Комментировать

3 Ноя, 2016

Техĕмлĕх курaкĕсем

Рута — авалхи грек чĕлхинче «çăлакан» пĕлтерĕшлĕ. Грексем ăна эмел курăкĕ пек те, техĕмлĕх пек те усă курнă. Авалах, апатпа наркăмăшлансан, çĕлен, наркăмăшлă кăпшанкă сăхсан рута курăкĕ çăлавçă пулнă. Унăн отварĕ организма тасатнине каланă. Чума эпидемийĕ вăхăтĕнче рутăпа пит-куçа, кĕлеткене сăтăрни чир ересрен сыхланине палăртнă.

Хальхи вăхăтра та ăна фармакологире анлă усă кураççĕ. Унри эфир çăвĕ ыратнине ирттерме пулăшать сиенлĕ микробсене пĕтерет. Рута — наркăмăшлă курăк. Çавăнпа унпа асăрхануллă пулмалла, тухтăрпа канашласа сипленмелле.

Рутăн вăррипе çулçине типĕтсен паха техĕмлĕх пулать. Ăна аш-пăш, пулă апачĕсене ырă тутă кĕртме, пахчаçимĕç апачĕсене хатĕрлеме, консервлама усă кураççĕ. Техĕмлĕх валли ÿсен-тăран çамрăк чухне, чечеке ларас умĕн е тин çеç çурма пуçланă вăхăтра пуçтарса типĕтмелле. Çурăлма пуçланă папкаллă туратсене çулçăпа пĕрлех 20 см яхăн татмалла, хĕвел лекмен, уçă вырăнта типĕтмелле. Хатĕрленĕ техĕмлĕхе тĕттĕмрех çĕрте икĕ çул упрама юрать.

Чапăр курăкĕ /чабрец/ нумай çул ÿсекен çинçе туналлă, вĕтĕ çулçăллă 15-45 сантиметр çÿллĕш тĕм. Чапăрăн шăрши вăйлă — чечекре чухне унран вĕлле хурчĕ татăлмасть. Вăрăран тата тымартан хунавланса ĕрчет.

Çак курăкпа та авалтанпах сипленнĕ, ăна апат-çимĕç хатĕрленĕ чухне усă курнă. Вăл сывлăша тасатать, сывлăшри ырă мар шăрша пĕтерет. Хальхи вăхăтра косметологире, медицинăра, апат-çимĕç промышленноçĕнче усă кураççĕ.

Чапăра çĕртме уйăхĕнче пуçтарсан аванрах. Çамрăк курăк, чечеке ларнă тапхăрта шăпах техĕмлĕхсем нумай. Пухнă курăка хĕвел лекмен вырăнта пĕчĕк çыхăсем туса пуç хĕрлĕ çакса типĕтеççĕ.

Халăх медицини те, официаллă медицина та чапăра хаклаççĕ. Сурансене сиплеме, алкоголизмран хăтăлма, нерв тытăмне лăплантарма, сывлав органĕн чирĕсене ирттерме пулăшать вăл. Ÿслĕкрен, бронхитран, астма, туберкулез чухне, вар-хырăм ыратсан, хырăм кÿпĕнсен те витĕмлĕ.

Аптекăсенче унпа хатĕрленĕ маçсемпе сиропсем, настойкăсем чылай. Вĕсемпе маларах асăннă чирсене сиплеме усă кураççĕ.

Апат-çимĕç хатĕрленĕ чухне чапăр хушни кирек мĕнле апата та техĕмлĕх кĕртет. Чапăрăн ешĕл çулçине салата, тĕрлĕрен яшкана, сыр-тăпăрчăна хушма юрать.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.