Килти вăрлăх лайăхрах
Халĕ лавккаран темĕнле чечек-курăк, пахчаçимĕç вăрри те туянма пулать. Укçуна çеç хатĕрле. Анчах пахчаçăсем килте хатĕрленĕ вăрлăх пахарах пулнине пĕлтереççĕ. Вăл шăпах хамăр тăрăхри условисенче çитĕннĕ пахчаçимĕçрен-çке. Хитре ÿкерчĕклĕ хутаçри вăрлăха туянма ан васкăр. Хамăрах вăрлăх хатĕрлесе пăхар-ха.
Тутлă пăрăç е йÿçĕ пăрăç вăррине хатĕрлеме ансат. Пăрăçа тăрăхла çурмалла та ăшă çĕрте икĕ-виçĕ кун тытмалла. Унтан ăна хут çине тытса силлемелле. Вăрă çăмăллăнах тăкăнать, ăна ăшă çĕрте /вĕрире мар/ типĕтмелле. Вăрăна авсан хуçăлать тăк вăл упрама хатĕр.
Пăрăç вăрри пулса çитнине тĕрĕслемелли ансат меслет: варринчен çурнă çимĕçрен пĕр-икĕ вăррине çыртса пăхăр. Хытă пулсан — вăрлăха юрăхлă. Вăрăсем çемçе тĕк — вăрлăха юрăхсăр. Вĕсем шăтса савăнтараймĕç.
Чи паха вăрлăх чи малтан пиçнĕ çимĕçрен мар, вăтам вăхăтра пиçнисенчен пуçтарни. Енчен те пахчана гибрид вăрă акнă пулсан вĕсенчен вăрлăх хăвармалла мар. Мĕншĕн тесен гибридăн «ачисем» амăшĕн пахалăхне упраймаççĕ. Гибрид вăрă хутаçĕсем çинче F1 паллă пур.
Пахчара тутлă пăрăçа хаяр пăрăçпа юнашартарах лартнă пулсан та вăрлăх «таса» пулаймĕ. Пăрăç хăйĕн чечекĕсенчен çеç мар, ыттисенчен те шăркаланса пĕтĕçленет. Çавăнпа «хутăш» вăрлăх пулма пултарать. Тутлă пăрăç вырăнне хаярри çитĕнме пултарĕ.
Кавăн вăррине хатĕрлеме те ансат. Сывă, лайăх çитĕннĕ, тĕсĕпе илемлĕ кавăна суйламалла. Вăрлăха çанталăк шăнтиччен пуçтарса упрама хунă çимĕçрен илмелле. Пĕр уйăх пек выртнă кавăна касатпăр та çимĕçне апатра усă куратпăр. Вăррине пуçтарса илетпĕр, сивĕ шывпа çăватпăр, чи пахисене суйласа хăваратпăр. Ăшă çĕрте типĕтетпĕр. Кавăн вăррин шăтаслăхĕ çичĕ çула яхăн упранать. Икĕ çул упраннă вăрлăх — чи лайăх шăтаканни. Вăрлăх ытлашши ăшăра выртсан унăн шăтаслăхĕ хăвăрт пĕтет, упранакан çĕрте 16-18 градус ăшă, вăтам нÿрĕклĕх пулмалла.