Комментировать

14 Окт, 2016

Лапсăркка йăмра вăрттăнлăхĕ

Аслă Арапуçпа Анат Чакă тĕлĕнчен юхса иртекен Пăла шывĕн икĕ хĕррипе те йывăç ÿсет. Ватăсем аса илнĕ тăрăх — маларах ку юханшыв туллирех, сарлакарах пулнă. Унта хĕрсемпе каччăсем кимĕпе ярăннă. Анат Чакăри Арманкасси тĕлĕнчи ватă йăмра ыттисенчен уйрăларах тăрать. Çÿллĕрех те, сарлакарах та вăл. Ăна виçĕ çын пĕрле тăрсан та ытама илеймест... Пĕр ĕмĕр ытла ÿсет вăл Пăла хĕрринче.

Эпĕ те тăрса пăхрăм ун айне. Тунмастăп: хама сĕре пĕчĕк çын пек туйрăм. Çапах вăй-хал хушăнчĕ, мăнаçлăх туйăмĕ çуралчĕ... Чăн та, сывлăш та урăхларах кунта, темĕнле хăват пур пек туйăнать. Пулмасăр! Ватă çак йăмрана Раççейри «Йывăçсем — çут çанталăк палăкĕсем» программăпа килĕшÿллĕн 2013 çулхи чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче çĕршыври чи ватă йывăçсен шутне кĕртнĕ. Анкета номерĕ — 270. Йăмра хăйĕн çулĕпе кăна палăрмасть. Кунта Чăваш Енри паллă çынсем тĕл пулнă, искусствăпа культура çинчен калаçнă. 1908 çулхи çулла Аслă Арапуç тăрăхне Петр Пазухин патне хăнана килнĕ Константин Иванов çак йывăç айĕнче хăйĕн тусне тин çеç çырса пĕтернĕ «Нарспи» поэмине вуласа панă. Кун çинчен мана Анат Чакăра пурăнакан, «Малалла» хуçалăхра инженерта ĕçлекен Николай Пазухин каласа кăтартрĕ.

«Петр Васильевич асаттен Емельккан /Емельян Васильевичăн/ тетĕшĕ пулнă. Вăл 1888 çулта çуралнă, асатте 1890 çулта çут тĕнчене килнĕ. Асаттен 10 ача пулнă. Пирĕн атте тĕпкĕчĕ шутланнă. Атте каласа панă тăрăх — Петр Пазухин Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче Иван Яковлев патĕнче вĕреннĕ. Сĕрме купăс, хуткупăс ăста каланă. Çав вăхăтрах ытти вĕренекенпе пĕрле халăх юрри-кĕввине çырса илнĕ. Вĕсенчен чылайăшне Иван Яковлев 1908 çулта Чĕмпĕрте кăларнă «Чăваш халăх сăвви-юррисем» пуххине кĕртнĕ. Петр Васильевич вилĕмсĕр «Нарспи» авторĕпе Константин Ивановпа питĕ туслă пулнă. Ун патне Слакпуçа пĕрре çеç мар кайса курнă. Кĕçтентти те тусĕн ялне Анат Чакка килнĕ. Манăн мăн асатте ĕçчен чăваш пулнă. Икĕ ăйăр тытнă. Пĕр ăйăрĕпе канмалли кунсенче, каникулсенче Чĕмпĕре Петр Васильевича илме тухса кайнă. Тепĕр ăйăрне сĕлĕ парса лайăх пăхма хушса хăварнă. Ăна пулас учителе леçме кайма хатĕрленĕ.

Арманкасси тĕлĕнче Пăла çинче шыв арманĕ пулнă. Ăна вырăс тытнă. Унтан инçех мар — вăйă вырăнĕ. Петр Пазухин та яш-кĕрĕмпе, хĕр-упраçпа пĕрле вăййа тухнă. Ĕлĕкхи çамрăксен таканкка сикесси чун йăпатмăшĕ пулнă. Петр Васильевич лапталла выляма юратнă. Яла каникула таврăнсан вăл пуçарнипе арçын ачасем темчченех ăмăртнă. Петр Пазухин Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухсан Элĕкре, Етĕрне тăрăхĕнче учительте ĕçленĕ. Ялта халăха хутла вĕренме чĕнсе каланă. Çакă вырăнти пачăшкăсене килĕшмен. Çавăншăнах ăна вĕсем пĕрремĕш тĕнче вăрçине ямалла тунă. Унта вăл подпоручик пулнă. 1917 çулхи утă уйăхĕнче пуç хунă. Петĕр çуралса ÿснĕ, пурăннă çурт вырăнĕнче шăллăм Вячеслав Михайлович çĕнĕ пÿрт лартрĕ. Эпĕ тĕп килтен уйрăлса тухрăм. Шăллăмсем Шупашкар районĕнче пурăнаççĕ. Каярахпа кунта куçса килеççĕ ĕнтĕ, хальлĕхе дача пек усă кураççĕ. Хăй вăхăтĕнче Петр Пазухинăн ятне хамăр ялти чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Иван Пахомов нумай çĕклерĕ. Иван Иванович пуçарнипех Петр Васильевичăн 100, 110, 115, 125 çулхи юбилейĕсене сумлăн палăртрăмăр. Вăл пурăннă çурт çине Асăну хăми вырнаçтартăмăр. Ялта райпо тытăмĕнче ревизорта ĕçленĕ Кузьма Федоров Петр Пазухина курни, пĕлни пирки калатчĕç. Шел, унран ыйтса, çырса юлман. Йăмра вара эпĕ ача чухнех лапсăрккаччĕ. Халĕ те пурăнать-ха вăл. Тăррисем кăштах хăрнă ĕнтĕ», — ватă йывăç патне илсе кайсах паллаштарчĕ мана Николай Михайлович.

1909 çулта Петр Пазухин Чĕм­пĕрти чăваш шкулĕн икĕ класлă училищинче ĕçлеме пуçланă. Унта вăл И.Ефимов-Тăхтипе паллашнă. Училищĕре — ачасен, ялта аслисен хорĕсене йĕркеленĕ. Ял халăхĕ чиркĕве мар, Пазухин хорне çÿреме пуçланă. Çакă ялти Александр Левашов пупа тарăхтарнă, вăл ăна ура хума тăрăшнă. Петр Васильевич çав-çавах çине тăрса ĕçленĕ. Турай, Шăмат, Выл пасарĕсенче пулса халăх калаçăвне çырнă, тури чăвашсен сăмах вĕççĕн çÿрекен пуянлăхне пухнă, вĕсене Иван Яковлев патне çитернĕ. 1912 çулта Чĕмпĕрте «Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним, собранных П.В.Пазухиным» кĕнеке пичетленнĕ. Унта 100 ытла юрă кĕнĕ. Çав вăхăтрах вăл революциллĕ содержаниллĕ литературăна халăхра сарнă. Фольклорист, поэт ялта «Çăлкуç» хор йĕркеленĕ /каярахпа вăл Пазухин ячĕллĕ пулнă/. Пурăна-киле «Асамат» ята илнĕ. П.Васильевăн 2014 çулта «Советская Чувашия» хаçатра пичетленнĕ «Паллă вырăнсенчи йывăç» статйи тăрăх — Петр Пазухин Чĕмпĕрте Константин Ивановпа пĕр ушкăнра вĕреннĕ. Пулас классике вăл каникул вăхăтĕнче Патăрьел районĕнчи Анат Чакка хăнана илсе килнĕ. Вĕсем Пăла хĕрринче каннă, пулă тытнă, асăннă йăмра айĕнче искусство çинчен калаçнă, хăйсен сăввисене вуланă. Çамрăксен каçхи вăййинче шăраннă юрăсене çыра-çыра илнĕ. Константин Иванов Анат Чакка виçĕ хутчен килнĕ. Петр Пазухинпа савнийĕн Лизăн шăпи Нарспипе Сетнерĕнни пекех килсе тухнă. Петĕр — поэт, Лисук чаплă тĕрĕ ăсти пулнă. Вĕсене нумайăшĕ ăмсаннă. «Пазухин революциллĕ литература сарать», — тесе евитленĕ хыççăн Петр Васильевича çара ăсатнă. Вĕсем пĕр-пĕрин патне янă çырусене те илеймен. Петĕр вилни çинчен пĕлтерекен çырăва кăна илнĕ Лисук. Хĕр хурлăхлă хыпара илтнĕ хыççăн пурнăçран уйрăлнă.

Николай Пазухин каланă тăрăх — пушар вăхăтĕнче Петр Васильевичăн ал çырăвĕсен пĕр пайĕ, икĕ арча, çунса кайнă. Çакăншăн Петĕр питĕ куляннă. Ун хыççăн тата та çине тăрса ĕçлеме пуçланă. Вăл вăрçăра пуç хурсан вара унăн архивĕ ют алла куçнă-мĕн. Лешсем ăна лаша урапипех турттарса кайнă.

Петр Пазухина ентешĕсем манмаççĕ. Аслă Арапуç ялĕнчи таврапĕлÿ музейĕнче ун пирки пысăк стенд хатĕрленĕ. Ялти вулавăшпа шкулта та ун пирки материалсем пухнă. Культура ĕçченĕсемпе вĕрентекенсем тăрăшнипе çамрăксем те ку тăрăхран тухнă паллă фольклорист çинчен пĕлеççĕ. Аслă Арапуç ял тăрăхĕнчи /Анат Чакă çак ял тăрăхне кĕрет/ ватăсем аса илнĕ тăрăх — маларах Петр Пазухин çинчен ытлах пĕлмен. Иван Пахомов /вăл «Хыпар» хаçатăн штатра тăман хастар корреспонденчĕ пулнă/ Петр Пазухинăн ят-шывне çĕклессишĕн нумай тăрăшнă. Ялсенче çавăн пек пуçаруллă çынсем пурри мĕн тери аван. Асăну хăмин пĕлтерĕшĕ те калама çук пысăк. Манăн шухăшпа, ялсенчен тухнă паллă çынсем çинчен, вĕсем пирки тăванĕсем аса илнисене хаçат-журналта çырсах тăмалла. Çакă нихăçан та ытлашши пулмĕ.

Эпĕ вара чăваш поэзийĕн классикĕн Константин Ивановăн тата Анат Чакă ялĕнчен тухнă фольклористăн Петр Пазухинăн йĕрĕсемпе хаваспах çÿрерĕм. Вĕсен çутă ĕмĕчĕсемпе вăрттăнлăхĕсене Пăла хĕрринче ÿсекен лăпсăркка йăмра паянхи кунчченех упранăн туйăнчĕ. Йăмра çумĕнче, Пăла хĕрринче яшсемпе хĕрсем вăйăра савăнни куç умне тухрĕ:

«Чăрăш кĕлет, сар кĕлет,

Тăрри чăнки килĕшет.

Эпир вăйă выляни

Питрав каçчен килĕшет.

Тислĕк çинчи кăмписем

Тирĕк пулса лараççĕ,

Вăййа тухман хĕрĕсем

Карчăк пулса лараççĕ», — ян та ян илтĕнчĕ Петр Пазухин çырса илнĕ юрă, хир, Пăла тăрăх кайса инçете сарăлчĕ.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.