Комментировать

5 Апр, 2014

Сцена çинче - 40 çул

1974 çулта Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура керменĕ çумĕнче чăваш драма кружокне йĕркеленĕ. Унта çÿрекенсем чи малтан çармăссен паллă драматургĕн А.Волковăн «Артистка» пьесипе куракансен умне тухнă.

Çамрăк коллектив хăйĕн пултарулăхне Пĕтĕм союзри фестивальре кăтартма пултарнă. Ушкăн Владимир хулинче зонăри смотрта лауреат тата 1-мĕш, 2-мĕш дипломант ятне тивĕçнĕ. Коллектив нумай хутчен фестивальсене хутшăннă. Конкурссенче çĕнсе илнĕ Дипломсемпе Хисеп хучĕсем, Тав çырăвĕсем халĕ те упранаççĕ. Куракансем Çĕнĕ Шупашкар артисчĕсем профессионалсен шайĕнче вылянине палăртаççĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти халăх драма театрне вăтăр çул ытла Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алиса Ковалева ертсе пынă. Пултарулăх ушкăнĕ Н.Айзман, Л.Агаков, А.Новиков, Г.Осипов, Н.Симунов, Н.Терентьев, Н.Угарин, Э.Брагинский пьесисем тăрăх лартнă спектакльсемпе куракансене нумай хутчен савăнтарнă. Ахальтен мар коллектив 1977 çултах «халăх театрĕ» ята тивĕçнĕ.

Театра тĕрлĕ професси çынни çÿренĕ. Валентина Кубарева, Людмила Затонская, Николай Павлов пенсионерсем, хулари 42-мĕш ача садĕнчи Татьяна Мартыновăпа 8-мĕш вăтам шкулти хими учительници Лидия Мурзакова, Шупашкарти интернат лицейре чăваш чĕлхи вĕрентекен Алевтина Анисимова, «Химпром» обществăра ĕçлекен Анатолий Меркиташкин аппаратчикпа Михаил Селиванов мастер, хулари макарон фабрикинчи Ольга Панковăпа Ираида Ейкова предприниматель тата Лидия Иванова бухгалтер. Çĕнĕ Шупашкарти чăваш халăх театрĕ спектакльсемпе Муркаш, Вăрнар, Вăрмар, Патăрьел, Элĕк, Хĕрлĕ Чутай районĕсене те тухса çÿренĕ. Халĕ театра Альбина Алексеева ертсе пырать.

Хула çыннисем вырăнти пултарулăх ушкăнĕ лартнă ĕçсене юратаççĕ. Çак кунсенче халăх драма театрĕн 40 çулхи юбилейне паллă тума «Химик» культура керменне халăх йышлă пухăнчĕ. Çамрăк хулара пурăнакан чăвашсемшĕн пысăк пулăм ку.

Театр ĕçченĕсем пултарулăх каçĕнче Николай Угаринăн «Çăлтăрсем тухсассăн тÿпене», Г.Терентьевăн «Элпуçĕнчи Нарспи», А.Пăрттан «Çунатлă çамрăклăх», Н.Сидоровăн «Шăмат кун каçхине», Н.Айзманăн «Кай, кай Ивана» спектаклĕсенчи сыпăксене, М.Юхман «Уйăх тулнă каç» видеоспектакльне выляса кăтартса куракансен кăмăлне çĕклерĕç. Юбилярсене саламлама хула администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Владимир Макаров пынă. Вăл артистсене Тав хучĕпе чысларĕ. «Химик» культура керменĕн ертÿçи Вадим Васильев сцена ăстисене Дипломпа хавхалантарчĕ.

 

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.