Комментировать

19 Окт, 2016

Асрах-ха çав турнир

1980 çулсен варринче Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ «Урожай» физкультурăпа спорт обществин республикăри канашĕн ертÿçисем В.С.Шоркинпа Р.Я.Камалетдинов пуçарнипе «Коммунизм ялавĕ» /1991 çултанпа — «Хыпар»/ хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Шупашкарта тата Улатăрта иртнĕ пирвайхи турнирсем Раççейре кире пуканĕ спорчĕн аталанăвĕн историне яланлăхах кĕрсе юлчĕç. Чăвашсен тĕп хаçачĕ çĕршыври тимĕр вăййине юратакансен ăсталăхĕпе пултарулăхне ÿстерме пулăшакан массăллă информаци хатĕрĕ пулса тăчĕ.

30 çул каялла Вăрнар районĕнчи культура çуртĕнче иртнĕ III турнира лайăх астăватăп. Ун чухне ăмăртăва Атăл тăрăхĕнчи 102 пăхаттир вăй виçрĕ. Чылай виçере чăваш спортсменĕсемпе Мари, Мордва, Тутар республикисенчи тата Ульяновск облаçĕнчи атлетсем кĕрешрĕç. 18 çултан кĕçĕнрех яшсен хушшинче хăйсен ăсталăхĕпе хăнасем тĕлĕнтерчĕç. Çăмăлрах виçесенче пĕрремĕш вырăнсене Тутарстанри Кукмар поселокĕнчи Ильсур Хадеевпа Юрий Демьянов тата Брежнев хулинчи /1991 çултанпа — Çыр Чаллă/ Николай Смирнов йышăнчĕç. 80 килограмлă тата чи йывăр виçере Патăрьел районĕнчи Владимир Кутузовпа Кÿкеç поселокĕнчи Игорь Кузьмин çĕнтерчĕç. 24 килограмлă снарядсене çĕклессипе çавăн пекех Тăвай районĕнчи Александр Шаклинпа Эдуард Сорокин тата Етĕрне тăрăхĕнчи Сергей Федоров палăрчĕç.

Арçынсем яланхи пекех икĕ пăтлă /32 кг/ кире пуканĕ йăтрĕç. 60 килограмлă виçере «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн Мари АССР чемпионĕ, СССР спорт мастерĕ Александр Замков тата Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишек ялĕн каччи Иван Майков тупăшрĕç. Пĕрремĕш хăнăхтарура, икĕ снаряда кăкăр çинчен тĕртсе, Йошкар-Олари милици лейтенанчĕ А.Замков çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш хăнăхтарура тата икĕ енлĕ кĕрешÿре пуринчен те нумайрах очко пухса спорт мастерĕн кандидачĕ И.Майков мала тухрĕ. 70 килограмлă виçере Патăрьел районĕнчи пăхаттир, Европăн пулас чемпионĕ Борис Глинкин пĕрремĕш пулчĕ. Вăл ун чухне Тăвайри паллă педагогăн, РСФСР чемпионĕн А.Пимулинăн рекордне çĕнетрĕ.

Тепĕр виçере Тутар, Мордва тата Чăваш АССР чемпионĕсем Владимир Федоров, Александр Якунчев, Альфред Пимулин тата Атăл тăрăхĕнчи ытти пăхаттир вăй виçрĕ. Çивĕч кĕрешÿре Кукмар поселокĕнчи В.Федорова çитекенни пулмарĕ. 90 килограмлă виçере «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн тĕп парнине виççĕмĕш хут Елчĕк районĕнчи спорт мастерĕ, РСФСР рекордсменĕ Анатолий Горшков çĕнсе илчĕ. Чи йывăр виçеллĕ спортсменсен йышĕнче малти вырăнсене Тутарстанри Александр Вачурин, Мари Эл рекордсменĕ Николай Васильев тата Куславккари Бронислав Чернов йышăнчĕç.

Вăрнар поселокĕнче иртнĕ ăмăрту спорт уявне çаврăнчĕ. Шăматкун каçхине районти артистсемпе искусствăсен шкулĕн вĕренекенĕсем пысăк концерт кăтартрĕç. Культура çуртĕнче иртнĕ ăмăртăва Вăрнар тăрăхĕнчен тухнă атлетсем — штанга йăтассипе тĕнче рекордсменĕ Виктор Андреев, самбо енĕпе Пĕтĕм Союзри спартакиада чемпионĕ Владимир Белов тата çĕршыври паллă ытти спортсмен та хутшăнчĕ.

Петр СИДОРОВ

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.