КУРĂК МĔНШĔН СИМĔС?
"Мĕншĕн çумăр çăвать? Чĕрĕпе йĕпписем мĕн тума кирлĕ?" Тĕпренчĕкĕсем пĕчĕк чухне ашшĕ-амăшне çакăн евĕр ыйтусемпе аптратсах çитереççĕ. Мĕнле хуравласан лайăхрах-ха?
Пĕчĕк ачасенчен кашниех тĕнчепе паллашать, тавракурăмне ÿстерет, хăй тĕллĕн шухăшлама вĕренет, ыттисемпе хутшăнма хăнăхать. Ку унăн аталанăвĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ачан темĕн тĕрлĕ ыйту та сиксе тухать. Ашшĕ-амăшĕн вĕсемпе питĕ тимлĕ пулмалла, кашни ыйтăвнех хуравлама ÿркенмелле мар. Тĕнчене ăнланса пыма ăна сирĕн пулăшу кирлĕ.
Мĕн темелле?
Ан манăр, ачăр пĕчĕк-ха, хурав ăна ăнланмалла пултăр. Ансат сăмахсемпе, таçта тарăна кĕмесĕр ăнлантарăр. "Ÿссен пĕлĕн-ха",— тесе айккинелле ан пăрăнăр, хăвăрăн тимсĕрлĕхе ан кăтартăр.
Ыйтăва мĕнле хуравламаллине пĕлместĕр пулсан çакăн пирки уççăнах калăр, ача-пăча энциклопедийĕнче тĕпренчĕкĕрпе пĕрле тĕрĕслĕхе шырăр. Ку питĕ усăллă! Пĕрремĕшĕнчен, ача справка литературипе ĕçлемелли малтанхи хăнăхусем илĕ. Иккĕмĕшĕнчен, унăн вулама часрах вĕренес туртăм аталанĕ.
Курни аван
Çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те çут çанталăкра канни ачана чылай пулăмпа паллаштарма май парать. Ăна йĕп вăрри шыв çине мĕнле анса ларнине, хĕвел аннине, чечексен çулçисем мĕнле ÿснине, вĕсем çинчи çумăр, сывлăм тумламĕсене, ытти пулăма кăтартăр.
Хăй хуравлатăр
Анчах ачан кашни ыйтăвнех тÿрех хуравлама васкамалла мар. Хăш-пĕр ыйтăва вăл хăйех хуравлама пултарать. Ăна хăйне шухăшласа пăхма е пĕр-пĕр пулăма хăй тĕллĕн тĕрĕслеме систермесĕр тенĕ пек хавхалантармалла. Тĕслĕхрен, шывра мĕнле япаласем ирĕлнине, хăшĕсем ирĕлменнине сăнаса пăхма сĕнĕр.
Аист пирки
"Эпĕ ăçтан тупăннă?" Ашшĕ-амăшĕ çак ыйтăва илтсен час-часах çухалса каять. Паян купăстапа аист пирки каласа кăтартни вырăнсăр.
Телекуравпа компьютер тапхăрĕнче çапла хуравласа ачан шанăçĕнчен тухма пулать. Тĕрĕс, кĕскен, пĕтĕмĕшле сăмахсемпе хуравласан лайăх: "Малтан эсĕ пĕчĕк пулнă, аннÿн хырăмĕнче пурăннă, кайран ÿснĕ те çуралнă". Пĕчĕк ача кунпа та çырлахать. Хальлĕхе уншăн çапла ăнлантарни те çителĕклĕ.