Качча кайма вăхăт çук
Чăваш эстрада артисчĕ Полина Борисова «Чăваш WOMAN» концерта хĕрсех хатĕрленет. Анчах, кам пĕлет, тен, туй кĕрлеттерме те пуçтарăннă? Юрăçпа хăйĕнпе çыхăнтăм.
«Концерта хатĕрленнипе качча каясси пирки шухăшлама вăхăт çук», – кăмăллăн кулчĕ Полина. Вăл шÿтлĕ, юрă-ташăллă «Чăваш WOMAN» программăна курма юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменне йыхравлать. Кунашкал концерта вĕсем халăха тăваттăмĕш хут пуçтараççĕ.
Паян-ыран çемье çавăрма, ача çуратма палăртман-ха Полина. Анчах пурнăçа пĕлмелле мар тесе каларĕ. Паян ăна виççĕмĕш класра вĕренекен ывăлĕ Максим хăйĕн тăрăшулăхĕпе савăнтарать.