Комментировать

29 Окт, 2016

Олимп медалĕсем - умра-ха...

Спорт тĕрлĕ федерацийĕпе паллашнă май хальхинче штанга йăтма кăмăллакансем патне çитме тĕв турăм. Республикăри йывăр атлетика федерацийĕн президенчĕ Геннадий Иванов каçхи тренировкăна çитме йыхравларĕ.

Геннадий Геннадьевич хăйĕн ĕçне хаклани куç кĕрет. Тренировкăна килнĕ кашни çамрăкшăн яваплăха туять вăл. Корреспондентпа калаçма та аран вăхăт уйăрчĕ. Яшсемпе-хĕрсемпе кашнинпе уйрăммăн ĕçлемелле — расна хăнăхтару хушмалла, хусканусене пурнăçланине сăнамалла. Акă пĕри штангăна тĕрĕс мар çĕклет, тепри вăхăтсăр сывласа илет, виççĕмĕшĕн пилĕкĕ ыратать — йывăрăша паянлăха çăмăллатсан та юрать, тăваттăмĕшĕ чирленĕ хыççăн çĕнĕрен вăй илет, ăна та тимлĕх кирлĕ... Çапла — вĕçĕ-хĕррисĕр. Арçыннăн çирĕплĕхĕ те пур-тăр, унсăрăн епле-ха? Спортсменсенчен хытă ыйтмалла-çке. Çав вăхăтрах ăшшăн калаçса, çепĕççĕн йăл кулса хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме хавхалантарма та пĕлмелле. Çавăнпах кунта ырă сывлăш хуçаланать.

"Кĕрешсе ывăнтăм"

— Эпĕ атте вилсен эрнерен çуралнă. Вăл вара самбист пулнă. Унăн хисеп хучĕсем, наградăсемпе кăкăр паллисем темĕн чухлехчĕ, сăнÿкерчĕксем те нумайччĕ. Çавсене курса-хавхаланса-ши — эпĕ те спортра. Тĕрлĕ тĕспе аппаланнă эпĕ. Пуринчен ытла ирĕклĕ майпа кĕрешнĕ. Спортзалта штанга пурччĕ. Ун патне пурте пыратчĕç, çĕклетчĕç. Кĕрешсе ывăнтăм-ши, пир-авăр техникумĕн пĕрремĕш курсĕнче вĕреннĕ чухне йывăр атлетика ытларах илĕртнине ăнлантăм. Пичччепе Станиславпа Шупашкарта кунашкал спортзал ăçта пуррине шырама тытăнтăмăр. Çапла Агрегат заводĕнчи секцие çÿреме пуçларăмăр. Пире йышăнчĕç. Станислав та, ман пекех, йывăр атлетикăпа тата пауэрлифтингпа СССР спорт мастерĕ, тĕнче класлă судья. Валерьянпа иккĕшĕн пурнăçĕ спортпа тÿрремĕн çыхăнман пулин те яланах пĕрле. Хăть те мĕнле ăмăртăва та хутшăнаççĕ, — тет пĕр тăванĕсем пирки ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Ку спорта Геннадий Иванов 1983 çулта юратнă та... паян та кунтах. Тăрăшулăхне, пултарулăхне пур çĕрте те кăтартма тăрăшаканскер салтака Сарă ту тăрăхне лекнĕ, унта ăна çарăн спорт пайне яма йышăннă. Çапла вăл хĕсметре те юратнă киленĕçĕнчен уйрăлман. Пĕтĕм пурнăçĕ йывăр атлетика пулса тăнă темелле. Унтан — аслă шкул. Мускаври патшалăх физкультура академийĕнче вăл вĕрентекен тата тренер дипломне илнĕ. Вăл вăхăтра помост çине хăй те тухнă-ха, анчах çемьеллĕскер каярах тренер ĕçĕ енне сулăннă. Кил хуçин тивĕçне пурнăçламалла-çке.

Вĕренсе пĕтерсен Геннадий Геннадьевич Чăваш Ене таврăннă. 27-ри çамрăк каччăна республикăри йывăр атлетсен пуçне тăратнă. Малтанах федераци ĕç-хĕлне 37 çул Аркадий Александров йĕркелесе пынă. Хальхи ертÿçĕ те хăйĕн ĕçне 22 çул пурнăçлать ĕнтĕ.

Республикăна таврăнсан йывăр атлетикăри СССР чемпионĕн Виктор Андреевăн ачисемпе Викторпа тата Ольгăпа ĕçленĕ вăл. Пĕлтерĕшлĕ сахал мар кăтартăва туптанă. 1996 çулта Олимп чемпионĕн Николай Колесниковăн парнисемшĕн ăмăрту ирттерме ирĕк илнĕ те 1997 çулта Раççей шайĕнчи пĕрремĕш турнир йĕркеленĕ. Ку Геннадий Ивановăн пĕрремĕш пысăк ĕçĕ пулса тăнă.

— Çак турнира çуллен ирттеретпĕр. Унта нумай спортсмен хутшăнать. Ăмăрту графикĕ питĕ пуян. Çаксене пĕтĕмпех шута илсе меллĕ вăхăт тупма тăрăшатпăр. Спортсменсем сахалăн пуçтарăнсан ăна йĕркелеме интереслĕ те мар-çке. Çавăнпах ăна тепĕр чухне пĕр-пĕр урăх ăмăртупа та хутăштарма тивет — турнир Раççей шайĕнче шутлантăр тесен хутшăнакансем 10 регионтан кая мар килмелле, — систерет тренер.

Тутар Республикинчи чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Колесников 2001 çултанпа — Раççей пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ. 17 çул тултарман çамрăксемпе 15 çул ĕнтĕ Европа, тĕнче ăмăртăвĕсене хутшăнать. Çавăнпах унпа та тачă çыхăнса ĕçлеççĕ.

Пуç усмасăр...

Геннадий Геннадьевич — республикăри В.Соколов ячĕллĕ ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕн йывăр атлетика уйрăмĕн тренер-преподавателĕ. Вăл спортра çитĕнÿ тума хатĕррисемпе çеç ĕçлет тесен те йăнăш мар. Штангăпа пуçласа паллашакансемпе урăх тренерсем ĕçлеççĕ. Помост çине ачасем 7 çултах тухма пуçлаççĕ вĕт. Анчах штангистсене хатĕрлекенсен шучĕ пурĕ те — 15 кăна. Улатăрта — 1, Çĕмĕрлере — 1, Етĕрнере - 2, Вăрнарта — 1, Патăрьелте — 2, Елчĕкре — 3, Шупашкарта — 2, Çĕнĕ Шупашкарта — 3.

— Ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе — 120 яхăн тренер. Ачасемпе çамрăксем те йышлăрах. Вĕсемпе танлаштарсан пирĕн йыш пысăк теме çук. Апла пулин те çитĕнÿсем курăмлă. 11 спортсмен — Раççей пĕрлештернĕ команди йышĕнче. Олимп резервĕсен училищине килекенсенчен сайра-хутра кăна пĕри лекмест унта.

1996 çултанпа питĕ пысăк ĕç туса ирттертĕмĕр. Ун чухне спортăн ку тĕсне тимлĕх уйăрмастчĕç тесен те юрать. Ăна асăрхамастчĕç. Апла пулин те алла усмарăмăр, малаллах талпăнтăмăр. Ĕç çимĕçне кÿчĕ. Халĕ эпир ĕçлени те, тăрăшни те курăнать. 2001 çулта республикăна Сиднейри Олимпиада хыççăн Юрий Мышковец таврăнчĕ. 2003 çулта вăл Раççей рекордне çĕнетрĕ. 2004 çулта Олимп резервĕсен училищинче йывăр атлетика уйрăмне уçрăмăр. Виççĕмĕш цикл пухрăмăр ĕнтĕ. Çак тапхăрта нумай спортсмен хатĕрлерĕмĕр. 2011-12 çултанпа медальсен шучĕ хăвăрт ÿсме пуçларĕ. Çитес Олимп циклĕ тата лайăхрах иртессе шанас клет. Кăçал йывăр атлетсене Олимпиадăран пăрни кăмăлăмăрсене пăсрĕ, паллах. Анчах эпир пуçа усмастпăр, — терĕ тренер малĕмĕтлĕн.

Пĕр шухăш, пĕр тĕллев

Геннадий Иванов хатĕрленĕ маттурсен йышĕнче — 2011 çулхи Универсиада кĕмĕл призерĕ Вячеслав Ластухин /шел, вăл 2012 çулта, çитĕнÿ тумалли пиçсе çитнĕ тапхăрта, аварие лексе вилнĕ/, Европа первенствин çĕнтерÿçисем Ирина Баймулкинăпа Александра Мышова, хальлĕхе республикăри пĕртен-пĕр Европа чемпионки Наталья Хлесткина.

— Паян йывăр атлетикăра хĕрарăмсем те пурри тĕлĕнтермĕш мар ĕнтĕ. Юлашки вăхăтра спортăн ку тĕсĕ аталанса модăна кĕчĕ. Малтанах вăл маншăн та уçман уçлăхчĕ. Секцие эпĕ пĕрле вĕренекенсем чĕннипе çеç кайрăм. Килĕшрĕ. Кăсăклантарма тытăнчĕ. Темшĕн юратрăм штангăна. Каярах та спортăн çак тĕсне суйланăшăн пĕрре те ÿкĕнмерĕм. Шăпах вăл мана тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшрĕ. Тĕттĕм кĕтесре пĕччен иртме нихăçан та хăраман-ха эпĕ. 3 çултан пуçласах тĕрлĕ секцие çÿренĕ. Футбол та, волейбол та, каратэ те илĕртнĕ мана. 7 çул халăх ташшисемпе те кăсăкланнă. Кайран йывăр атлетикăна куçрăм, — каласа кăтартрĕ тĕнче класлă спорт мастерĕ, вăлах çамрăксемпе аслисен хушшинче Европа чемпионĕ.

"Шупашкарта эпĕ — килте"

Наташа Шупашкартах çуралнă, вăл çулталăк çурăра чухне Хлесткинсем Украинăна куçса кайнă. 2009 çулта Наташа каялла Чăваш Ене таврăннă. Хăйне вăл кунта çемйинчен аякра пулин те хăтлă туять-мĕн.

— Украинăра пурăннă чухне те темшĕн яланах Шупашкара таврăнма ĕмĕтленеттĕм. Эпĕ кунта пурăннине астума та пултарайман-çке. Апла пулин те кунтах туртатчĕ. Чăваш Ене килесси маншăн ĕмĕт-тĕллевччĕ. Кунта хама тÿрех питĕ канлĕ туйма пуçларăм. Шупашкарта эпĕ — килте, — палăртать Наташа.

Паллах, йывăр атлетикăпа хĕр Украинăрах туслашнă. Тĕрлĕ ăмăртăва та тухса çÿренĕ.

— Пĕрремĕш хутчен тĕнче первенствине кайсан вырăс тренерпа калаçса кайрăмăр. Вăл темле майпа эпĕ Шупашкартан иккенне пĕлнĕ. Ырă çын пулчĕ вăл, каялла таврăнма сĕнчĕ. Вăлах Шупашкарта Геннадий Иванов патне каймаллине систерчĕ. Итлерĕм. Геннадий Геннадьевичпа 7 çул пĕрле ĕçлетпĕр ĕнтĕ.

Тепĕр чухне вырăнтан тухмасăр уйăх-уйăхĕпе хатĕрленетпĕр. Çакă кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен ывăнтарать. Кун пек чухне атте-аннепе юнашар ларса калаçас, кăштах канас килет. Анчах хама çемçешкеленме памастăп. Чăтатăп. Спортра ку — чи кирли. Кăмăл çирĕплĕхĕ çук тăк пултарулăх та, вăй та пулăшаймасть. Тÿсĕмлĕх умĕнче пуç усакансем çÿлелле хăпараймаççĕ, — тет 24-ри пике.

Уявра торт пуламаллах

Паллах, Наталья ыттисемшĕн — тĕслĕх вырăнĕнче. Нумаях пулмасть йывăр атлетикăна 8-мĕш ушкăн кĕртнине ырласа йышăннине те палăртрĕ хĕр. Халиччен 75 килограмм хыççăнхисем пĕр ушкăн пулнă-мĕн. Çав шутра — 150 килограмлисем те. Халĕ 90-ран иртекеннисем пĕр ушкăнра иккен.

— Пирĕн виçерен иртесрен мар, чакасран сыхланмалла, çавăнпах пылак та çиетпĕр. Ăмăртăва тухиччен те чылайăшĕ шăккалатпа, пирожнăйпа сăйланать. Ку пирĕншĕн кирлĕ те. Увра та торт пулмаллах. Пĕрре кăна та мар.

Олимп вăййи умĕн вăйлă тренировкăсем пулчĕç: унта манăн та хутшăнмаллаччĕ-çке. Хуçăлнă кăмăлăма уçма уйăх ытла атте-анне патĕнче пурăнтăм. Çак тапхăрта, паллах, форма çухалать. Халĕ пĕтĕмпех çĕнĕрен хăнăхатăп тесен те йăнăш мар. Шухăшсем те майĕпен йĕркене кĕреççĕ пек. Питĕ йывăрччĕ. Ирех килетчĕç те допинг-тĕрĕслевпе халтан яратчĕç. Те хутшăнатпăр эпир, те çук — куллен йĕп çинчи пек. Ирхине "каймастпăр" теççĕ. Кăмăл хуçăлать. Каçхине шăнкăравлаççĕ те: "Каятпăр". Мĕнле апла? Эпир тренировкăна сиктернĕ-çке! Ушкăнри мĕнпур спортсмен лайăх формăраччĕ, çурри Олимп медалĕсемпе таврăнмаллаччĕ... — вĕçлерĕ Наташа калаçăва.

Çапах та йывăрлăхсене парăнтармашкăн яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа шăпах спорт пулăшасса шанас килет. Апла тăк, Олимп медалĕсем — умра-ха...

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.