Комментировать

23 Ноя, 2016

Килес çул мĕнле вăрлăх акăпăр?

ЧР Ял хуçалăх министерстви чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче район администрацийĕсен тĕп агрономĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Ларăва министр заместителĕ Мансур Калмыков ертсе пычĕ.

— Килес çул федераци программисен шутне темиçе хут пĕчĕклетеççĕ, çавна май агропромышленноçа уйăракан субсиди калăпăшне пĕчĕклетме пултараççĕ текен сас-хура çÿрет, — терĕ вăл. — Чăн та, кăçал федерацин 54 программи пурнăçланать. 2017 çулта 7 çеç юлĕ. Анчах ку регионсене, çав шутра Чăваш Ене, субсиди кăçалхинчен сахалрах куçарассине пĕлтермест. Программăсене ушкăнласа вырăна укçа çитермелли пĕрлехи çăлкуçсем хатĕрлеççĕ. Вĕсем субсидие пĕр тĕлтен тепĕрне яма май параççĕ. Ку йĕрке регионсемшĕн ансатрах. Çитес çул субсиди сахалрах уйă­расси çинчен паян калаçма йывăр. Сăмахран, кăçалхин калăпăшĕ пĕлтĕрхинчен кăштах ытларах та.

Министр çумĕ райадминистрацисен ял хуçалăх пайĕсем тăратакан оперативлă отчетри информаци уйăхра пĕрре çитерекеннипе килĕшсе тăманнине пăшăрханса пĕлтерчĕ. Пĕрремĕш формăри цифрăсемпе шутланă та çапла пĕтĕмлетнĕ: республикипе кăçал тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсем /тĕшĕлĕх куккуруспа пĕрле/ бункер виçипе 656378 тонна пухса кĕртнĕ. Уйăхсерен паракан информаци тăрăх — республикипе 12230 тонна сахалрах пуçтарса илнĕ.

— Мĕншĕн отчетсем пĕрешкел мар? — кăсăкланчĕ министр çумĕ. — Сăлтавĕ хуçалăхсем район администрацийĕсене вăхăтра пĕлтерменнинче-ши? Чăвашстатпа çак кунсенчех çыхăнса объективлă информаци тăратăр.

Министерствăн инноваци, отрасль аталанăвĕн тата çĕр ĕçĕн пайĕн ертÿçи Владимир Васильев «2016 çулхи ĕççи пĕтĕмлетĕвĕ тата 2017 çулхи тĕллевсем» ыйтупа доклад турĕ. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх — ял хуçалăх культурисем кăçал 576,3 пин га — пĕлтĕрхинчен 2,6 пин гектар ытларах — йышăннă. Мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсенче тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсем — 292,9 пин /2015 çулхипе танлаштарсан 100,8%/ га, пахчаçимĕç — 5,2 пин /112%/ га, техника культурисем 19 пин /128,9%/ га, выльăх апачĕлĕх культурăсем 226 пин /98,7%/ га акнă, çĕрулми 32,9 пин /96,3%/ га лартнă.

Акакан лаптăксен тытăмĕнче тĕштырăпа пăрçа йышши культурисем — 50,8%, çĕрулми — 5,6%, пахчаçимĕç — 0,9%, техника культурисем — 3,3%, выльăх апачĕлĕх культурăсем 39,2% йышăннă. Пĕтĕм йышши хуçалăхсенче 627,5 пин тонна тырă /кашни гектартан вăтамран 21,1 ц/ пухса кĕртнĕ. Ăна çÿп-çапран тасатсан 600 пин тонна майлă пулать. Иртнĕ 15 çул хушшинче кун пек тухăç пĕрре те илмен. Районсенчен Елчĕксем пысăк ÿсĕм тунă: йĕтемсене уй-хиртен 62,8 пин тонна тырă йышăннă.

Республикипе çĕрулми кашни гектартан вăтамран 590,3 пин тонна пуçтарса кĕртнĕ. Тухăç 179,9-шар ц. «Иккĕмĕш çăкăр» ăнăçлă пулнă тата ăна кăларнă чухне çанталăк типĕ тăнă çулсенчи калăпăшпа танлаштарсан кăçал чылай сахалрах. Каялла чакнине пай ертÿçи хăш-пĕр хуçалăхра çанталăк авăн уйăхĕнче çумăрлă пулнăран çĕрулмин пĕр пайĕ уйрах юлнипе сăлтавларĕ. Чăвашгидрометеоцентр специалисчĕсем авăн уйăхĕнче тăпрари нÿрĕк шайне пĕлес тĕллевпе çумăр çунă кунсенче темиçе районти «иккĕмĕш çăкăр» пуссинче виçнĕ. Куллен йăран çине тимĕр кĕреçе лартса пĕрре çеç пуснă — лачкам йĕпе тăпра çилĕм пек çыпçăннă, ăна хырса тасатма тивнĕ. Ана тăрăх пылчăк çăрса 10 кун ытла утнă. Улатăрти, Патăрьелти, Çĕрпÿри, Вăрнарти метеостанцисем тăпрари нÿрĕк ял хуçалăх культурисене сиен кÿме пултарнине палăртнă. Пăрачкав станцийĕ авăн уйăхĕнче тăпрари нÿрĕк шайĕ нормăран — 59%, Канашри 155% пысăкраххине палăртнă. Нормăпа килĕшÿллĕн юпа уйăхĕнче сухалакан сийре 22-20 мм пулмалла, 40-61 мм шута илнĕ.

Докладçă хĕвелçаврăнăш пысăк тупăш паракан культурăсенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Кăçал унăн тĕшшине 6,6 пин га çинче /пĕтĕм лаптăкĕ пĕлтĕрхинчен 65% пысăкрах/ тĕшĕленĕ. Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне 4,5 пин га çинчен 6,6 пин тонна пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç 13,3-шер ц /2015 ç. — 14,1 ц/. Тĕшĕлĕх куккурусăн рентабельноçĕ 2015 çулта — 31,3%, кăçалхи 9 уйăхра 34,7% танлашнă.

— Паянхи кун тĕлне Улатăр, Вăрмар, Шупашкар районĕсенче вырса пĕтермен-ха, — терĕ В.Васильев. — Техника куллен уйра. Çитес çулхи тухăç çинчен халех шухăшламалла. Ăна палăрмаллах ÿстерме паха вăрлăх акмалла, лартмалла. Кăçал ăна туянассишĕн чылай хуçалăх тăрăшрĕ, федераци хыснинчен субсиди 9972 пин тенкĕ илчĕ. Ăна пĕтĕмпех ĕçе кĕртнĕ. Районсенчен тăратнă заявкăсем тăрăх — тĕрлĕ вăрлăх туянса пулакан тăкакăн пĕр пайне саплаштармашкăн республика хыснинчен субсиди 30 млн тенкĕ ытла уйăрма ыйтнă. Паянхи кун тĕлне аграрисене унтан 24 млн тенкĕ куçарса панă. 2010 çулта массăллă репродукциллĕ, паха мар вăрлăх 47,3% пулнă. Патшалăх пулăшнăран унăн тÿпине 26,1% таран пĕчĕклетме май килнĕ.

Культурăсен вăрлăхне сăнас ĕçе кăçал еплерех йĕркелени çинчен «Госсорткомиссия» ФПБУ республикăри филиалĕн ертÿçи Виктор Васильев тата «Россельхозцентр» ФПБУ филиалĕн тĕп агрономĕ Анна Сармосова пĕлтерчĕç. Чăваш ял хуçалăх наука-тĕпчев институчĕн сотрудникĕ Маргарита Фадеева соя выльăхран продукци ытларах туса илме май пани, тăпрана кирлĕ элементсемпе пуянлатни çинчен каласа пачĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.