Комментировать

5 Апр, 2014

Харпăр хăй кăмăлĕпе

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх - 1967 çулта тата каярах çуралнă граждансен çитес çул вĕçлениччен взноссемпе пухăнса пыракан е страховани пенсийĕсене йĕркелессине уçăмлатмалла.

Пухăнса пыракан пай 2015 çулта пенсин уйрăм тĕсне куçса гражданин суйласа илнĕ тăрăх йĕркеленет. Ăна Раççей Пенси фончĕ те, патшалăхăн шутланман гражданин суйласа илнĕ пенси фончĕ те çирĕплетме пултарать.

Енчен те вăл пухăнса пыракан пенси илес тĕллевлĕ тĕк ăна йĕркелемешкĕн халĕчченхи пекех 6 процент куçараççĕ: çук тăк - ĕçпе тивĕçтерекен хывнă взносăн 16 проценчĕ страховани пенсине йĕркелеме каять.

Гражданин управляющи компание е патшалăхăн шутланман пенси фондне суйламалли ирĕкпе халĕччен усă курман пулсан /унашкаллине «чĕмсĕрсен» йышне кĕртеççĕ/ тата пенси валли пухăнакан укçана инвестицилесси пирки заявлени çырма шухăшламасан взноссен 16 проценчĕ страховани пенсине пуянлатма куçать.

Пухăнса пыракан пенсие малашне те йĕркелеме кăмăл пулсан управляющи компание /çав шутра патшалăхăнне/ суйлани е патшалăхăн шутланман пенси фондне куçасси пирки заявлени памалла.

Малтанхи çулсенче управляющи компание е патшалăхăн шутланман пенси фондне кăмăллани пирки пĕр хутчен те пулин пĕлтернисен пухăнса пыракан пенсин тарифĕ - 6, страхованийĕн 10 процентпа танлашать. Асăннă ушкăна кĕрекенсем взноса пĕтĕмпех страховани пенсине хывас теççĕ тĕк пухăнса пыраканнине финанслассине хирĕçлесе заявлени памалла. Хальхи вăхăтра РФ Пенси фончĕ ăна йышăнмалли йĕркене туса хатĕрлет.

2013 çулта 2 процентлă тарифа кăтартса «Тулаш экономбанк» управляющи компание суйлани çинчен пĕлтернĕ граждансен взносĕсене хăйсем хутшăнмасăрах страховани пенсийĕ валли яраççĕ. Пухăнса пыраканнине йĕркелес тесен вĕсене инвестицилемешкĕн заявлени çырмалла.

Çак пĕлтерĕшлĕ: граждансен халĕччен пухăннă укçи-тенкине малтанхи пекех инвестицилеççĕ, пухăнса пыракан пенси палăртнă чухне унăн тупăшне шута илеççĕ. Управляющи компание е фонда 5 çулта пĕр хут суйлама е улăштарма ирĕк пур.

2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăн ĕçлеме тытăннă граждансем пĕрремĕш взнос хывнăранпа 5 çул иртиччен тарифа суйлама пултараççĕ. Çак тĕллевпе заявлени париччен взноссене пĕтĕмпех страховани пайĕ валли куçараççĕ.

Асра тытмалла: пенсин страховани пайне патшалăх çуллен индексацилет. Пухăнса пыраканнин виçи гражданин суйласа илнĕ управляющи компанин е патшалăхăн шутланман пенси фончĕн инвестици тупăшĕнчен килет.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.