Реформăна çул панă съезд
Раштавра Пĕтĕм Раççейри судьясен IX съезчĕ иртмелле — судьясем çак форума хатĕрленеççĕ. I съезд вара шăп та лăп 25 çул каялла, 1991 çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче, уçăлнă. Иртнипе паянхин çыхăнăвĕ çирĕп — эпир чĕрĕк ĕмĕр каяллахи форум делегатĕнчен — ЧР Аслă сучĕн отставкăри судйинчен, ЧР тата РФ тава тивĕçлĕ юристĕнчен Николай Яковлевран /сăнÿкерчĕкре/ çав вăхăта, съездра сÿтсе явнă ыйтусене аса илме, унти йышăнусем суд ĕç-хĕлне мĕнлерех витĕм кÿнине хаклама ыйтрăмăр.
— Эпĕ съезда ЧССР юстици министрĕ пулнă май хутшăннă, — терĕ Николай Васильевич. — Совет самани хыççăнхи суд тытăмне тĕпрен улăштармалли куçкĕрет паллăччĕ ĕнтĕ: суд влаçне çирĕплетмелле, судьясен статусне ÿстермелле, граждансен прависемпе ирĕкĕсене суд хÿтлĕхĕпе тивĕçтермелли Конституци гарантийĕсене пурнăçа кĕртмелле. Шăпах çавăнпа судьясен съездне ирттерме йышăннă.
Съездăн йĕркелÿ комитетне туса хунă. Çумпредседателĕсем — РСФСР Аслă сучĕн председателĕ В.Лебедев тата РСФСР юстици министрĕ Н.Федоров. Кун йĕркине палăртнă: суд реформин концепцийĕ, судьясен правăпа социаллă хÿтлĕхĕ. 1991 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче съезда хатĕрленесси мĕнле пынине тишкернĕ ĕçе хăвăртлатма йышăннă. Анчах тăватă кунран, асрах-ха, ГКЧП сăлтавланă пулăмсем килсе çапрĕç, съезд ирттерес тĕлĕшпе йывăрлăхсем тухса тăчĕç. Çапах юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче съезд уçăлчĕ-уçăлчех.
Паян та куç умĕнче: 10 сехетре Политканаш çурчĕ пулнă кермене Б.Ельцин, В.Лебедев, Н.Федоров кĕчĕç — судьясен I съезчĕ ĕçлеме пуçларĕ. Унта 539 делегат пухăннăччĕ. Малтанхи кун РСФСР Аслă сучĕн председателĕ, юстици министрĕ, делегатсем докладсем турĕç. Иккĕмĕш кунĕнче секцисене пайланса ĕçлерĕмĕр. Паллах, съезда Раççей Президенчĕ Б.Ельцин уçрĕ. Унăн сăмахĕнчи тезиссене лайăх астăватăп. Суд реформин пĕлтерĕшĕ — вун-вун çул тоталитарлă система хĕç-пăшалĕ пулнă киревсĕр правосудие демонтаж тăвасси. Вăйлă суд реформăсен тапхăрĕнче обществăри лăпкăлăхпа хăрушсăрлăха тивĕçтерме май парĕ, вăл Раççей пĕрлĕхĕн гаранчĕ пулĕ. Паян кашни çын хÿтлĕх тупма пултаракан тĕрĕс те вăйлă суд кирлĕ... Борис Николаевич суд реформин концепцине Аслă Канаш сессийĕнче тишкересси, çакă пĕлтерĕшĕпе экономикăпа тата политикăпа çыхăннă ыйтусемпе тан пулни çинчен каларĕ. "Манăн шухăш — судăн аслă юрисдикцине йышăнмасăр Раççей патшалăхлăхĕ те çирĕпленеймĕ. Вăйлă тата никама пăхăнман суд влаçĕсĕр Раççейĕн саккун кăларакан тата ĕç тăвакан вăйлă та тухăçлă влаç юпписем те пулмĕç, çавăнпа эпир анлă та тĕплĕ реформăсен никĕсĕ çинче судсене, юстици органĕсене çирĕплетессишĕн çине тăратпăр", — терĕ Президент.
Аслă суд председателĕ В.Лебедев "Суд реформи — демократи çулĕ" темăпа доклад турĕ. Вăл та судьясен тата юстици органĕсен хутшăнăвĕсене йĕркелемесен вĕсен никама пăхăнманлăхне тивĕçтерме май çукки çинчен каларĕ. Судьясен ĕçне вĕсен пăрахăçланă йышăнăвĕсен шучĕпе кăна хаклани судьясене хăйсене çирĕп туйма, вĕсене аталантарма чăрмантарать.
Ун чухне хăшпĕр регионта суд инстанцийĕсен хушшинче пăхăну пулнă, çÿлтен процеспа килĕшсе тăман хушусем панă. Акă мĕншĕн Лебедев тĕрлĕ инстанци сучĕсен хутшăнăвĕсенче процеса йĕркелекен саккунсемпе çирĕплетнĕ йĕркеллĕ формăсемпе кăна усă курмалли пирки каларĕ. Саккунпа мĕнле усă курас тĕлĕшпе Аслă суд пленумĕ кăна сĕнÿсем пама пултарать.
Юстици министрĕ Н.Федоров хăйĕн "Тĕп ыйту — влаç ыйтăвĕ" докладĕнче суд системин пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕ. "Суд системине тивĕçлĕ шая тавăрни патшалăх ĕçченĕсене пĕтĕм тĕнче пĕлекен чăнлăха шута илме хистет: влаçăн пĕртен-пĕр никĕсĕ — суд. Мĕнпур ытти учреждени — прокуратура, следстви, адвокатура — суд влаçĕн туллилĕхне тивĕçтерме кăна, унпа влаç пайлама мар. Прокуратурăн патшалăхри, право тытăмĕнчи вырăнне уçăмлатмасăр Раççейре чăн-чăн суд влаçĕ пулмĕ. Эппин, прокурорăн "аслă" надзорне пăрахăçламалла, прокурор суда, суд акчĕсен саккунлăхне сăнаса тăнипе çыхăннă право атавизмĕнчен хăтăлмалла. Йышăнусем саккунлă пулнине аслăрах судсем тĕрĕслесе тăма тивĕç".
Докладсене сÿтсе явнă май 21 делегат сăмах илчĕ. Çав шутра — Чăваш Ен Аслă сучĕн членĕ Н.Ванямов, вăл суд реформин концепцине ырласа калаçрĕ.
Иккĕмĕш кунне ирхине Чăваш Республикинчен кайнă делегатсене Н.Федоров Юстици министерствине хăнана чĕнчĕ. Чейпе сăйланнă май судьясен съезчĕ пирки те калаçу пулчĕ. Эпĕ тата Çĕнĕ Шупашкар хула сучĕн председателĕ В.Кузнецов меллĕ самантпа усă курса химиксен хулин сучĕн çуртне тумалли пирки сăмах пуçартăмăр. Министр килĕшрĕ, пысăк çав объекта тума кайран та пулăшса пычĕ. Николай Васильевич Раççей шайĕнчи постсенчен кайнă май вара çав çурт строительстви вăрахлăха чарăнса ларнăччĕ.
Съезд патне таврăнас тăк — унта судьясен пĕрлĕхĕн суйлакан органне — Судьясен канашне — йĕркелеме йышăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕршыври суд реформине ирттерме пулăшассине, судьясен интересĕсене хÿтĕлессине çав канаш тивĕçĕсен шутне кĕртрĕмĕр. Съезд тунă заявленире çапларах йĕркесем пулнă: "Вăйлă, никама пăхăнман тата тĕрĕс судсăр Раççейре право патшалăхне йĕркелеме май çук. Тоталитарлă системăна кунашкал суд кирлĕ пулман. Суд тĕлĕшпе патшалăх влаçĕн çĕнĕ органĕсен енчен те курăмлă улшăнусем пулмарĕç. Çынна ирĕклĕх пама йышăнтăмăр пулсан шăпах суд влаçĕ çак ирĕклĕхĕн шанчăклă гарантийĕ пулса тăрать. Вăл никама пăхăнман, саккун кăларакан тата ĕç тăвакан влаçсемпе тан вăй пулнине çирĕплетмелле. Çакă куçăм тапхăрĕнче, халăх суйлакан органсем çирĕпленсе ĕлкĕреймен тата управлени органĕсен енчен никам тĕрĕслесе тăман витĕм пулма пултаракан вăхăтра, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ".
Вăхăт нумай та иртмерĕ — 1991 çулхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче РСФСР Аслă Канашĕ "Суд реформин концепцийĕ çинчен" йышăну турĕ, 1992 çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче вара "Раççей Федерацийĕнчи судьясен статусĕ çинчен" саккуна, ытти саккун актне йышăнчĕ.
1991 çултанпа Пĕтĕм Раççейри судьясен съезчĕ сакăр хут иртрĕ. Çитес IX пĕлтерĕшĕ те пысăк пуласса, судьясен пĕрлĕхне пăшăрхантаракан ыйтусене татса пама пулăшасса шанатăп.
Николай ДМИТРИЕВ