Манăçми ĕçтешсем
Вăрнар районĕнчи Калинино шкулĕн педагогĕсем унчченхи ăрăва та манмаççĕ, кашни уяврах тивĕçлĕ канăва тухнă учительсене саламлаççĕ. Концертпа, тутлă апат-çимĕçпе, парнепе савăнтараççĕ. Вĕрентекенсен кунĕччен пĕр кун маларах та шкула пухрĕç хăй вăхăтĕнче ачасене пĕлÿ панă педагогсене. Ветерансен савăнăçĕ виçесĕр пулчĕ.
— Çакăн пек хисеп туни чун-чĕререн савăнтарать. Апла-тăк пире чăнласах та манмаççĕ, куншăн тайма пуç сире, ĕçтешсемпе çамрăксем! — терĕç шывланнă куçĕсене сăмса тутрисемпе шăлнă май.
— Пирĕн шкулта ĕçленĕ педагогсем — кашни ахах пĕрчи. Эсир кашни ачана ăс-тăн парас тесе ырми-канми тăрăшнине эпир кăна мар, кунтан вĕренсе тухнисем те лайăх пĕлеççĕ. Эпир сире нихăçан та манас çук, — терĕ шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова.
Леонид Мефодьевичпа Роза Алексеевна Мефодьевсене те уяв питĕ килĕшрĕ. «Çынна ырă туни ырăпах таврăнать теççĕ те, çаплах иккен», — терĕç вĕсем.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Роза Алексеевнăн вĕренекенĕсем олимпиадăсенче районта çеç мар, республикăра та яланах малти вырăнсенче пулнă. Унсăр пуçне вăл чăвашлăх аталантăр, атте-анне чĕлхи ан манăçтăр тесе ырми-канми тăрăшнă. Кашнине хаçат-журналпа, кĕнекепе туслаштарнă. «Вуламасан сăмах тĕшши те пуян пулаймĕ, тавракурăм та аталанаймĕ», — тенĕ вăл яланах.
Ют çĕршыв чĕлхине вĕрентнĕ Зинаида Ильинична Еремеева... Стена çинчи кадет тумлĕ ачасен сăнÿкерчĕкĕсене куç илмесĕр пăхать. «Шкулта кадет юхăмне манăн класран пуçласа ячĕç. Чăнах та, ачасем пултаруллăччĕ. Вĕренÿре кăна мар, спортра та. Ытти ăмăртура та хастарччĕ. Мускавран Раççей шайĕнчи кадет ăмăртăвĕнчен пĕрремĕш вырăнпа таврăнчĕç. Кур-ха, халĕ авă ман çине епле савăнăçлăн пăхаççĕ. Ĕнтĕ вĕсем шкултан тухса кайрĕç... Ку ушкăнран Саша Воробьев çар пурнăçне суйларĕ, вĕсен командирĕ Дина Павлова тухтăра тухасшăн. Алексей Константинов вара — пулас инженер... Пурте Тăван çĕршыва юрăхлă çын пулнишĕн чунтан хĕпĕртетĕп», — терĕ Зинаида Ильинична çаплипех стендсен çумĕнчен пăрăнаймасăр.
Тахçанах шкултан вĕренсе тухнă, халĕ Мускавра пурăнакан Владислав Алексеевич Борисов подполковник Людмила Александровна Ивановăна шыраса тупнă.
— Людмила Александровна, Эсир мана тÿрех палласа та илеймерĕр ĕнтĕ. Комсомольски тăрăхĕнчен эпĕ. Вăл вăхăтра пире математикăна вĕрентеттĕр. Питĕ юрататтăмăр сире. Ырă кăмăлăршăн, ĕçченлĕхĕршĕн. Кашнине тарăн пĕлÿ парасси — Сирĕн тĕп тĕллевччĕ. Унтанпа нумай шыв-шур юхрĕ, Эсир те авă Калинино шкулне куçнă. Сире шыраса тупрăмах! Тавах пуриншĕн те! — тенĕ подполковник телефонпа уяв ячĕпе саламласа.
Заря Филипповна Тихоновăна та хулана тухса кайнă кашни ача аса илсе тав сăмахĕ каланă. Вăл чăваш ачисене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. «Сирĕн чăвашла çеç мар, вырăсла та таса та хитре калаçмалла, пĕр йăнăшсăр çырмалла. Çав вăхăтрах атте-анне чĕлхинчен писмелле мар, ăна пушшех аталантармалла. Ыттисене тĕслĕх кăтартса хулара та чăвашла пуплемелле», — ăс панă педагог вĕренекенсене. Чăнах та, Калинино шкулĕнчен вĕренсе тухнă ачасем аслă шкулта та хисепре пулнă. Чăваш ачисем вырăсла хитре калаçни, тĕрĕс çырни преподавательсене пĕр тĕлĕнтернĕ, пĕр савăнтарнă.
Елена Дмитриевна Лотряпа Фаина Ананьевна Тимофеева та пĕрле ĕçленĕ ĕçтешĕсемпе çак кун кăмăлĕ туличченех калаçрĕç.
Шел, Шупашкарта пурăнакан Раиса Михайловна Ананьева çеç килсе çитеймерĕ уява. Апла пулин те салам сăмахĕсĕр хăвармарĕç ăна. Телефонпа ăшă сăмахсем каларĕç. Иван Михайлович Смирнов яланхиллех купăсне тăсса ячĕ. Ушкăнпа юрă саламĕ шăрантарчĕç. «Тунмастăп, куççулĕме тытса чараймарăм... Чупса пырса сирĕнпе ларăттăм, савăнăттăм, юрлăттăм. Çамрăк чухне хамăн та çапла сасă уçă та янăравлăччĕ. Иван Михайлович вара халĕ те илемлĕ юрлать, унчченхиллех. Маттур. Ĕнтĕ сакăр теçетке урлă каçрăм. Уявра мана аса илнишĕн чунтан тав тăватăп. Сирĕн ăшă сăмахăрсем чĕрене сарă çу евĕрех ирĕлтерчĕç, пурăнма вăй-хăват парнелерĕç. Эпĕ кун кĕнеки çырса пынине пĕлетĕр вĕт-ха, паян унти шурă хута хуратса савăнăçлă саманта палăртса хурăп. Сире куç умне кăларса çав йĕркесене кашни кун вуласа савăнăп», — терĕ Раиса Михайловна хĕпĕртесе.
...Ĕмĕр тăршшĕпе ачасене тарăн пĕлÿ парса тивĕçлĕ канăва тухнă учительсене те, паян та çак пысăк лава туртса пыракан педагогсене саламлакан нумай пулчĕ.
Авă Руслан Власов та учительсене асра тытса пысăк парне тунă. Вăл шкула вăтăр сакăр пинлĕх спорт хатĕрĕсем парнеленĕ. Чун ыйтнипе, хистенипе, ачасемпе педагогсене хисепленипе, шкула манманнипе...
— Хăй вăхăтĕнче эпир волейболла выляса районта çеç мар, республикăра та палăрнă. Ытти спорт енĕпе те пĕрре мар çитĕнÿ туни халĕ те асра. Апла пулсан паян та спорт вĕренÿпе танах пытăр. Кирек ăçта та хутшăнса çĕнтермелле пултăр, — тенĕ вăл.
Руслан хăй вăхăтĕнче турник çинче туртăнса пысăк кăтартусемпе савăнтарнă.
— Пурте пĕрле кар тăрса ĕçлесен çеç эпир çĕршывшăн çитĕнÿ тăватпăр. Учитель пĕччен нимĕн те тăваймасть. Ашшĕ-амăшĕ пире ăнланса, пулăшса пырсан тата çăмăлрах. Сентябрĕн пĕрремĕшĕн-че шкула тин килнисем вĕрентекенсене халалласа чуна тивмелле сăвă каларĕç. Кăмăл çĕкленчĕ. Апла пулсан малалла ĕçлеме шанăç та, малашлăх та пур! — пĕтĕмлетрĕ хăй шухăшне шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова.
Элиза ВАЛАНС.
Вăрнар районĕ,
Калинино шкулĕ.