Комментировать

8 Дек, 2016

Декабрист чечекре

Унăн лантинла палăртнă ячĕ — шлюмбергер. Шăпах халĕ, кун кĕскелсе юлнă, çутă сахал, урамра сивĕ юр кăчăртатнă вăхăтра чечек çурма пуçлать çак харсăр чечек. Декабрьте çеçкеленме пуçлать те январь уйăхĕн вĕçĕчченех илемĕпе савăнтарать пăхакана. Вырăсла ячĕ — декабрист — шăпах декабрьте чечеке ларнипе çыхăннă та.

Декабрист кактуссен йышне кĕнине пĕлетĕр-и эсир? Çук пулĕ. Çак чечек ытти кактуссем пек шывсăр вăрах пурăнаймасть, йĕпленчĕксем те çук унăн тата хĕртекен пушхир хĕвелне пачах та кăмăлламасть. Пачах хирĕçле — нӳрĕке, сулхăнрах вырăна, хĕвел пайăрки тӳрремĕн ӳкменнине кăмăллать. Çак кактусăн тăван тăрăхĕ — Кăнтăр Америкăн тропик вăрманĕсем. Унта вăл шăпах вырăнти çулла вăхăтĕнче — ноябрь-декабрь уйăхĕсенче — чечекленет. Ӳсме те тăпрара мар, çĕрме пуçланă йывăç вуллисем çинче çитĕнет. Европăна 1816 çулта илсе килнĕ.

Кашни курăк-чечекĕн хăйнеевĕрлĕх пурах. Декабристăн чи пысăк уйрăмлăхĕ вара ыттисем каннă вăхăтра чечекленни. Ăна пăхас ĕçри ытти вăрттăнлăха пĕлсен те пăсмĕ.

  •  Декабриста кăнтăр тата хĕвеланăç енчи чӳрече янахĕ çине ан лартăр. Ытлашши çутă лекнипе çулçăн вĕçĕн сыпăкĕсем шанаççĕ, татăлса ӳкеççĕ.
  •  Çулла уçă сывлăш питĕ кирлĕ. Хĕвел çапман сулхăнрах çĕре лартмалла.
  •  Шăрăхра пӳлĕмри температурăллă шывпа çулçăсене тăтăш йĕпетмелле, вăхăт-вăхăт пульверизаторпа пĕрĕхмелле.
  •  Декабрист вăрăм ĕмĕрлĕ. Лайăх пăхсан вăл 15-20 çул çĕнĕ çул тĕлне уяв кăшăлĕ евĕр çеçкеленсе савăнтарĕ.
  •  Çеçке çурма пуçланă тапхăрта, чечекленнĕ чухне ăна вырăнтан-вырăна куçарса лартма та, куршака енчен-енне çавăркалама та юрамасть.
  •  Куршакра ахаль чечек пек çитĕнтерме тата çӳлелле улăхтарса /ампельлĕ/ та ӳстерме пулать.

Декабриста килте ӳстерекен чечек-курăк пăхнă пекех пăхмалла. Ăна тăтăш шăвармалла, пӳлĕмри сывлăш типĕ пулсан час-часах шывпа пĕрĕхмелле. Куршака вак чулпа шывлă поддон çине лартмалла. Çуркунне, çулçă сыпăкĕсем ӳсме пуçланă вăхăтра, чечеке минераллă удобренисемпе апатлантармалла — уйăхра икĕ хутчен. Сентябрьтен ахаль шывпа çеç шăварма пуçламалла. Чечекленнĕ вăхăтра тутлăхлă япаласемпе шăварма кирлех мар.

Ытлашши хунавланасран декабристăн çулçисене июньте татса сайралатмалла. Сыпăксене çĕçĕпе касмалла мар, алăпа пĕтĕрсе татмалла.

Чечек çурăлса пĕтнĕ хыççăн, февраль вĕçнелле декабриста çĕнĕ тăпрана куçарса лартмалла. Çамрăккине икĕ çулта пĕрре, ватăраххине 4-5 çулта пĕрре куçарса лартсан çителĕклĕ. Декабрист валли сарлака, анчах тарăн мар савăт кирлĕ. Мĕншĕн тесен унăн тымарĕсем çиелте. Дренаж сийне /чулпа хăйăр, вермикулит/ куршакăн пĕрре виççĕмĕш пайĕ хумалла. Тăпра кăштах йӳçенкĕ, кăпка пулмалла. Пĕрер пай çĕрĕк тăпри, хăйăр, икĕ пай компост е лайăх çĕрнĕ тислĕк илмелле, кăштах тĕпретнĕ кăмрăк, кирпĕч хушмалла.

Лайăх хунакан чечек вăл. Çулçăн тăрринчи икĕ-виçĕ сыпăкне пĕтĕрсе татмалла та кăштах шантармалла, пĕр-икĕ талăкран хатĕрленĕ тăпрана лартмалла.

Декабриста кăмпа чирĕсем тата сиенлĕ кăпшанкăсем аптратма пултараççĕ. Чирсем ытларах чухне тăпраран лекеççĕ. Çавăнпа тăпрана лайăх хатĕрлемелле. Енчен те çулçăсем çинче хăмăр пăнчăсем курăнсан, вĕсем сарăлса пырсан ӳсен-тăрана фунгицидпа пĕрĕхмелле /Топаз, Максим, Витарос/. Сиенлĕ хурт-кăпшанкăсенчен Актеллик, Фитоверм, Неоран препаратсем пулăшаççĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.