Комментировать

16 Ноя, 2016

ПЫЛ ТЕРАПИЙĔ

Радикулит чухне пыл ыратнине чакарать, мышцăсем хытнине, тăртаннине ирттерет. Рецептсемпе кашнинпех сывлăх лайăхланиччен сипленмелле.

"Горчичник"

1-ер апат кашăкĕ пыла, хĕвелçаврăнăш çăвне, аптека прополис настойкине пĕрле пăтратмалла, хут листисене сĕрмелле. Çак "горчичниксене" ыратакан тĕле хумалла, пир алшăллипе витмелле, икĕ сехет тытмалла. Процедурăна каçхине çывăрма выртиччен икĕ сехет маларах тумалла.

Йÿç кăшманпа

Вăтам йÿç кăшмана /редька/ çумалла, чакаласа варрине кăлармалла. Шала çурри таран пыл тултармалла, 5 сехет лартмалла. Унтан сĕткенпе пыл хутăшса пулнă шĕвеке урăх савăта ярса илмелле. Пилĕке сăтăрма усă курмалла.

Хăватлă хутăш

Шыв мунчине лартса ирĕлтернĕ пыла горчица порошокĕпе çăра хăйма пек пуличчен хутăштармалла. Пилĕке сĕрмелле, йĕтĕн пусма татăкĕпе витмелле, çăм тутăрпа чĕркемелле. Çур сехетрен ăшă шывпа çуса тасатмалла.

Шута илме! Пыл хурчĕсен продукцине аллерги пулсан çак мелсемпе сипленмелле мар.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.