Сăнӳкерчĕкре — ĕнерхи, хальхи, пуласлăх
Сăн ӳкерме юратакан çамрăксемпе фотопĕрлешӳ ертӳçисен республикăри тухса çӳрекен шкул фотоискусствăпа кăсăкланакансене виççĕмĕш хут пухрĕ. Кăçал пултарулăх лаççи Муркаш районĕнчи Ильинка шкулĕнче ĕçлерĕ. Хăнасем Муркаш, Красноармейски, Шупашкар, Етĕрне районĕсенчен, тĕп хуламăртан килсе çитрĕç.
Сăн ӳкерес ĕçпе кăсăкланакансене республикăри «ЮНИТЭКС» çарпа патриотла воспитани центрĕн аслă методисчĕ Светлана Пудовкина, ЧР Журналистсен союзĕн членĕ тата Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕн преподавателĕ Анатолий Абрамов, Надежда Иванова шкул директорĕпе Муркаш районĕнчи Ача-пăча пултарулăхĕн çурчĕн директорĕ Алевтина Рожкова саламласа ăнăçу сунчĕç.
Шкулти акт залĕнче пухăннисем çамрăк фотографсен, ачасен ĕçĕсемпе киленчĕç. Вĕсем питĕ йышлăччĕ: стена, чӳрече янахĕсем çинче… Ӳкерчĕксенче хăйевĕрлĕх, илемлĕх, пурнăç саманчĕсемпе пысăк уявсемпе мероприятисем сăнланнă. Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕн студенчĕсен ĕçĕсем уйрăмах илĕртрĕç куракансене. Анатолий Абрамов фотожурналист патĕн-че вĕренекенскерсен ăсталăхĕ çӳллĕ шайра пулни палăрать.
Çак кун кашнин аллинче фотоаппарат курăнчĕ. Акă Калайкасси шкулĕнче тăххăрмĕш класра вĕренекен Аня Угарова та мероприяти саманчĕсене сăнлама тăрăшать. Икĕ çул ытла ĕнтĕ вăл сăн ӳкерессипе кăсăкланать. Çуралнă кун ячĕпе парнеленĕ фотоаппарат уншăн чăн-чăн тус пулса тăнă. Шкулти уяв-концертра та Аня фотограф тивĕçĕсене пурнăçлать.
— Пурнăçри интереслĕ самантсене яланлăхах упраса хăварма пулăшать мана фотоаппарат. Çывăх çынсене, юлташсене тата илемлĕ тавралăха ӳкеретĕп. Сăн ӳкересси кĕске вăхăтрах чун киленĕçĕ пулса тăчĕ, — терĕ пике хăйĕнпе паллаштарса.
Ăсталăха ӳстерес тĕлĕшпе килнĕ çамрăк фотографсемпе вĕрентекенсем тĕрлĕ мастер-класран чăнах та, нумай çĕннине пĕлчĕç. Муркаш район администрацийĕнчи информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Валерий Григорьевич Лаврентьевăн «Информаци хутлăхĕнчи сăнӳкерчĕк тӳпи» ăсталăх класĕ фотоаппаратпа типтерлĕ ĕçлеме, астăвăм карттипе адаптер тĕрĕс суйлама вĕрентрĕ. Сăнӳкерчĕксене редакцилемелли тĕрлĕ программăпа усă курмалли, репортажлă с˜емкăна мĕнлерех ирттермелли пирки те каларĕ.
Чылай çул сăн ӳкерес ĕçре тăрăшакан Игорь Александрович Каргин «Макросьемка» темăна уçăмлатрĕ кăна мар, фотоаппарат туяннă чухне чи малтан мĕне тимлĕх уйăрмаллине те ăнлантарчĕ.
Кăçалхи меропрятие Раççейри Кино çулталăкне халалланине шута илсе Анатолий Абрамов «Фотофильм ӳкеретпĕр» мастер-класс ирттерчĕ. Ун патĕнче ăсталăха туптакан Юлиана Кузьминапа Настя Григорьева студентсем кинофильмсемпе çыхăннă викторина йĕркелерĕç. Икĕ ушкăна пайланнă ачасемпе вĕрентекенсем хастаррăн хутшăнчĕç унта. Çĕнтерӳçĕсем ятарлă парнене тата диплома тивĕçрĕç.
— Сăн ӳкерекен вăл ӳнерçĕ пекех — илемлĕхе курать те туять. Илĕртӳллĕ ӳкерчĕксем тума шалти туртăм пулни пĕлтерĕшлĕ, — палăртрĕ фотоăста.
Етĕрне районĕнчи Палтай шкулĕнче вĕрентекен Майя Германовна Шуверовăпа вĕренекенсем «Репортаж мелĕпе тунă шкулти ӳкерӳ» темăпа хатĕрленĕ фотокĕнекепе тухрĕç сцена çине. Хăйне евĕр альбомра — шкул пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ самантсем.
Шупашкарти 29-мĕш шкулта вĕрентекен Светлана Вячеславовна Абрамова ачасене еплерех сăн ӳкермелли пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Чăваш чĕлхи учебникĕсенче интереслĕ сăнӳкерчĕксемпе усă курни вĕренекенсен пĕлӳ туртăмне ӳстерме пулăшнине палăртрĕ.
ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Илья Степанович Клочков нумай пулмасть пичетленсе тухнă «Тĕнче — фотохудожник куçĕпе» кĕнекипе кĕскен паллаштарчĕ. Ăна шкул библиотекине парнелерĕ.
Çавăн пекех 1980 çулта кунта паллă кинофильм ӳкернипе çыхăннă «Малтанхи тата хальхи Ильинка. «Вторжение» фильм», «Пултарулăхра сăнӳкерчĕкпе усă курни», «Об˜ективра — Чăваш Ен çут çанталăкĕ» тата ытти ăсталăх класĕ те иртрĕ. Кашнинчех çĕнни, усăлли, веренмелли тупăнсах пычĕ.
Фотоăстасем ачасемпе çамрăксене таланта аталантарма, конкурссене хутшăнса палăрма тата яланах çумра фотоаппарат илсе çӳреме сунчĕç.
Нина ЦАРЫГИНА.