Комментировать

15 Окт, 2016

Мăшăр кăвакарчăн

Сенкер тÿпе пек кăвак куçсем, çÿхе тута, сарă çÿç, уйăх пек çутă сăн. Капрон тутăрне хыçалалла тирпейлĕн çавăрса çыхнă. Таврари ялсенчен туй курма килнĕ хĕрсем хушшинче вăл темле уйрăларах тăрать. Çирĕм пиллĕкри каччă пĕр çĕртех хытса тăнă. Ăçтисем вăл, хăш ялтан? Аркадий ун çинчен пач куçне илмест. Çу-ук. Нихăçан та, никама та памĕ ăна. Ку хĕр — унăн шăпи. Унăн телейĕ. Пĕр-икĕ уйăх пек çÿресен 1965 çулта Аркадипе Людмила пĕрлешеççĕ. Шурă халатлă медсестра — Чурачăк хĕрĕ.

Людмила Константиновна Çĕрпÿ районĕнчи Пурсайкассинчи медпунктра пенсие кайичченех ĕçленĕ. Мăшăрĕ Аркадий Артемьевич Артемьев 1940 çулта çуралнă. Ашшĕнчен çулталăкра юлнăскер ăна пачах та астумасть. Артемий Степанович Степанов 1942 çулта вăрçăра вилет. Перасковья Сильвестрова виçĕ ачапа тăрса юлать.

Çурçĕр иртни пĕр сехетре Вутлантан Канаша çити кăçатă сутма çурран кайнă. Аркадий пĕчĕклех уйра пучах пуçтарнă, вунтăватă çула çитсен лашасемпе выртмана çÿренĕ. Салтака кайиччен электрике вĕренсе тухнă вăл. Çартан таврăнсан нумай çул колхоз, унтан совхоз комплексĕн бригадирĕнче тăрăшать. Ахальтен мар вăрçăра паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ ашшĕн ячĕ те, унăн хăйĕн ячĕ те «Астăвăм» кĕнекене кĕрсе юлнă. Ылтăн саспаллиллĕ хулăн кĕнекере — сумлă çынсен ячĕсем. Аркадий Артемьевич ĕçĕ-хĕлĕ пирки унта кĕскен çырнă. Унăн ĕçне правительство пысăка хурса хакланă. Медалĕсем пĕрре кăна мар, 1972 çулта ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ парса чысланă.

Кашни çынпа кăмăллăн ка­лаçма, пĕр чĕлхе тупма, ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пыма пултарнă вăл. Çăмăл пулман паллах, анчах вăл кирек епле лару-тăруран та, хăшне ятласа, теприне илĕртсе ĕçлеттерме пултарнă. Ялсенчи лару-тăрăва тĕрĕслесе тăнă. Пурсайкасси, Йÿçкасси, Вутлан уйĕсенче çĕрле виçĕ сехетре тăрса имçам саптарнă. Совхоз директорĕ Василий Артемьевич унăн ĕçченлĕхĕпе пултарулăхĕнчен тĕлĕннĕ те, савăннă та. «Эсĕ пулсан пире агроном та, зоотехник те кирлĕ мар», — тенĕ. Çĕрпÿ районĕнчи ял тăрăхĕсем ирттерекен ăмăртура вăл «чи лайăх староста» ята çĕнсе илнĕ. Спорта юратаканскер ывăлĕсемпе футболла выляссине йĕркелесе янă, ертÿçĕсем вĕсене спорт костюмĕсем туянса панă.

— Ачасем ÿснине курман эпĕ, — тет кил хуçи. — Кăвак çутăлла тухса кайнă, çемье çывăрнă чухне çеç киле çитсе кĕнĕ. Йывăрлăхĕ ытларах мăшăрăма лекнĕ.

Йăхран йăха пырать пулас ку. Аркадий Артемьевичăн аслашшĕ те питĕ ĕçчен çын пулнă. 1930 çулсенче вĕсене «раскулачить» тунă. Вăл лартнă çурт халĕ те упранать-мĕн. Хăй вăхăтĕнче унта библиотека пулнă, çын татăлман.

Юнашар çуртра ывăлĕ Валентин хăй çемйипе пурăнать. Вĕсен кинĕ те питĕ маттур, вăл — вĕрентекен. Икĕ лаша, 80 сурăх усраççĕ çамрăксем. Ĕçрен хăрамаççĕ.

Çăмăл пулман паллах. Çур ĕмĕр ытла пурнăç лавне пĕрле туртса пынă чухне тем те пулнă, темĕн те тÿснĕ. Ĕçчен, таса чунлă чăвашсем халĕ те ĕçсĕр лармаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, ачисене, мăнукĕсене пулăшаççĕ. Шăпăрланĕсем пĕтĕмпе вуниккĕн.

— Йывăрлăхсене епле çĕн­тертĕр-ха? — пĕлес килчĕ çавах та.

— Пĕр-пĕрне вăхăтра каçарма пĕлнĕ, ăнланма тăрăшнă, — именчĕклĕн кулса хуравлать кил хуçи хĕрарăмĕ.

Вĕсемпе килĕшмелле. Ĕлĕкхи çынсем чăннипех те хальхисенчен уйрăлса тăраççĕ пулĕ. Юратăва упранă, пурнăçа хакланă. Хăйсенчен аслисене хисепленĕ.

Аркадипе Людмила çине пăхатăп та, темшĕн мана вĕсем мăшăр кăвакарчăна аса илтереççĕ. Сывлăхпа пурăнăр, ĕçчен чăвашсем! Таймапуç сире!

Лидия САРИНЕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.