Комментировать

28 Окт, 2016

«Чăваш литератури хăрса пыракан йывăç мар»

Олег Федорович Андреев 1950 çулта Елчĕк районĕнчи Энтепе ялĕнче çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн хими факультетне, Чулхулари партин аслă шкулне пĕтернĕ. Тĕрлĕ шкулта, ВЛКСМăн Елчĕк район комитечĕн секретарĕнче, Энтепе шкулĕн директорĕнче вăй хунă. 1977-1991 çулсенче — Елчĕк районĕнчи комсомол тата коммунистсен комитечĕн секретарĕ, пĕрремĕш секретарĕ.

Афалек Энтепе 1973 çултанпа пичетленет. «Çулшырав» /1988/, «Хутăш вăрман» /1989/, «Киле таврăнни» /1991/ кĕнекесен авторĕ. Литературăра чылай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн ăна ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хучĕпе чысланă.

«Мĕлтлетсе иртекен кунсенче
Пин те пĕр улшăну тĕнчере!
...Юрату çеç ман чуншăн — пĕрре!
Юрату — хăйнеевĕр тĕнче».
Афалек Энтепе.

— Эсир ачаранах çырма юратнă пулсан мĕншĕн хими енĕпе вĕренме кайнă?

— Манăн ача чухне писатель пулас килетчĕ. Шкулта вĕреннĕ çулсенче стена хаçачĕ кăларма хутшăннă. Хаçатра пушă вырăн юлсан сăвă çырса хураттăм. «Кăна кам çырнă?» — ыйтнăччĕ пĕррехинче атте. «Хам çырнă», — пытарманччĕ эпĕ. «Аван пулса тухнă!» — мухтанăччĕ çывăх çыннăм. Хăй те сăвă çыракан çын пулнă та — ăнланнă. Эпĕ чĕренче витнĕ çуртра çуралнă. Пăлтăр тăррине улăм витнĕччĕ. Атте Федор Александрович Патăрьелти педучилищĕре вĕреннĕ, çавăн чухне сăвăсем çырнă. Анне Мария Ивановна Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче, каярахпа ялта учительте ĕçленĕ, химипе биологи вĕрентнĕ. Аттепе анне те, учительсем те мана 10-мĕш класс пĕтерсен филологи енĕпе вĕренме ярасшăнччĕ. «Эпĕ Толстоя, Чехова, Бальзака вуланă. Виçĕ библиотекăри кĕнекесене йăлтах ăса хывнă. Тата мана мĕн кирлĕ? Химипе биологи факультетне каясшăн эпĕ», — терĕм аннене. 1968 çулта хамăр шкултан пĕччен аслă шкула кĕтĕм.

Вĕреннĕ тапхăрта Шупашкарти Чапаев ячĕллĕ заводра практикăра пултăм, университетра лаборантра та ĕçлерĕм. Аслă шкул хыççăн мана лабораторире хăварасшăнччĕ, анне пĕччен тесе яла талпăнтăм. ЧР Вĕренÿ министерствинчен направлени илсе Аслă Пăла Тимеш шкулне килтĕм. Унта учительре ĕçлерĕм. Тĕрĕссипе, мана хими кăна мар, физикăпа географи те вĕрентме шанчĕç.

— Олег Федорович, эсир хăçан пичетленме пуçланă?

— Студент чухнех «Тăван Атăл» журналта пичетленнĕччĕ. Каярахпа сăввăмсене журналсене пама пăрахрăм. Тÿрлетни, улăштарни кăмăла килместчĕ. Ман хыççăн мĕн якатмалли пур унта? Малтанхи сăвăсем — юрату, пурнăç çинчен. Атте те сăвă хайлатчĕ те манăн та çырас килетчĕ. Анне те пултарулăх çынниех пулнă — çамрăк чухне Шупашкарти Пукане театрĕнче артисткăра ĕçленĕ. Пукане театрĕ яла килсен пĕтĕм труппипе пирĕн пата хăнана пыратчĕç.

— Сирĕн псевдоним питĕ интереслĕ. Афалек Энтепе мĕне пĕлтерет вăл?

— Хăй вăхăтĕнче Геннадий Хлебников преподаватель «Çилçунат» литпĕрлешĕве ертсе пыратчĕ, эпир «Вутчуль» хаçат кăлараттăмăр. «Энтепе тени юрĕ-ха, Афалек мĕскер вăл санăн?» — ыйтнăччĕ Геннадий Хлебников. «Атте — Андреев Федор Александрович. Вăл хăйĕн малтанхи сăввисене Афалек ятпа çырнă. Аттен ĕçне малалла тăсасшăн», — терĕм. Африкăра Уганда çĕршывĕ пур. Чăвашăн Укантейпе Серентей юмахĕ пур. Африкăри Угандăра чăвашăн хăшпĕр йăхĕ пурăннă. Унта Виктория кÿлĕ çумĕнче Энтеббе ятлă пысăк мар хула пур. Тăван ялăм та Энтепе ятлă.

— Паян сăвăсем çыратăр-и?

— Икĕ хуçалăх кĕнеки туп-туллиех сăвă, вуласа пама та пултаратăп. Эпĕ унччен те, халĕ те çулталăкне 7-12 сăвăран ытлашши çырман. Сăвва: «Ларса çырам-ха», — тенипе çыраймастăн. Çÿлтен килет вăл. Хушăран район хаçатĕнче пичетленетĕп.

— Мĕн çинчен çыратăр халĕ?

— Тем çинчен те. Юрату пирки те пур. Хамăн мăшăра асăнса çырни чылай. Ăна юлашки çула ăсатнăранпа 14 çул çитрĕ. Галина Ивановна ятлăччĕ вăл. Тĕне кĕнĕ чухне ăна Калерия ят панă. «Çутă, шурă» тени пулать вăл. Вăл чăнах та çавăн пекчĕ.

— Эсир ăна питĕ юратни сăввăрсенче палăрать.

— Шкулта вĕреннĕ чухнех туслăччĕ эпир. Вăл манран 4 çул çамрăкрахчĕ. 24 çул пурăнтăмăр. Вăл Аслă Пăла Тимешренччĕ. Унăн амăшĕ Çĕпĕрте вилнĕ, ăна унтах пытарса хăварнă. Кунта килсен ашшĕ тепре авланнă. Амаçурипе ÿснĕ. Хĕлле шкула резина калушпа çÿретчĕ те питĕ шеллеттĕм ăна. Малтан санитаркăра, каярахпа Шупашкарти пĕр заводра, райкомра статистикре, библиотекăра ĕçлерĕ. Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинче вĕреннĕ. Икĕ ывăл — Глебпа Федор — ÿстертĕмĕр. Икĕ мăнук пирĕн. Пулас мăшăрăмпа пĕрлешесси пирки сăмах татнăччĕ ĕнтĕ. Кÿршĕ ялта хĕреслĕ çул çинче хама хăй вăхăтĕнче вĕрентнĕ учительницăна тĕл пултăм. «Эсĕ Гальăна качча илесшĕн тенине илтрĕм-ха. Ан ил эсĕ ăна. Вăл сĕре лайăх арăм пулать, килĕштерсе пурăнатăр, анчах сана çамрăкла тăлăха хăварать. Сана вара питĕ йывăр килĕ», — терĕ вăл. Эпĕ сăмаха каялла илмессине каларăм. «Юрĕ эппин, кайран, вăл вилсен, ман пата кил вара», — чуна çÿçентерчĕ вăл. Гальăна чĕре чирĕ пурнăçран вăхăтсăр уйăрчĕ.

— Кун-çулăра уçса панă вĕрентекен патне кайрăр-и вара?

— Унпа хĕреслĕ çав çул çинчех тĕл пултăмăр. «Олег, эпĕ каланине астăватăн-и?» — ыйтрĕ вăл тÿрех. «Астăватăп, анчах эпĕ пĕрре те ÿкĕнместĕп», — терĕм. Пĕр-пĕрне юратса мăшăрланнă эпир.

— Сирĕн арăма халалланă сăвă нумай пулас...

— Нумай. Вăл мана çырма хавхалантарнă. «Çăлтăрпи» кĕнеке те хатĕрлерĕм. Мăшăрăма Çăлтăрпи тесе чĕнеттĕм. Маншăн вăл çăлтăр пекех пулнă. Кĕнекене пичете сĕнеймен-ха. Çав сăвăсем çумне поэма хушасшăн. Эпĕ ăна чĕре тапнă чухне кăларăп-ха, поэмине çырса пĕтермелле. Çĕнĕрен çырнă сăвăсене те кĕртнĕ унта. Анчах кĕнекене издательствăра кăларас килмест. Çăрса пĕтереççĕ. Мĕн тÿрлетмелли-ши? Эпĕ гени мар, анчах эпĕ поэт вĕт. Сăвва ылмаштаратăн тăк — чĕнсе илсе калаçмалла. Çыннăн сăввине мĕнле пырса тытатăн-ха? Эпĕ килĕшсен те, килĕшмесен те пултаратăп. Сăмаха е саспаллине ылмаштарсан манăн шухăш улшăнать. Пĕр саспалли те сăвва улăштарма пултарать.

— Паян сире çырма мĕн хавхалантарать?

— Пурнăç.

— Тек авланас темерĕр-и?

— Никам патне те чунăм турт­марĕ.

— Телейсĕр пулчĕ шăпа терĕр. Эсир хăвăра телейсĕррисен йышне кĕртетĕр-и?

— Вăл кайнă хыççăн телейсĕр ĕнтĕ. Анне вилчĕ, унтан шăллăм, арăм пурнăçран умлăн-хыçлăн уйрăлчĕç.

— Эсир хитре арçын пулнă теççĕ. Хĕрсем сĕре юратнă пулĕ?

— Манăн вăхăт пулман, эпĕ çĕрĕпех ĕçленĕ. Аннерен укçа епле ыйтатăн? Çĕрле ĕçлеттĕм. Канмалли кунсенче аш-какай комбинатĕнче, Хладокомбинатра грузчикре вăй хунă, вакун пушатма çÿренĕ. Хама хитре тесе шутламастăп. Мăшăрăм манран темĕн чухлĕ хитререхчĕ. Вĕреннĕ чухне мана пĕр молдаван хĕрĕ кăмăлланă. «5 çулта пĕр йĕкĕт те кăмăла каймарĕ, сан пирки кăна шухăшласа пурăнтăм», — тенĕччĕ вăл. Эпĕ вара çакна сисмен те...

— Калăр-ха: ывăлăрсем сирĕн çула суйланă-и?

— Федорăн сасси амăшĕнни пекех хитре. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетне кĕнĕччĕ. Виççĕмĕш курс хыççăн пăрахрĕ. Халĕ строительство енĕпе ĕçлет. Глеб экономика енĕпе пĕлÿ илнĕ.

— Апла сăвă çыракан çук!

— Ан çырччăр! Нуша вăл! Пĕтĕм чуна тавăрса хумалла! Прозăна пусарăнса ларса çырма пулать-ха, поэзи урăхларах. Хирпе пыратăн-и е вăрманпа-и — пуçа таçтан сăвă йĕрки пырса çапать. Çумра вара хут та, ручка та çук. Тепĕр кунхине манатăн... Пултарулăх ĕçĕ питĕ кăткăс тата йывăр.

— Мĕнле ĕмĕтпе пурăнатăр?

— Хамăн ĕмĕт темех мар-ха. Çĕршыв тĕреклентĕр. Раççейĕн хÿресĕр чăх пек пурăнмалла мар ĕнтĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин тулашри политика пирки тăрăшать-ха... Юнеско чăваш халăхне пĕтсе пыракан халăх шутне кĕртнĕшĕн питĕ хурланатăп. Наци Туйăмне çĕклес килет. Тата тепĕр Çырав мĕн кăтартĕ-ши? Чăваш Республикинче пурăнакансем те хăйсене вырăс тесе çыртарĕç-ши?

— Ялта пурăнакан çыравçăсемпе çыхăну тытатăр-и?

— Пирĕн тăрăхра çыракансем пур-ха, анчах çыракансем пурте поэт мар. «Çынсем поэт пулма хулана килеççĕ», — тенĕччĕ пĕр телеертÿçĕ. «Поэт пулмаççĕ, поэт пулса çуралаççĕ», — тесе хирĕçленĕччĕ эпĕ ăна. Ĕлĕкхи философсене илес тĕк, Римрисем те, Грецирисем те ытларахăшĕ ялсенче пурăннă. Ялта пурăнакан поэтсен те сăввисем начар мар тесшĕн эпĕ.

— Чунлăх тени пĕрех ялта пурăнать, хулара мар...

— Эпĕ хресчен чунлă çын. Манăн ялта пурăнас килет. Ялти поэтсенчен Геннадий Кузнецовпа çыхăну тытнă, манăн шухăшлава, манăн поэзие ăнланса çыратчĕ вăл. Виталий Енĕш те манăн поэзие ăнланать. «Поэт — çут çанталăк çаврăмĕн чури», — çырнăччĕ вăл.

— Хăвăр кам çырнине вулатăр?

— Мĕн çĕнни пичетленет — йăлтах вулама тăрăшатăп. Поэзипе уйрăмах кăсăкланатăп. Эрнере пĕрре библиотекăна каятăп та йăлтах пăхса тухатăп. Юрий Айташа, Раиса Сарпине вулатăп. Петĕр Яккусемпе Любовь Мартьяновăн сăввисене шутсăр кăмăллатăп. Çамрăксенчен Марина Карягинăна асăнас килет. «Ялавпа» «Тăван Атăл» журналсене пĕрлештермелле марччĕ. Икĕ журнал тухса тăнă тăк икĕ юхăм пулатчĕ. Халĕ пурне те пĕр турапа тураççĕ. «Хальхи чăваш литературинче поэтсем çук», — теççĕ хăшĕсем. Мĕнле ан пулччăр? Чăваш литератури типсе, хăрса пыракан йывăç мар. Пулĕç-ха. Прозаиксен хушшинче те аван çыракансем пур.

— Саккаспа сăвă çыратăр-и?

— Нихăçан та çырман. Прозăна саккаспа хайлама пулать. Сăвва саккаспа çыраймастăн.

— Чи юратнă сăвă пур-и?

— Пĕр сăвă кăна мар ĕнтĕ. «Сана кĕтеттĕм эпĕ эс камне пĕлмесĕр», «Çăлтăрпи», «Уççăн курăнать çут çанталăк ырни», кукамая халаллани — «Чи çывăх çынсем ăнланайман». Кукамайпа анне мана тем ăнланаймарĕç те тухса кайса уйăх çутинче сăвă çыртăм. Хирĕçсе мар, юратсах. «Вăран хаклăскерĕм», «Шăнкăрчă йăви пек хваттерĕмĕр» тата ытти те. «Йĕкĕр ывăç тулли çап-çутă çутă» сăвва вулакансем питĕ юратнăччĕ. «Самантлăха шăпланчĕ ман кĕсле» хамăн кăмăла та каять. Сонет кăшăлне те мухтанăччĕ поэтсем.

— Çут çанталăкăн хăш вăхăтне юрататăр?

— Хăть хăш вăхăтне те. Тĕрлĕ вăхăта халалланă сăвăсене. «Кĕркунне вăй илнĕ хир енче, чĕре кĕсли салхуллăн янăрать». Ку сăвва Любовь Мартьяновăна халалланăччĕ.

— Ирĕклĕ вăхăтра мĕн тăватăр?

— Кĕнеке вулатăп. Унччен вуланисене тепĕр хут ăса хыватăп. Манăн килти библиотека пуян. Бальзака, Гюгона, Толстоя, Чехова, Бунина тепĕр хут вуласа тухрăм.

— «Çырас килмест ман тунсăх сăвăсем, анчах хăйсем килеççĕ-çке вĕсем...» йĕркесем пур сирĕн...

— Малтан хаваслисем те пулнă. Халĕ çырнисем тунсăхлăрах. Философиллĕ ĕнтĕ. «Пĕрре вуларăм — ăнланмарăм, тепре вуларăм — шухăша кайрăм, виççĕмĕш хут вуларăм та тĕлĕнсе кайрăм: чăвашла та çавăн пек çырма пулать иккен», — çырнă Аркадий Айдак 1991 çулта «Хресчен сасси» хаçатра манăн сăвăсем пичетленсен.

— Пĕччен пурăнма йывăр мар-и?

— «Пĕччен пурнăç пурнăç мар», — тесе ахальтен каламан ĕнтĕ... Никампа калаçма çук. Вăрçăнма та çын кирлĕ. Кушак та пулин кирлĕ. Эпĕ кашни çынпах чуна уçмастăп. Манăн ăнсăртран кĕмсĕрт тĕл пулнă çынсемпе калаçас килмест.

— Тавах интереслĕ калаçушăн. Пултарулăхра пысăк çитĕнÿсем, телей сунатăп.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.