Вăйсăррине саккун хÿтĕлет
Тĕнчери чи хастар хĕрарăмсем çине тăнипе 1981 çултанпа чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче çемьери пусмăрпа кĕрешмелли куна паллă тăваççĕ. ПНО Генеральнăй Ассамблеи те 1999 çулта вĕсен пуçарăвне ырласа йышăннă.
Пирĕн çĕршывра арçынпа хĕрарăм прависене тахçанах танлаштарнă пулин те этемлĕхĕн вăйлă çурри черченнине çав-çавах хĕсĕрлеме пăрахмасть-ха. Йăха малалла тăсакана çуратнă хĕрарăма тивĕçлипе хаклама, хисеплеме хăçан вĕренĕç-ши? Пурнăçра хуйхине те, савăнăçне те пĕрле пайлама ăнтăлакан çынна чышкăпа тав туни ытла та пархатарсăр. Çемьери хирĕçÿ чылай чухне ĕçкĕпе иртĕхнине пула тухать. Арçын кашни кун ÿсĕр килсе мăшăрĕпе ачи-пăчине канăç памасть. Теприсем никама каламасăр çакна ĕмĕрĕпех е пĕр-пĕр инкек пуличчен чăтса пурăнаççĕ.
Иртнĕ эрнере редакцирен пулăшу ыйтса Муркаш районĕнчен пĕр хĕрарăм шăнкăравларĕ. Мăшăрĕ канăç паманни, ачисене пулăшманни, çав вăхăтрах никама хисеплеменскер шăпăрлансем пур çинчех киле ют хĕрарăм илсе килни пирки пăшăрханса калаçрĕ.
Вăрнар районĕнче пурăнакан пĕлĕшĕм упăшкинчен тарса çÿресех ĕмĕрне ирттерет. Е ашшĕ-амăшĕ, е тус-тантăшĕ патĕнче çĕр каçаççĕ. Çемье пуçĕ кашни ĕçсе килмессерен аллине ирĕке ярать-мĕн. Ывăнса çитрĕ-и, упăшки нихăçан та улшăнманнине ăнланса илчĕ-и — ачисен психикипе сывлăхне унăн киревсĕр йăлипе хавшатасран хăрасах хулара хваттер тара илчĕ. Çак таранччен «арçын çумĕнче çеç хисепре хĕрарăм» тенине ăша хывса пурăнчĕ вăл. Чăркăш çынпа пурнăçа майлаштарас тесе çак таранччен усăсăр кĕрешрĕ мар-и? Ывăл-хĕрĕпе ăшшăн калаçма вăйĕ те, кăмăлĕ те юлманнине, вĕсен пултарулăхне аталантарма пулăшайманнине каласа кăтартатчĕ. Вăрттăнлăх мар, çемьери харкашусемпе аслисен йăнăшĕсем яланах ачасен куççулĕпе вĕçленеççĕ. Никама кирлĕ мар хирĕçÿсем вĕсен телейне, савăнăçне туртса илеççĕ, чĕрине ĕмĕрлĕх суран кÿреççĕ. Килĕшÿ çук кил-йышра хур курса ÿсекенсем урăхларах хутшăнусем пуррине пĕлмеççĕ те, ырă тĕслĕх илмелли çуккипе кайран хăйсем те çапла пурăнма пуçлаççĕ.
Ман шухăшпа, çемьере пĕр-пĕрне хисеплени, мăшăрĕн шухăш-кăмăлне уяни — чи пĕлтерĕшли. Пĕри теприне мĕскĕнлетни ырри патне илсе çитермест. Иккĕшĕн те тан пулмалла çемьере. Йĕркеллĕ ашшĕ-амăшне кура ача та урăхла çитĕнет: хăйне хисеплеме вĕренет, вăй-хăватне туять. Кунашкал ача тăван çĕршыва та, халăха та ытларах усă кÿрĕ.
Çапла, Раççейри миллион хĕрарăм çемьери пусмăрта куллен асапланать пулин те «килти çÿппе урама кăларма» васкамасть. Çапах та ыратупа мăшкăла тÿсекене, вăйсăррине саккун хÿтĕлетех. Çавăнпа чăтăмлăхăн чикки пуррине асра тытмалла.
Тĕнче улшăннă май общество хĕрарăма пусмăрлани çине ĕлĕкхинчен урăхларах пăхма тытăнни савăнтарать. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ хĕрарăмсене пулăшас тĕлĕшпе Шупашкарта ятарлă уйрăм уçнă. Вăл Хусанкай урамĕнчи 29А çуртра вырнаçнă. Телефон номерĕ: 53-42-94. Унта хуларисене кăна мар, районтисене те йышăнаççĕ. Пĕтĕмпе 90 кун таран пурăнма май пур. Сывă пулнине ĕнентерекен справка кăна кирлĕ /ăна терапевтран илмелле/. Малтанхи кун асăннă уйрăма справкăсăр та йышăнаççĕ. Тепĕр кунне çак çурт çумне ятарласа çирĕплетнĕ терапевт сывлăха тĕрĕслет.
Хĕрарăмсене пулăшу кÿрекен уйрăм 2009 çултанпах ĕçлет. Малтан кунта консультаци çеç панă, 2013 çулхи чÿк уйăхĕнчен пуçласа пурăнма та пулать. Пĕтĕмпе 16 çын валли вырăн йĕркеленĕ. Хĕрарăмсене пулăшу паракан уйрăмра тÿлевсĕрех пурăнтараççĕ. Япала çума та, апат пĕçерме те майсем пур. Апат-çимĕçне вара хăйсен туянма тивет. Кунта лекнисене тÿлевсĕр юридици тата психологи пулăшăвĕ параççĕ. Кашни хĕрарăм çумне социаллă пĕр ĕçчене çирĕплетнĕ.