Комментировать

6 Окт, 2016

«Йывăç шăрши ĕçлес туйăма вăратать»

Катка-пичке ăсти тесен куç умне яланхилле ватă çын тухать. Ара, савăт- сапа тăвакан çамрăк сахал хальхи вăхăтра. Телее, пур-ха ун пек маттурсем, халăхран тухнă ăстаçăсем. Вулакана Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçĕнче пурăнакан Александр Савиновпа паллаштарас килет.

Вырăнти вăтам шкулта водительте ĕçлекенскер пушă вăхăтра тĕрлĕ савăт-сапа тăвать. Вăл каланă тăрăх - вĕсен ăсталăхĕ ăруран ăрăва юнпа куçать. Аслашшĕ те каскалама юратнă, ялти паллă платник пулнă. Ашшĕ вара чӳрече рамисем тунă. Халĕ те аллинчен пурттине ямасть. Ял çынни валли кĕреçе-кĕрепле аври, ытти хатĕр-хĕтĕр ăсталать. Александр та маларах рамăсемпе аппаланнă. Паян чылайăшĕ пластик чӳрече лартнăран ку саккас пăрахăçа тухнă. Çавăнпа урăх енĕпе ĕçлеме пуçланă вăл. Интернет пулăшнипе катка-пичке ăсталама тытăннă. Ĕлĕкхи савăт-сапана кăмăллакан чылай. Сăмахран, купăста е хăяр тăварлама ăвăсран туни меллĕ. «Çакнашкал савăтра виçĕ çул купăста йӳçĕтетпĕр эпир. Питĕ лайăх упранать, - паллаштарать хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе Александр Анатольевич. - Чĕресе юманран тăватăп. Акă кил тĕрĕшре тыткалама лаххан ăсталама пуçларăм. Вăл мунчара милĕк пĕçерме, чуста çăрма аван».

Самаях пысăк мастерскойра темĕн тĕрлĕ инструмент та пур. Ашшĕ ĕмĕр тăршшĕпе алă вăйĕпе ĕçленĕ пулсан, ывăлĕ станок çине куçнă. Çавăнпах ĕнтĕ палăртнă ĕçе вăл хăвăрт пурнăçлать. «Йывăç шăршине питĕ килĕштеретĕп, - малалла сăмахлать арçын. - Ăна шăршланă май ĕçлес туйăм вăранать». Сăмах май, мăшăрĕ Татьяна Валерьевна та хурăн хуппинчен шăхлич, пĕчĕк арча тума кăмăллать.

Нумаях пулмасть Александр Анатольевич Чăваш Енри ал ăстисен гильдине кĕнине пĕлтерчĕ. Маçтăрсем пĕр-пĕринчен вĕренни паха, пĕлтерĕшлĕ.

Йывăçпа çеç мар, тимĕрпе те туслă вăл. Хăй валли трактор ăсталанине каларĕ. Маттур çын пур енĕпе те пултаруллă çав. Ахальтен мар: «Пурне те хамăрах тăватпăр», - терĕ вăл çине-çинех. Эппин, малашне те ăнăçу пултăр!

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.