Комментировать

6 Окт, 2016

Сирĕн ĕне мĕнле?

Картишĕнче ĕне пулсан сĕтел çинче апат пур, теççĕ халăхра. Чăнах та, килти ĕне пĕчĕк сĕт-çу фабрики мар-и вара? Ӳркенмен çын сĕтелĕ çинче сĕт, çу, хăйма, сыр, тăпăрч, турăх, кефир т.ыт. яланах пур. Сад-пахчашăн та усăллă вăл, паха удобрени — тислĕк — тума пулăшать. Ĕне сĕт лайăх парать тăк кил валли çеç мар, сутса укçа тумалăх та продукци пулать. Паллах, ĕне лайăх пулсан.

Пушмак пăру е ĕне сĕтлĕ иккенне мĕнле пĕлмелле-ши? Ĕне кĕлеткине тĕплĕн сăнаса пăхăр. Сĕтлĕ выльăх кĕлетки пĕтĕмĕшле илсен асăннă хаклава тивĕçет-и? Аякран пăхсан ĕне кĕлетки тăррине каснă конус пекрех курăнмалла, хыçалти пайĕ лайăх аталаннă, сарлака, малти пайĕ ансăртарах. Пуçĕ сарлака та йывăр мар, типшĕмрех, янахĕсем çинçерех, вăрăм, мăйракисем те çинçе, аяккалла мар, малалла кăнтарса ӳсеççĕ. Мăйĕ вăрăм, çинçе, хырăмĕ çаврака, çурăмĕ тӳрĕ, ăмри аяларах, анчах сарлака мар. Хӳре вĕçĕ чĕркуççинчен аяларах пулмалла. Сĕтлĕ ĕнен çилли пысăк, икĕ енĕ те пĕр пек аталаннă. Чĕччисем ытлашши хулăн та çинçе те пулмалла мар. Хулăн чĕчĕллĕ ĕнене сума йывăртарах, çинçе чĕчĕллин вара сĕчĕ хăй тĕллĕнех юхма пултарать, ытлашши çемçе. Сунă хыççăн çилĕ вăйлă пĕчĕкленет, хыçалта хутламланать. Хырăм айĕнчи çилĕ патне пыракан тата çилĕ çинчи юн тымарĕсем лайăх палăраççĕ, пиçĕ, тапса тăраççĕ.

Сывă-и ĕне? Ӳчĕ-тирĕ çинче мăкăльсем, кĕсенсем çук-и? Чĕчĕсем шĕпĕн-кĕсенлĕ мар-и? Куçĕсем таса, чĕрĕ, утти çăмăл та çирĕп пулмалла.

Ĕне ӳсĕмне пĕлме мăйракана пăхăр — унта миçе çавра? Çав çаврасен çумне 2-2,5 хушсан ĕне çулĕ пулать. Асăннă тĕслĕхсем пăруланă ĕнене хаклама май параççĕ. Пăруламан пушмак пăрăва çилĕ тăрăх, мăйракаран хаклаймăн.

Ĕне вити 2х3 метра яхăн, çӳллĕшĕ 2,5м пулсан аван. Тĕттĕме юратмасть ĕне-пăру, пуçран çӳлерех икĕ чӳрече пулмалла. Витене таса тытсан, уçăлтарса тăрсан выльăх сывлăхĕ хавшамĕ. Кĕтĕве çӳремен чухне вите умĕнче уçăлтармалли вырăн пулмалла.

Тĕрĕс суни пĕлтерĕшлĕ. Яланах пĕр вăхăтра сума тăрăшмалла тата йăлтах. Икĕ пайне те суса пĕтернĕ хыççăн тепĕр хутчен тăватă чĕчче те туртса сĕт юлашкине сумалла. Çилĕре сĕте яланах кăштах хăварсан çав «кăштах» кайран пачах та пуçтарăнмасть, эппин, сĕт сахалрах пулма пуçлать.

Сĕт паракан выльăха тĕрĕс тăрантармалла. Нумай, тăраниччен çитерни çеç сĕт антарассине ӳстермест. Хĕллехи вăхăтра утăпа пĕрлех чĕрĕ апат, комбикорм памалла, лĕп шыв кунне икĕ хутчен çителĕклĕ ĕçтермелле.

Пĕтĕ ĕнен вăхăт çитнĕçемĕн сĕчĕ сахалланать. Пăруличчен 45-60 кун ăна сума пăрахмалла, кантармалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.