“Вулакансен йышĕ яланах ÿстĕр”
Иртнĕ эрне кун, пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче, «Çамрăксен хаçачĕн» чаплă уявĕ Вăрнар районĕнчи Кÿстÿмĕрти аталану центрĕнче пулчĕ. 8200 яхăн çемьене пырса тăракан кăларăмăн 6000-мĕш номерĕ кун çути курнине халалланă каçа халăх йышлăн пухăнчĕ.
Ершепуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Евгений Музяков «Çамрăксен хаçатĕнче» ĕçлекенсене саламланă, уява хăйсем патĕнче ирттернĕшĕн тав тунă май çапла каларĕ:
- Пирĕн тăрăхра яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç сахал мар, яла юлакансем те пур. Вĕсенче - пысăк шанчăк. «Çамрăксен хаçатне» ку тăрăхри ялсенче унччен те çырăнса илнĕ, малашне эрне кунсерен почтальона кĕтекенсен шучĕ тата ытларах пулĕ. Шансах тăратăп: концерт хыççăн та ял-йыш кăларăма 2014 çулăн II çурринче илсе тăмашкăн çырăнĕ. «Çамрăксен хаçатне» вулакансен йышĕ яланах ÿстĕр.
Ку тăрăхра «Çамрăксен хаçатне» халĕ 25 çемье илсе тăрать, тепĕр вуннăшне почтальонсем сутаççĕ. Уява пухăннисенчен чылайăшĕ кăларăмри «Юратупа наркăмăша» чи малтан вуланине палăртрĕ. Паллах, «Чуна уçса калаçар» рубрикăпа пичетленекен интервьюсене кĕтекен те сахал мар. Çак рубрикăна ертсе пыракан Альбина Юрату та пулчĕ уявра.
- «Çамрăксен хаçачĕ» - пурнăçпа тан утакан кăларăм. Редакцире ĕçлекен журналистсем паянхи куншăн çивĕч ыйтусене хускатса вулакансене шухăшлаттараççĕ, пурнăç мĕн тери хаклине туйма, тăван-пĕтене хисеплеме вĕрентеççĕ, - терĕ ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Альбина Васильевна.
Поэтесса сахал мар сăвă шăрçаланă, 300 ытларахăшне композиторсем юрра хывнă. Кÿстÿмĕрти уявра вĕсенчен хăшĕ-пĕрне Алена Сергеева, Людмила Кинер юрăçсем хăйсен илемлĕ сассипе шăрантарса куракансен кăмăлне çавăрчĕç. Евгений Николаев юрлама тытăнсан зала пухăннисенчен хăшĕ-пĕри чăтса лараймарĕ - ташларĕ. Çамрăк юрăçсем Ольга Яковлевăпа Олег Алексеев та сцена çине тухрĕç.
Раççейри миçе хаçатăн хăйĕн гимнĕ пур-ши? Калама хĕн. Анчах кăçалтанпа «Çамрăксен хаçачĕн» хăйĕн юрри пур. Альбина Юрату сăввипе Людмила Кинер кĕвĕленĕ юрра Кÿстÿмĕрсем никамран малтан итлерĕç.
Уяв каçĕнче хаçат çырăннисем пурте парнеллĕ пулчĕç - чăваш эстрада юрăçисен СD тата DVD-дискĕсем «Çамрăксен хаçатне» яланах аса илтерĕç.
Е.ТРОФИМОВА сăн ÿкерчĕкĕсем.