Чăваш Ене савнă
Мĕн илĕртнĕ ăна музыкăн асамлă тĕнчинче?
А.Г.Орлов-Шуçăм композитор тата дирижер çуралнăранпа 100 çул çитрĕ.
Чăваш музыка искусствинче паллă йĕр хăварнă пархатарлă çыннăмăрсем сахал мар. Хисеплĕ çак йышра Чăваш халăх тата РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ Аристарх Гаврилович Орлов-Шуçăм та.
Акă 20 çул каярах Семен Игнатьев ÿкернĕ сăн ÿкерчĕк. Ун чухне, 1994 çулхи ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче, эпир иксĕмĕр те филармони залне ятлă-сумлă композитор юбилейне халалланă пысăк концерта пынăччĕ. Халăх туллиехчĕ. Юбиляр сцена çине тухсан эпир ăна пурте ура çине тăрса, алă çупса кĕтсе илтĕмĕр. Тарăн шухăша путнă аксакалăмăр пухăннисене тав турĕ. Салам сăмахĕсене Чăваш Республикин культура тата национальноçсен ĕçĕсен министрĕ В.Иванов, ЧР Композиторсен союзĕн правленийĕн председателĕ А.Васильев, А.Михайлов композиторпа А.Осипов музыковед каларĕç. Юбилярпа çамрăклах туслашнă, пĕрле вĕреннĕ паллă виолончелист П.Филиппов Аристарх Гаврилович чăваш музыкине чун-чĕрипе ăнланса тата ăна парăнса тухăçлă ĕçленине палăртрĕ, унăн чаплă произведенийĕсене тепĕр хут асăнчĕ. Вĕсен шутĕнче "Çĕмĕрт çеçки çурăлсан" музыка камичĕ, "Çăлтăр витĕр çул" опера, "Шупашкарта" оперетта, "Асамлă çул" ораториллĕ опера, "Савнă Чăваш ен" тата ытти вокалпа хореографи сюитисем, романссем. Унăн юрри-кĕвви халăхăн ĕмĕт-шухăшне, кăмăл-туйăмне лайăх уçса параççĕ, юрлакана тата итлекене çунат хушаççĕ тейĕн. Тăван çĕр-шыв, патриотлăх, туслăхпа юрату темисем те хавхалантарнă композитора рояль умне ларсан. Тухăçĕ яланах пуян пулнă. Халăх юррисене хорпа юрлама илемлетсе хатĕрлес тĕлĕшпе те чунне парсах ĕçленĕ ăста композитор.
Мĕн шыранă-ха Аристарх Гаврилович музыкăн асамлă тĕнчинче. Çăмăлах мар ыйтăва хуравлама, тен, унăн "Чун-чĕре юррисем" кĕнекинчи /1994/ хăш-пĕр юрă ятне илсе кăтартар. Акă вĕсем, "Телейĕм эс", "Çĕрĕм-шывăм", "Кун-çул телейĕ", "Çĕнтерÿ салтакĕсем", "Çеçпĕл халалĕ", "Тăван ялăм", "Кăвак чечек", "Паян аннен çуралнă кунĕ" тата ыттисем те. Малтанрах кĕвĕленĕ "Авăнмасăр, вăй хумасăр" юрă таса чунлă ĕçчен чăваш шухăш-кăмăлне уçса парать. Пайтах тав тунă унăн авторне! А.Орлов-Шуçăм юррисенче шÿт те сахал мар.
Орлов-Шуçăм, чылайăшĕ пĕлет ĕнтĕ, хор дирижерĕн ăсталăхĕпе те чапа тухнă. Вăл Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне йĕркелекенсенчен пĕри пулнă, Чăваш халăх хорне, телекуравпа радио хорне, Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнчи "Чайка" ансамбле, Кабардин-Балкар патшалăх юрăпа ташă ансамбльне /1951-1958/ ертсе пынă. Çĕр-шывăн тĕрлĕ хулинче ирттернĕ вун-вун конкурсра вĕсем лауреат дипломĕсене тивĕçнĕ. 1973 çулта паянхи юбиляр "Нарспи" ансамбль концерчĕсемпе Ирландире халăхсен юрă фестивалĕнче пурне те тĕлĕнтернĕ.
Халăх юратнă ентешĕмĕр 82 çул пурăнчĕ. Вăл утса тухнă кун-çул тапхăрĕсем Çĕрпÿ районĕнчи Уйкас ялĕпе /унта 1914 çулхи акан 4-мĕшĕнче çуралнă/, Шупашкарти музыка театр техникумĕпе /1929-1934/, Ленинградри консерваторипе /1940-1941/, тĕрлĕ ансамбль-хор коллективĕпе çыхăннă. Тăван искусство уйĕнче çур ĕмĕр ытла ывăнми ĕçленĕ Аристарх Гавриловича эпĕ хам та лайăх пĕлнĕ, иксĕмĕр пĕрле самай юрă çырнă. Уçă кăмăллăччĕ, хастарччĕ, рояль умне ларса музыкăн асамлă тĕнчинче хăйне кирлине шырама яланах хатĕрччĕ вăл. Шÿтлетчĕ те, хăш-пĕр чух халап яратчĕ. Унпа юнашар чухне тунсăхлама та, пуçа усса ларма та май çукчĕ...