Комментировать

18 Ноя, 2016

Пурнăç çунатлантарнă

Паллă спортсмен ачасемпе ĕçлеме ĕмĕтленет

Спортăн тĕнче класлă мастерĕн Ираида Пудовкинăн ячĕ çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче спорт тÿпинчи чи çутă çăлтăрсенчен пĕри пулнă. Йĕпреç районĕнчи Хурамал ялĕнче çуралса ÿснĕ пике çав тапхăрта пĕтĕм тĕнчери марафонсенче, Европа кубокĕсенче тата çĕршыв чемпионачĕсенче пысăк çитĕнÿсем тунă. Темиçе çул каялла

çемьеленсе Александрова хушамат илнĕ ача амăшĕ паянхи кун та тĕрлĕ турнирта хăйĕн вăйне тĕрĕслет.

Ираидăн ача чухнех тĕслĕх илмелли куç умĕнчех пулнă. Амăшĕ Евлампия Алексеевна, ишме ăста пулнă. Çамрăк хĕрарăм ялти кÿлĕ урлă пĕр шикленмесĕр ишсе каçма пултарнă, велосипедпа чупас енĕпе хастарлăх кăтартнă. Ашшĕ Василий Тарасович, йĕлтĕр спорчĕпе туслă пулнă, ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен хушшинче те ялта чи маттурри. Кил хуçи юратнă ачине хавхалантарса пынă тăк, амăшĕ хĕрне спортăн çăмăл мар çулĕ çине тăма сĕнмен. “Хĕрсем валли мар!” — тенĕ вăл. Шел те, спортсменкăн чи çывăх çыннисем ир çĕре кĕнĕ.

Тĕлĕнмелле те, спорт тÿпине çĕкленнĕ атлет ача чухне питĕ хавшак пулнă: ялан чирленĕ, эрни-эрнипе килте выртнă. Чирленине пулах физкультура урокĕсене çÿреймен. Çапах хĕрача пĕчĕклех пит шухă ÿснĕ, ялти ачасен хушшинче ун пек вăйлă чупаканни пулман. Каярах Ирина Виноходова /халĕ — Хлебнова/ тренер ертсе пыракан çăмăл атлетика секцине çÿренĕ. “Унта кайма мĕн хĕтĕртнĕ-ши — пĕлместĕп. Спорт сывлăха çирĕплетнине ун чухне ăнланайнă-ши эпĕ? Каярахпа Николай Андреев вĕрентекен патне куçрăм: вăл ачасене спорт мелĕпе утма хăнăхтаратчĕ. Ушкăн пысăкчĕ. Хумри Ишек хĕрĕпе Маргарита Назаровăпа секцие пĕрле çÿреттĕмĕр, вăл çĕршыв чемпионачĕсенче палăрса спортăн тĕнче класлă мастерĕ пулса тăчĕ. Çулсем иртнĕçемĕн ушкăн пĕчĕкленсех пычĕ: Рита Олимп резервĕсен училищине вĕренме кĕчĕ, хăшĕ-пĕри йывăрлăха чăтаймасăр пăраха-пăраха кайрĕ, теприсем урăх секцисене куçрĕç. Пĕчченех юлтăм. Николай Иванович Туçа шкулне ĕçлеме куçсан та мана пăрахмарĕ: маншăн ятарласа кÿршĕ ялтан килсе çÿретчĕ. Питĕ çирĕп ыйтакан тренерччĕ вăл, çав вăхăтрах хавхалантарма та пĕлетчĕ: “Утма пултаратăн. Сан ыттисенчен лайăхрах пулать”, — тетчĕ. Пурпĕр ку спорт килĕшсех каймастчĕ мана, утнă чухне хырăм ыратма тытăнатчĕ, ура хытса ларатчĕ. Районти ăмăртусенче пĕрмай юлашки тухаттăм”, — иртнĕ вăхăта хумханса аса илчĕ Ирина.

Çав тапхăрсенчех ăна Геннадий Семенов тренер асăрханă. Хĕрачан ăсталăхĕ пуррине курнах ĕнтĕ вăл. Тренер ăна Олимп резервĕсен училищине чĕннĕ, анчах Хурамал пики унта кайма васкаман: те амăшĕн сăмахĕ витĕм кÿнĕ, те тăван йăваран вĕçсе тухма шикленнĕ. Шкул хыççăн кăна Шупашкаралла вĕçтернĕ вăл. Педагогика училищин студенткине Геннадий Семенович хăйĕн мăшăрĕ патне “вырнаçтарнă”: Альбина Павловна ун чухне çамрăк спортсменсемпе нумай ĕçленĕ. Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине куçсан Иринăшăн хĕрÿ тапхăр пуçланнă. “Унта питĕ вăйлă хатĕрленме тытăнтăм, кунне темиçе тренировка ирттереттĕм. Хама шеллеместĕм. Ĕмĕт-шухăш та пысăкчĕ: çитĕнÿсем тăвас, ăмăртусенчен медальсемпе таврăнас килетчĕ”, — терĕ Ираида.

Çитĕнÿсем тума тытăнсан Геннадий Семенович Хурамал хĕрне хăйĕн ушкăнне куçарнă. Унпа йывăр пуласса тÿрех туйнă вăл. Ирхи 5 сехетрех тренировкăна васканă спортсменсем.

— Кунĕ те, çĕрĕ те унтах иртнĕ темелле. Çывăрса тăранаймастăмăр. Кăнтăрла выртса канаттăмăр, вăрансан каç-ши халь е ир-ши теттĕмĕр. Тăван яла кайса курма та вăхăт çукчĕ. Килшĕн питĕ тунсăхлаттăмăр. Сбор хыççăн сборччĕ. Кабарда-Балкар тăрăхĕнче пулни асрах. Унта питĕ вăрманлăччĕ, тискер чĕрчунсем çÿретчĕç. Тренировкăна хăра-хăрах тухаттăмăр. Çумăр çăвать-и, çил-тăман алхасать-и — тренировкăран юлма юраман. Тум йĕп-йĕпе пуличчен хатĕрленеттĕмĕр. “Майка мĕншĕн типĕ сан!” — леккелетчĕ хушăран тренертан. Тренировкăсенче чупаттăмăр та, зарядка та тăваттăмăр, футбол уйĕнче мечĕк те хăвалаттăмăр, баскетболла та выляттăмăр. Ăмăрту хыççăн та канман, — сăмах çумне сăмах хушăнчĕ Ираидăн. — Геннадий Семенов — чăн-чăн профессионал, хăйĕн ĕçне питĕ аван пĕлет. Вăл тренер пулмах çуралнă. Кашни спортсменран çитĕнÿ кĕтетчĕ. Вăл питĕ хĕрÿ çын, хушăран хирĕçеттĕмĕр те. Çапах эпир халĕ те çыхăну тытатпăр, тĕлпулусенче ĕлĕкхине аса илетпĕр. Хамăр йăнăшсене тишкеретпĕр.

Çĕршыври пĕрремĕш ăмăртăвĕ те спортсменкăн асĕнчех: вăл ăнăçсăр иртнĕ уншăн. Çапах хĕр пуç усман: ытти турнирта кăтартусене лайăхлатса пыма тăрăшнă. 2002 çулта çĕршыв чемпионатĕнче /20 км/ — виççĕмĕш, 2005 çулта пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Тĕнче чемпионатне те хутшăнма май пулнă унăн, 2008 çулхи çуллахи Олимп вăййисене те хатĕрленнĕ вăл, анчах уйрăм çынсем çул паман ăна, тĕрлĕ стартра ура хунă. Çапла вара спортсменка çÿлелле çĕкленеймен. “Хăвăрт утасси спортăн çăмăл тĕсĕ мар. Питĕ пултаруллă та ăста пулнине те пăхмаççĕ. Ăмăрту вăхăтĕнчех сана ăнсăртран чарма пултараççĕ, йĕркене пăхăнсан та утма чăрмантараççĕ. Марафонта та малтанхи вăхăтра ирĕккĕн чупаймастăм, судьясенчен шикленеттĕм”, — терĕ Ираида.

Пурнăçра ырă çын ытларах. Хурамал пики те хăйне тĕрев панă çынсене ырăпа аса илет. Тĕслĕхрен, СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ Виктор Семенов Олимп резервĕсен училищинче вĕреннĕ вăхăтра /ун чухне вăл унта директорта ĕçленĕ/ нумай пулăшнă. Вячеслав Краснов министр чирлесен алă панă. Сăмах май, Вячеслав Максимович кашни спортсмена упрама тăрăшнă. Ура çине тăрсан тепĕр хут хатĕрленме пуçланă, анчах кăтартусем савăнтарман Ирăна. Çав тапхăрта РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Кузнецов атлеткăна вăрăм дистанцисене чупма сĕннĕ. Темиçе çулта чăваш марафонки Раççей чемпионатĕнче, Польшăра, АПШра тата ытти çĕршывра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче мала тухнă.

Юлашки çулсенче Ираида Александрова АПШри Кентукки штатĕнчи спорт клубĕн чысне хÿтĕлет. Пĕлтĕр тинĕс леш енче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери марафонта тата çурма марафонта ылтăн медаль çĕнсе илнĕ, ытти ăмăртура призер пулнă. Тĕрлĕ санкцие пула Раççей спортсменĕсене ăмăртусене хутшăнма чарчĕç. Вĕсен йышне Йĕпреç пики те лекнĕ.

Ахаль ларма хăнăхман Ираида, ĕмĕт-шухăшĕ те пысăк унăн. “Тренер ĕçне пуçăнас килет, — тет вăл. — Ачасемпе ĕçлеме кăмăл пур”. Çав вăхăтрах вăл хăйне спорт менеджерĕ пек те курать. “Чăваш Енри паллă марафонçă нумай тухнă, анчах Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери марафон нихăçан та ирттермен. Çак ĕмĕт хăçан та пулин пурнăçланасса шанатăп. Спорт ветеранĕсен ĕçне вăйлатас килет. Спортăн çăмăл мар çулĕпе утса тухнисен йышĕ пысăк пирĕн. Аслă ăру çыннисен каласа памалли, кăтартмалли темĕн чухлех. Çамрăксем вĕсенчен тĕслĕх илччĕр”, — кăмăлне ирĕке ячĕ спортсменка.

Йĕпреç районĕнчи Хурамал ял тăрăхĕнче РФ спорт мастерĕсен Галина Архиповăн, Маргарита Назаровăн тата Ираида Пудовкинăн парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика чупăвĕ ирттересси йăлана кĕнĕ. Унта çамрăк спортсменсем çулсерен хăйсен вăйне тĕрĕслеççĕ. “Хурамал — спортпа туслисен тăрăхĕ. Пултаруллă вĕрентекенсем тăрăшнипе ачасем мĕн пĕчĕкрен спорта юратса ÿсеççĕ. Шкул сакки çине тин ларнă ачасем те ăмăртусене хутшăнаççĕ. Вĕсене хавхалантарса, пулăшса пымалла. Ача чухне кашнин вăй-халĕ иксĕлми, ĕмĕт-шухăшĕ çунатлă. Аслисем пулăшмасан вĕсене çăмăл пулмĕ”, — терĕ шкулта вĕреннĕ чухне хăй те хастар пулнăскер. “Киле питĕ ывăнса таврăнаттăм. Выртнă-выртман çывăрса каяттăм. Хывăнма та хал юлмастчĕ”, — çамрăклăх аса илĕвне путрĕ спортсменка. Уявсемпе конкурссем унсăр иртмен, тĕрлĕ кружока çÿренĕ. Хăй те ытти çамрăкпа пĕрле уявсем йĕркеленĕ. Ташăпа драма кружокĕсен хастарĕсемпе пĕрле юнашар ялсенче пĕрре мар концерт-спектакль лартнă. Çамрăксене ташлама хăнăхтарнă, сценарисем хатĕрленĕ. Пикесен конкурсĕсенче ялта ăна çитекенни пулман. Вĕренÿре те ĕлкĕрсе пынă.

Ираидăн мăшăрĕ те çăмăл атлетика ăсти. Алексей Александров — РФ спорт мастерĕ. Михаил Кузнецовăн воспитанникĕ вăтам дистанцисене чупса Раççей чемпионатĕнче, çĕршыв кубокĕнче çĕнтернĕ, Европа чемпионатĕнче кросра палăрнă. Ираидăпа Алексей Олимп резервĕсен училищинче паллашнă, пĕр ушкăнра вĕреннĕ. Паянхи кун та вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ, тренировкăна та пĕрле тухаççĕ.

Темĕнле йывăр пулсан та спортсмен пурнăçĕ кăсăклине палăртрĕ Ираида. Ют çĕршывсене кайса курни, тĕрлĕ çынпа курса калаçни, интереслĕ тĕлпулусемпе çулçÿревсем пурнăçа пуянлатаççĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.