Комментировать

2 Ноя, 2016

ÇУЛТАЛĂКА ТА ÇИТМЕН-ХА

Пепкешĕн малтанхи уйăхсенче чи лайăх теттесем — хăйĕн кĕлетки, амăшĕн çÿçĕ тата пичĕ.

1. Ачана тетте хăш ÿсĕмрен пуçласа кирлĕ-ха? Малтанхи уйăхсенче — хăйĕн кĕлетки, амăшĕн çÿçĕ, пичĕ. Упаленме пуçласан чи ансат япаласем — лÿчĕркеннĕ хут, апат кашăкĕ — кăсăклантараççĕ. Çапах та 3-4 уйăхран иртнисем кравачĕ çийĕнчи çаврăнса тăракан теттесене тимлесех пăхаççĕ, çемçе теттепе выляма юратаççĕ. 5 уйăхран пуçласа шатăртакан, чăштăртатакан, шăхăракан теттесем туянма юрать.

Шута илме. Теттесем вĕтĕ пайсенчен тăраканнисем тата пахалăхсăр материалран хатĕрленисем пулмалла мар.

2. Ача мĕншĕн пĕтĕм япалана çăвара чикесшĕн-ха? Мĕншĕн тесен çăвар — пĕлтерĕшлĕ туйăмлăх органĕ. Вăл пепкене пурнăçĕн пĕрремĕш уйăхĕсенче тĕнчене хăнăхма пулăшать, киленĕçе туйса илме май парать. Пепкешĕн амăшĕн кăкăрне ĕмни — хальлĕхе чи пысăк савăнăç. Тути, шăл туни, чĕлхи çав тери сисĕмлĕ пулнă май вĕсене перĕнни тутăран чылай вăйлăрах туйăм çуратать. Çавăнпа ĕмесси, кăшласси пепкешĕн — чи юратнă ĕç, ку ăна аталанма пулăшать.

3. Пепкене сĕт çитнипе çитменнине мĕнле пĕлмелле? Ача çине тимлĕрех пăхăр-ха. Унăн ÿчĕ яка, кĕрен тĕслĕ-и? Куçĕсем йăлтăртатаççĕ-и? Пепке йĕри-тавралăхпа кăсăклансах паллашать-и? Çак ыйтусене пурне те "çапла" тесе хуравларăр пулсан вăл тутă, пурнăçпа кăмăллă. Кипкине тытса пăхăр: пепкен шăкĕ ытла сарă тĕслĕ пулни ăна шĕвек çитменнине пĕлтерет.

4. Ачасене пурне те мĕншĕн пылак килĕшет-ха? Апат туртăмĕ пин-пин çул хушшинче йĕркеленсе пынă. Пылак улма-çырлапа пахча çимĕç наркăмăшли сайра тĕл пулать. Йÿççипе тăкăски вара ун пек мар. Çак сăлтавпах пепкесем вăйлă шăршăллă пахча çимĕçрен пуçне пăраççĕ. Унсăр пуçне пылака хăнăхасси çуралнăранпах йĕркеленет, мĕншĕн тесен амăшĕн сĕчĕ те пылак.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.