Таса çĕрулми çитĕнтересчĕ
Çĕрулмин кутăрка /парша/ чирне мĕнле пĕтермелле-ши?
В.МОРОЗОВА.
Куславкка хули.
Пирĕн пахчасенче çитĕнтерекен тĕп культурăсенчен пĕри — çĕрулми. Ахальтен мар ăна халăхра иккĕмĕш çăкăр теççĕ. Управра аван выртать, çавăнпа ăна кашни килтех хĕл каçмалăх çитĕнтереççĕ.
Пахчаçимĕç çитĕнтерессинчи çĕнĕ технологисем йышланаççĕ, чир-чĕрпе кĕрешме тĕрлĕ йышши çĕнĕ пестицидсем шухăшласа кăлараççĕ пулин те чир-чĕрĕ, сиенлĕ хурт-кăпшанки пушшех хаяррăн алхасни сисĕнет пахчасенче. Вĕсене пĕтерме самаях вăй хума тивет.
Юлашки çулсенче çĕрулми анисенче кутăрка чирĕ /парша/ анлă сарăлнине палăртаççĕ çĕр ĕçченĕсем. Çак чирĕн тăватă тĕсне уйăраççĕ. Ахаль кутăрка /обыкновенная парша/, хура кутăрка /черная, ризоктониоз/, çемçе кутăрка /порошистая/, кĕмĕл кутăрка /серебристая/.
Йăрансенче ытларах ахаль кутăрка сарăлнине кура ун çинчен калаçăпăр. Пĕрре пăхсан нимех те мар пекскер çĕрулмине самаях сиенлет. Çак чирпе вăйлă хупланнă çĕрулмин тути япăх, крахмал виçи 30-40% сахалрах, илемĕ çук, шуратма та меллĕ мар. Шуратнă чухне хуппа нумай каять. Вăрлăх улма чирлĕ пулсан пушшех япăх — куçсем сиенленнипе калча вуçех шăтса тухмасан та пултарать е çинçе вăйсăр çеçке тухать. Кунашкал тĕмрен çĕрулми йĕркеллĕ тухмĕ. Улмасем чирлĕ, вĕтĕрех пулĕç. Тухăç 50% сахалланать. Чире пула улма хуппи кутăркаланса кĕсенленет. Çуркаланнă хупăна сиенлĕ микробсем, кăмпа чирĕсем çăмăллăнах ерме пултараççĕ. Хăшпĕр çĕрулминче кушăрка вырăнсем пĕчĕк çеç. Чир тесе те шутлаймăн. Хăшĕ-пĕрин тарăн çуркаланса кĕсенленеççĕ. Чир палли вăйлă мар пулин те çакнашкал улмана вăрлăха хăварма юрамасть. Вăл иртмест, улмара аванах хĕл каçса çуркунне çĕнĕрен вăй илет.
Кутăрка чирĕ мĕнлерех аталанасси сортран та, çĕрулми мĕнле условисенче çитĕннинчен те килет. Ăшă, нӳрĕ çителĕклĕ çулсенче чир вăйлăрах аталанать.
Çак чиртен хăтăлма пулать. Йăлтах мар пулин те чире палăрми тума пулатех. Çак тĕлĕшпе анлăн ĕçлени кирлĕ. Çĕре, вăрлăха сиплемелле, пусă çаврăнăшне пăхăнмалла.
Вăрлăх пирки. Районланă /ку тăрăхра лартма юрăхлă/, сывă вăрлăх суйламалла. Килти çĕрулми йăлтах чирлĕ пулсан тепĕр çул валли ятарласа вăрлăх сутакан лавккаран, ял хуçалăх ярмăрккисенчен туянма пулать. Çуркунне çĕрулми вăрлăхĕн куравне, суту-илӳ ярмăрккисене çулсеренех ирттереççĕ республикăра. Пĕлĕш-кӳршĕ çĕрулмине те, паха тăк, туянма пулать. Тирас, Ракурс, Поляна, Розетта, Веста, Дара т.ыт. сортсем кутăрка тĕлĕшпе çирĕп шутланаççĕ. Вăрлăха çуркунне кăларса яровизацилемелле, суйламалла, лартас умĕн им-çамламалла. Çак фунгицидсемпе йĕпетме юрать: Фунгазил 100SL, Ровраль, Аквафло, Максим 025FS.
Чир-чĕртен хӳтĕленессинче пусă çаврăнăшĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Парша чирĕн спори тăпрара 5-7 çул упранать. Анчах 3-4 çул иртсен тăпрари чир спорисен витĕмлĕхĕ чакать. Кутăркаллă çĕрулми пуçтарса илтĕр тĕк унта çĕрулми ан лартăр, çĕнĕ ана хатĕрлĕр. Малтанхи анана 3 çул иртмесĕр çĕрулми лартмалла мар. Кăшманпа кишĕр те кутăркапа чирлеççĕ. Вĕсем хыççăн çĕрулми лартмасан аванрах.
Органика удобренийĕ — чĕрĕ тислĕк — тăкни те чир спорисене аталанма май парать. Йăран çине лайăх çĕрнĕ тислĕк çеç хывмалла. Минераллă удобренисем — суперфосфат, сульфат аммония, сульфатлă ытти удобренисем парша чирĕ сарăлассине чакараççĕ.
Ризоктониоз /хура кутăрка/ — çĕрулми çинче хура кĕсен пек лаптăксем пулаççĕ. Паршан ку тĕсне ĕрчеме те нӳрĕк, ăшă кирлĕ. Ризоктониоз ан сарăлтăр тесен вăрлăха лайăх суйламалла, пусă çаврăнăшне уяса лартмалла, яровизациленĕ вăрлăха лартиччен фунгицид им-çамĕпе пĕрĕхмелле /Престиж, Максим/.
Кĕмĕл тĕслĕ кутăрка сивĕрех, çумăрлă çанталăкра вăйлă аталанать. Унăн спорисем тăпрара вăрах упранаççĕ, сивĕпе пĕтмеççĕ. Профилактика ĕçĕсем пĕрешкелех: хатĕрленĕ вăрлăха хĕлле сăнаса тăмалла. Çĕрме пуçланисене, ытти чир паллиллĕ улмана илмелле. Çуркунне вăрлăха тĕплĕн суйламалла, пиçĕхтермелле, лартас умĕн фунгицидпа пĕрĕхмелле.