Комментировать

12 Окт, 2016

КАТĂРКАСРАН — ПЫЛАКСЕМ

Кĕркунне катăркас /боярышник/ тĕмĕ çырларан тулăх. Хĕрлĕскерсем таçтанах курăнаççĕ. Настойка хатĕрленисĕр пуçне вĕсемпе тата мĕнле усă курма пулать-ха? Тата тем те. Сывлăхшăн усăллă пылаксен рецепчĕсемпе паллаштаратпăр.

Варени

Вăл иммунитета çирĕплетме пулăшать. 1 килограмм катăркас çырлине çумалла, шăмминчен тасатмалла, 500 грамм сахăр сапса темиçе сехет лартмалла. Çырларан сĕткен тухсан варение хытиччен пĕçермелле. Хутăш çунса тĕпне ларасран асăрханăр, çулăма майĕпен пысăклатса пырăр. Сĕткен çителĕклĕ тухсан çулăма пĕчĕклетмелле. Пиçсе çитнине пĕлме сиропа турилкке çине тумлатса пăхмалла. Тумлам сарăлса каймасан — варени хатĕр. Ăна стерилизациленĕ банкăсене ярса çăтă хупмалла. Кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ 2 эрне çимелле. Икĕ эрне тăхтамалла та каллех 2 эрне çимелле.

Канфет

Чĕре мышцине пулăшать. 1 килограмм çырлана вĕрекен шывра пăшăхласа илмелле, нимĕрлемелле, çур килограмм панулми нимĕрĕпе тата 150 грамм крахмалпа хутăштармалла. Протвинь çине 1 сантиметр хулăнăш пашалусем туса хумалла. Духовкăра 40-50 градус вĕрире типĕтмелле. 2х2 сантиметр пысăкăш касăксем туса вакламалла, сахăр пудри сапма юрать. Кĕленче банкăра упрамалла. Кунне 2 хут 1-2-шер канфет çимелле.

Пастила

Инсультран хӳтĕленме пулăшать. Катăркас çырлинчен çӳлте асăннă мелпе хатĕрленĕ 1 стакан нимĕре 200 грамм сахăрпа хутăштармалла. Протвинь çине сарса хумалла, духовкăра 50 градус вĕрире типĕтмелле. Хатĕр пастилана пысăк мар касăксем туса вакламалла. Кунне 2 хут 1-2-шер касăк çимелле.

Юрамасть: ача кĕтнĕ чухне, организм йышăнмасан, юн пусăмĕ пĕчĕкки /гипотони/ аптратсан.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.