрах. Йăшăккисем йышланса пынине вăрман тăрăхĕ ватăлнипе /йывăçсене 45-50 çул каялла лартнă/, вĕсене хăрăк-марăкран çийĕнчех тасатса хунав лартманнипе, трасса хĕрринчи тăпрара ÿсентăраншăн сиенлĕ хими элеменчĕсем пухăннипе ăнлантармалла. Санитар тĕллевĕсене çывăх вăхăтрах пурнăçламасан йывăçсем чирлесе хăрма, ÿкме пăрахмĕç.

 

Вăрман талккăмĕсене çĕнетнĕ чухне хунавсен икĕ ушкăнĕпе усă курма сĕнетпĕр. Тĕп культурăсем — шурă акаци, вăрман груши, тăрăхла йĕкел паракан юман, тирек, турачĕсем усăнакан хурăн, хура шĕпĕнлĕ хурăн, шĕвĕр çулçăллă вĕрене, ахаль каврăç. Çак йывăçсемпе хутăш лартмаллисем: ахаль катăркас, тĕксĕм хĕрлĕ катăркас, вăрман улмуççи, çаврака çулçăллă йытă çĕмĕрчĕ, шăлан, сарă акаци. Юлашкинчен палăртнă культура тымарĕ сарăлса хунав йышлă парать. Çавăнпа ăна шалти ретре вырăн памалла. Тымарĕ тăпран çиелти сийĕнче сарăлакан, нумай çул çитĕнекен курăк лаптăкĕнчен нÿрĕк нумай туртакан, вăрман тăрăхне уй-хир çумкурăкĕ сăрса илесрен сыхламан тĕмсене лартмалла мар. Юманпа, çăкапа юнашар тиреке, акацие, вĕтĕ çулçăллă хурамана ÿстерессишĕн çураçтарма ан тăрăшăр: иккĕмĕшсем пĕрремĕшсене ÿсме чăрмантараççĕ.

 

Вăрман талккăмĕпе трасса хушшинчи ÿсентăран тĕсĕсене те шутларăмăр. Вунă çул каяллахипе танлаштарсан вĕсем сахалрах — 20-40 тĕс. Асфальт çывăхĕнчи тăпра какрака та кăрачă /унта тăвар шайĕ пысăк, тăпра тытăмĕ пăсăк/. Трасса патне çывхарса пынăçемĕн курăк тĕсĕсем 2-3 хут сахалрах. Çул хĕрринче ÿсентăраншăн сиенлĕ биотопа чăтаканнисем çеç.

 

Вениамин АЛЕКСАНДРОВ,

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн аспиранчĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.