Комментировать

8 Дек, 2016

Халăхсем нумай, Чăваш Ен пĕрре çеç!

«Эпир туслăхпа вăйлă» мероприятисен ярăмĕпе çыхăнтарса республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекин таврапĕлÿпе наци литературин пайĕнче Татьяна Владимировна Юстуспа тĕлпулу иртрĕ. Татьяна Владимировна — Чăваш Енри «Мордва халăхĕн культура центрĕ» организаци ĕçченĕ. Тĕлпулăва Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн студенчĕсем хутшăнчĕç.

«Мордва» этнонимпа икĕ субэтноса /ирçе тата мăкшă/ пайланакан финн-угр халăхне палăртаççĕ. Татьяна Владимировна ирçесемпе мăкшăсен йышĕ çулсеренех чакса пынине пĕлтерчĕ. Чăваш Енре вĕсем ытларах Улатăр, Йĕпреç тата Шăмăршă районĕсенче пурăнаççĕ иккен.

Студентсем ятарлă фильм курса мордва халăхĕн йăли-йĕркипе, культурипе, наци кухнипе, паллă çыннисемпе паллашрĕç. Ирçесемпе мăкшăсем мĕн авалтан тыр-пул ĕçĕпе аппаланнă, вĕлле хурчĕ тытнă, сунара çÿренĕ. Халăх сăмахлăхĕнчи сăнарсем те хăйне евĕрлĕ: Вирява — вăрман хуçи, Ведява — шыв хуçи, Паксява — уй-хир хуçи /мăкшăсен/, Норовава — уй-хир хуçи /ирçесен/, Пургинепаз — тÿпе е аслати ыр-усалĕ /ирçесен/, Атям — аслати /мăкшăсен/, Варма — çил.

Туй йăли-йĕрки питĕ интереслĕ. Сăмахран, «лемдема» — çураçнă хĕре урăх ят парас йăла-йĕрке. Çак ятпа ăна кайран кĕçĕн ачисем те, тăванĕсем те чĕннĕ. Аслă тăванĕсем вара ăна çак кунтанпа «рьвяня» тесе е упăшкин ячĕ çумне «рьвяня» сăмах хушса чĕннĕ. Христиан тĕнне йышăннă хыççăн ачасене вырăсла çеç мар, вăл мĕнле вăхăтра е ăçта çуралнине кура мордвалла та ят панă. Уй-хирте кун çути курнă пулсан пепкене Паксяль /пакся — уй-хир/, тырă вырнă вăхăтра вара — Нуяль /нумс — вырма/ тесе чĕннĕ.

16-мĕш ĕмĕр варринче нимĕç дипломачĕ тата çулçÿревçи С.Герберштейн мордва халăхĕ çинчен çапла çырнă: «Вĕсем — питĕ вăйлă çынсем. Пурте тенĕ пекех пехота салтакĕсем, ухăран пеме ăста». «Çынран ан хăра, ăна кÿрентересрен хăра», — ăс парать мордва ваттисен сăмахĕ. Сăмах май, хăйсене кÿрентернĕшĕн çак халăх çыннисем пĕр шелсĕр, пурте пĕр пулса хаяррăн тавăрнă. Пĕр-пĕриншĕн кар тăрасси питĕ вăйлă аталаннă вĕсен.

Ĕçченлĕхĕпе тĕрĕслĕхшĕн мордвасене таврара питĕ хисепленĕ.

Тĕлпулăва хутшăнакансем мордва тупмалли юмахĕсене хаваспах тавçăрчĕç, мăкшăсемпе ирçесем çинчен калакан кĕнекесемпе паллашрĕç. Ытти халăхсемпе кăсăклансан, вĕсене хисеплесен тăван халăха та ытларах юратма тытăнатпăр.

Татьяна ЗАХАРОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.