Комментировать

6 Дек, 2016

Кабель продукцин экспертизине пуçарасшăн

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшне хирĕç тăракан комисси ларăвне ирттерчĕ. Пахалăхсăр кабель продукцине сутассине чармалли мерăсене палăртасси — канашлăвăн тĕп ыйтăвĕ пулса тăчĕ.

«Пĕтĕм тĕнчери «Электрокабель» ассоциаци» коммерцилле мар ĕçтешлĕхĕн генеральнăй директорĕн заместителĕ Владимир Кашкин каланă тăрăх — лавккасенче тата строительствăра уйрăмах энергетика тĕллевĕллĕ суя кабельсемпе анлă /сутăнакан продукцин 90 яхăн проценчĕ/ сарăлнă. «Ку ыйту вунă çула яхăн çивĕч тăрать. Пирĕн шутпа — рынокра техника регламенчĕсене, ытти характеристикăна тивĕçтермен суя тата пахалăхсăр продукцин калăпăшĕ 43 миллиард тенкĕпе /е рынокăн 21 проценчĕ/ танлашма пултарать. Çакна пулах бюджет пысăк тăкак тÿсет, хысна 2 миллиард тенке яхăн налук тÿлевĕсене çухатать», — палăртрĕ Владимир Кашкин.

«Чăвашкабель» завод» АО техника директорĕ Алексей Кутов паян суя продукципе хаксен тĕлĕшпе конкуренцие кĕме çуккине пĕлтерчĕ. Чылай компани чи малтан хак çине пăхать, продукци пахалăхне шута илмест, таçта туса кăларнă кабельсемпе усă курни çынсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултарни çинчен те шухăшламасть.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре пилот проект — социаллă об±ектсен строительствинче усă куракан кабель продукцийĕн экспертизине ирттерессине — ĕçе кĕртме сĕннине ырласа йышăнчĕ. «Проект тапхăрĕнчех тĕрĕслеме пуçламалла. Эпир Раççейри пахалăхлă продукци туса кăларакансене пулăшма тата суя электричество пăралукĕсемпе усă курнăран сиксе тухакан чрезвычайлă лару-тăруран сыхланма хамăртан мĕн килнине йăлтах тума тивĕç. Сертификат паракансен ĕç-хĕлне йĕркелесе тăмалла. Документсем суя продукци саракансен аллине ан лекчĕр», — терĕ Чăваш Ен ертÿçи.

Ларура пăхса тухнă тепĕр ыйту — ветеринари препарачĕсен республика территорийĕнчи саккунсăр çаврăнăшĕ. Федерацин ветеринари тата фитосанитари надзорĕн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ертÿçин заместителĕ Александр Андреев пĕлтернĕ тăрăх — кăçалхи тăхăр уйăхра саккуна пăснă 22 тĕслĕх тупса палăртнă, административлă право йĕркине пăхăнманшăн 21 протокол хатĕрленĕ, 77,5 пин тенкĕлĕх 18 постановлени йышăннă. Тĕрĕслевсен вăхăтĕнче тупса палăртнă 63 контрафакт лекарство препарачĕсемпе усă курма чарнă, вĕсене туртса илсе ятарлă организацире тĕп тунă.

Михаил Игнатьев суя препаратсене туса кăларакансемпе тата сутакансемпе çирĕпрех пулмалли çинчен каларĕ. «Фальсификаторсене санкцисемпе штрафсем хăратмаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем çав тăкаксенчен чылай пысăкрах тупăш илеççĕ. Продукцин саккунсăр çаврăнăшĕ — хальхи экономикăн чи çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри. Мĕнпур административлă ĕçе вĕçне çитермелле. Кунсăр пуçне штрафсен виçине ÿстермелли нормăпа право никĕсне анлăлатас ĕçе хăвăрăн та тÿпе хывмалла», — терĕ Михаил Игнатьев.

И.СЕРГЕЕВА.

 

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.