Хавхаланупа таврăнтăмăр «Хавхалануран»
Шупашкарти 62-мĕш шкулта пирĕн сумлă ентешĕмĕре Г.Н.Волков академика асăнса улттăмĕш хут Раççей шайĕнче «Хавхалану» фестиваль иртрĕ. Фестивале йĕркелекенсем — çак шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем. Эпир те ентешĕмĕре хисеплесе çамрăк вулакансемпе фестивальте пултарулăхпа паллаштартăмăр.
Людмила Николаевна Даниловăпа Людмила Петровна Николаева учительсем фестивале уçнă май аслă педагогăмăрăн вĕренекенĕсен ятĕнчен калаçрĕç.
— Ăсчахăмăр вĕрентнипе эпир халĕ те ĕçлетпĕр. Çавăнпа тăван чĕлхене юратма, унăн илемне туйса ачаранах çепĕç калаçма хăнăхтаратпăр хамăрăн ачасене, — терĕç.
Г.Н. Волкова эпир халиччен ăсчах, этнопедагог, педагогика наукисен докторĕ, академик, куçаруçă, тĕпчевçĕ, писатель пек пĕлнĕ. Анчах та унăн «Асанне калавĕсем» тата «Кил илемĕ» кĕнекисем пичетленсе тухнă хыççăн Геннадий Никандровича сăвăç пек те пĕлтĕмĕр. Вăл сăвăсем çырнă кăна мар, тĕрлĕ халăх поэчĕсенне чăвашла куçарнă.
Фестивальте сумлă ентешĕмĕр çырнă калавĕсене никĕсе хывса хатĕрленĕ инсценировкăсем те пулчĕç. Хальхинче хула шкулĕсенче чăваш чĕлхи вĕрентекенсем хăйсен вĕренекенĕсене хатĕрлесе пынă. Сцена çинчен чăвашла мĕн тери çепĕç калаçаççĕ-ха вĕсем! Мĕн тери хисеплеççĕ-ха этнопедагогика наукисен докторне Кашкăр Хуначине! Хулари чăваш чĕлхи вĕрентекенсен фольклор ушкăнĕ сцена çине тухсан пĕр савăнса, пĕр тĕлĕнсе тăвăллăн алă çупрăмăр. Вĕсем шкулта та ĕçлеççĕ, вăхăт тупса юрă-ташăпа та кăсăкланса тĕрлĕ тăрăхра пурăнакан чăвашсен йăли-йĕркине, юрри-ташшине тăван халăх патне илсе çитереççĕ. Эпир те парăмра юлмарăмăр: чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çырнă «Геннадий Волкова» сăввине ялти шкулта иккĕмĕш класра вĕренекен В.Усанова куракансем умĕнче илемлĕ вуларĕ. Тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç ентешĕмĕре сума суса çырнă мухтав сăввине.
Çапла, ырăлăх фестивалĕнче пулса, ырă çынсемпе калаçса, уява хутшăнса сумлă хăнасем пулса килтмĕр Шупашкартан. Тепĕр хут тав сăмахĕ калатăп хам тата Елчĕк халăхĕн ячĕпе фестивале пуçарса йĕркелесе ирттерекенсене.
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Венера УСАНОВА,
библиотека ертÿçи.
Елчĕк районĕ,
Шăмалак.
СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: уяв саманчĕ.