«Хам Маргарита пулнине паспорт илес умĕн пĕлтĕм»
«Телей лаша мар, тÿрĕ çулпа илсе пымасть, тилхепене те пăхăнмасть», — тенĕ ваттисем. Апла пулин 79 çулти Лидия /эпĕ çаплах çыратăп ĕнтĕ, хут çинче Маргарита пулсан та/ Такташкина хăйне телейлĕ тет. Лидия Петровна Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Хурама Тăвар поселокĕнче çуралса ÿснĕ.
«Эпĕ çичĕ ачаллă çемьере çитĕннĕ. Ман умра икĕ аппа, икĕ тете пулнă. Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайнă чухне виçĕ хутчен мачаналла ывăтни халĕ те куç умĕнчех. «Çак ача телейĕпе килсен!» — терĕ... Манăн çÿç шурă тĕслĕ пулнă. Ăна каснă та аттене вăрçа çырупа ярса панă. «Эпĕ ăна пăхса савăнтăм та, хурлантăм та!» — кайран, фронтран таврăнсан, каласа панăччĕ çывăх çыннăм. Атте çапăçу хирĕнчен 1945 çулта килчĕ. Анне ун чухне ялти хĕрарăмсемпе пĕрле йĕтем çинче тырă çапатчĕ. Эх, мĕнешкел хĕпĕртенĕччĕ эпир атте вăрçăран таврăннишĕн», — çапла пуçларĕ асаилĕвне Лидия Петровна. Унтан вăл пĕр авăклăха шăпланчĕ те шывланнă куçне шурă тутăрпа шăлса илчĕ. Ача чухнехи, çамрăклăхри сăнÿкерчĕксене пăхнă май пирĕн калаçу çăмхи сÿтĕлчĕ те сÿтĕлчĕ.
«Эпĕ çуралсан атте ят çыртарма Турхана кайнă. Мана анне Лидя /Аслă Арапуç тăрăхĕнче Лидăна Лидя теççĕ — Авт./ ят хума хушнă. Атте килĕшсе тухса кайнă. «Лидя хитре ят мар, атя хам юратнă илемлĕ ят хурса парам», — сĕннĕ аттене пĕлекен ял канашĕнче ĕçлекен хĕрарăм. «Маргарита!» — тенĕ ăна. Атте киле çитнĕ çĕре хитре ята маннă. «Хĕрĕмĕре мĕнле ят çыртартăн-ха?» — ăшпиллĕн кĕтсе илнĕ мăшăрне анне. «Хитре ятах çыртарчĕç-ха, халĕ мантăм ĕнтĕ», — аванмарланнă атте. Анне вара мана хăй маларах шухăшланă пекех Лидя тесе чĕнме пуçланă. Ăна кура ыттисемшĕн те Лидя пулса тăнă эпĕ. Паянхи кунчченех Лидя, Лидя аппа. Чим-ха, малаллахине каласа парам. 7 класс пĕтернĕ хыççăн хĕр тусăмсем хулана каясса систерчĕç, пирĕн паспорт илмелле. Ак тамаша: «Сирĕн аçăрăн Лидя ятлă хĕр çук», — теççĕ паспортистсем. Хам Маргарита ятлă пулнине çавăн чухне кăна пĕлтĕм вара. Çынсем паспорт илчĕç, мана памарĕç-ха. Киле нимсĕрех кайрăм. «Сирĕн Лидя ятлă ача çук-им? Атту мана Кудряшовсен Лидя çук тесе ĕнентереççĕ», — ыйтрăм аттепе аннерен киле çитсен. Ак хайхи аса илех кайрĕ атте ял канашĕнче ят çыртарнине. Тепĕр кунхине вара Турхана аттепе кайрăмăр. Вара тинех паспортлă пултăм. Кĕçех хĕрсемпе Куйбышева çул тытрăмăр. Çулталăкран таврăнтăмăр та хамăр ялти колхозрах ĕçлеме пикентĕмĕр. 1959 çулта Аслă Арапуçри пекарньăна вырнаçрăм. Çамрăк пулнă, клуба тухкаланă ĕнтĕ. Çавăнта Михалыча /мăшăрне Иван Михайловича çапла чĕнет вăл. — Авт./ тĕл пулнă. Нумаях та çÿремерĕмĕр, 1962 çулхи нарăс уйăхĕнче пĕрлешрĕмĕр», — ку тĕле çитсен йăл кулчĕ Лидия Петровна.
Çапла, Лидия Такташкинăна паян ялта никам та Маргарита Петровна тесе чĕнмест. «Маргарита тесен пĕлмеççĕ те пулĕ. Упăшка та Лидя тенĕ те. Мана Аслă Арапуçра инке те темеççĕ — пуриншĕн те Лидя аппа эпĕ. Маргарита ят килĕшсен те вилсен палăк çине Лидия Такташкина тесех çырмалла, атту мана никам та пĕлмĕ. «Ак тата, Лидя аппа мĕншĕн урăх ят çыртарнă?» — тесе пăхса тĕлĕнсе иртĕç Аслă Арапуçсем», — чунне уçрĕ Лидия Петровна.
Мăшăрĕпе, ялти хисеплĕ çынпа Иван Михайловичпа, килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пурăннă вĕсем. Ылтăн туйне те паллă тунă. Виçĕ ача пăхса ÿстернĕ. Паян Лидия аппа 6 мăнукĕпе, мăнукĕсен 4 ачипе савăнать. «Мана лайăх пăхаççĕ, мăнукăмсем юратаççĕ. Ватă çынна тата мĕн кирлĕ? Юратнă йăмăкăмпа тата шăллăмпа килĕштеретпĕр. Аслă Арапуçа çуралнă ялăм пекех юрататăп. Кунта 1959 çултанпах пурăнатăп ĕнтĕ. Урăх нимĕн те кирлĕ мар. Пирĕн кас та аван. Çак вырăн та мана сĕре килĕшет. Çÿллĕ вырăн. Пахчана тухатăн та — лерелле хир каять. Хăй вăхăтĕнче вăрманлă тăрăхри поселокран Аслă Арапуç йĕкĕтне качча тухнăшăн питĕ хĕпĕртенĕччĕ. Вăрманлă ялта ĕç нумай пирки: «Ку вăрмантан таçта çити тарасчĕ», — тенĕ эпир хĕр чухне. «Тутăра пĕчĕкле май çыхсан пĕчĕк яла качча каятăн», — тетчĕç ватăсем. Тĕрĕс çыхасчĕ тесе явлăка самаях пăхкаланă. Пысăк яла качча каясшăн пулнă ĕнтĕ... «Астăватăп-ха: çирĕм пиллĕк çула çитнĕччĕ ĕнтĕ, чун çаплах теме кĕтетчĕ. Раштав уйăхĕнче Михалычпа тĕл пултăмăр та — çулсем тек уйрăлмарĕç. Иван Михайлович вăтăрта тин авланчĕ. Иксĕмĕр те шăпа пÿрнине кĕтнĕ ĕнтĕ. Юратсан çын телейлĕ. Кăлтăксемпе йывăрлăхсене сирсе, çĕнтерсе пыратăн. Чăн юрату çулсем иртнĕçемĕн те сÿнмест. Вăйланать, тата та çирĕпленет. Черченкĕ çак туйăм пур тăк – пурнăç хăех йĕркеленсе, майлашăнса пырать. Паллах, çемьере чашăк-тирĕк шакăртатасси те пулать. Кирек епле пулсан та пĕр-пĕрне хисеплемелле. Пĕр-пĕрне куçран пăхатăн та — йăл кулатăн. Ĕçĕ те пĕтнĕ», — вăрттăнлăхсене уçрĕ Лидия аппа.
Лидия Такташкина колхоз столовăйĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Апат пĕçерме таçта кайса ятарласа вĕренмен вăл. Кирек епле апата та юратса янтăлама хăнăхнă. Кирек хăш ĕçе те юратса, кăмăлпа пурнăçлать, тĕплĕ те тирпейлĕ тăвать. Ачисене те çаплах вĕрентнĕ. Халĕ мăнукĕсене çак вăрттăнлăхсене ăса хывма пулăшать. Мăнукĕсемпе вĕсен ачисем килнĕ çĕре унăн сĕтелĕ çинче яланах тĕрлĕ кукăль, пÿремеч, пицца пăсланать. Пушă вăхăтра ватă хаçат-журнал вулать, алĕç тăвать. Мăнукĕсен ачисем валли чăлха-нуски çыхать. Чун киленĕçĕ те пур унăн. Чăваш кĕпипе саппунне çĕлет. Капăр тума ялти чылай çынна парнелĕх çĕлесе панă. «Çынна яланах ырă тумалла, ырă сунмалла. Ырă туни таврăнатех», — тет Лидия аппа. Ватă паян тĕпкĕч мăнукне Андрее авлантарасчĕ, лайăх кин кĕртесчĕ тесе ĕмĕтленет. Кĕтме пĕлекенсем телейлĕ. Лидия Петровна вара кĕтме пĕлет. Икĕ ятлă пулниех, тен, унăн телейне упранă, куç ÿкесрен сыхланă...
Роза ВЛАСОВА.
Автор тата çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕксем