Комментировать

3 Ноя, 2016

Кин тени кил çынни пултăр

Елчĕк районĕнчи Исемпелте пурăнакан Людмила Маркова кашни кунах юнашарти Аслă Пăла Тимеше ĕçе утать. Вăл «Çĕнтерÿ» ОООра 26 çул бухгалтерта тăрăшать. Хăй ĕçне аван пĕлнĕшĕн, яланах вăхăтра тата тĕрĕс пурнăçланăшăн хуçалăх ертÿçи Николай Головин ырлать ăна.

«Шупашкарти экономикăпа технологи техникумĕнчен вĕренсе тухсан направленипе Тюмень облаçне янăччĕ. Çынсем Çурçĕре ятарласа ĕçлеме каятчĕç, манăн чун çав тери тăван тăрăха туртатчĕ. Унта тăватă çул чăтнă хыççăн каялла Шупашкара таврăнтăм. Камшăн мĕнле пуль те, ют тăрăх — ман валли мар. Турă çырни кĕтнĕ-ши, тĕп хулара пулас мăшăрпа паллашрăм, Елчĕк кинĕ пулса тăтăм», — чунне уçать Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кукашни ялĕнче çуралнăскер.

Вăл хунямăшĕпе 31 çул пĕрле пурăнать. Качча килсен унран ыррине чылай вĕреннине пытармасть Людмила Васильевна. Анатрисен йăли-йĕркине, ку енчи чăвашсем тĕрлĕ пахчаçимĕç акни-лартнине, малтанхи кунранах хăнăхнă вăл. Тул çутăличченех тăрса темĕн те тума ĕлкĕрекен хунямăшĕ уншăн яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Çапах та ултă ача пăхса çитĕн­тернĕ Минадора Пантелеймоновна хăй ывăнни пирки нихăçан та каласа курман. Тăван хуçалăхшăн чунне парса ир те каç фермăра вăй хунăскерĕн килĕн­че яланах типтерлĕхпе хăтлăх хуçаланнă. «Хунямăшĕ епле, кинĕ те çапла», — каларăш пур чăвашсен. Людмила та ĕмĕр тăршшĕпех унăн çулĕпех утнă, асли ăс парса калани çемьере яланах тĕрĕс шутланнă. «Кин тени кил çынни пултăр теççĕ-и-ха? Эпир хунямапа малтанхи кунранах пĕр чĕлхе тупнă. Пĕр-пĕрне ĕмĕр каçармалла мар сивĕ сăмах каласа кÿрентернине астумастăп. Вăл çулхисен ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çăмăл килмен, темĕн те курнă, чăтнă вăрçă ачисем. Тăван аннем те çав шутрах. Хам та аттесĕр çитĕннĕ, вăл эпĕ вунă çулта чухне вилнĕ. Çемьере асли пулнă май мĕнпур йывăр ĕç ман çине тиеннĕ. Утă çулма пĕчĕккĕллех хăнăхтарнă. Анне ĕçрен ывăнса таврăннă çĕре вĕри апат пĕçернĕ, йăмăк-шăллăма пăхнă», — каласа кăтартать Людмила Маркова.

Людмилăпа Валерий Марковсем виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Кукамай-кукаçи ята та илтме ĕлкĕрнĕ вĕсем.

«Кирек мĕн тесен те килте çын пурри лайăх. Ăçта та пулин кайсан та чунра лăпкă. Ĕмĕр аллинчен ĕç яман хуняма 84 çулта та пĕр вырăнта ларма пĕлмест, вăйĕ çитнĕ таран пулăшма тăрăшать. Пахчара кăштăртатма юратать, çулĕсене кура мар вăл, хăяр-помидор калчине те хăех çитĕнтерет, пахчара пĕр çумкурăк тăратмасть. Тăван анне вырăннех вăл маншăн. Ачасене те хунямах пăхса çитĕнтерчĕ», — иккĕмĕш амăшне хăйĕн çывăх çыннипе танлаштарса калаçрĕ Людмила Васильевна.

Елена АТАМАНОВА.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.