Комментировать

6 Окт, 2016

Илеме хаклакансем валли – çĕнĕ альбом

Мĕнле вăрттăнлăхсем упраççĕ-ха художниксен картинисем? Мĕнле тарăн пĕлтерĕш пытарăннă вĕсенче? Тепĕр чухне çак ыйтусене ӳнерçĕ хăй те хуравлаймасть. Унăн пултарулăхĕн хăйнеевĕрлĕхĕпе нумайенлĕхĕ вара куракансемпе специалистсене илĕртет, искусствăра пурнăç тупсăмне шырама хистет.

Чăваш кĕнеке издательстви Праски Виттин — Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕн, Чăваш Республикин халăх художникĕн, Чăваш Республикин П.Егоров ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреачĕн — ӳнер тĕнчипе паллашма йыхравлать. Нумай пулмасть кун çути курнă «Праски Витти. Живопись, эмаль, графика, монументальное искусство» /тиражĕ — 500 экземпляр/ альбома паллă художникăн чылай ĕçĕ кĕнĕ. Вĕсене пĕрлештерсе тăракан шăнăр — халăх çемми /этномотив/. Иллюстрацисен ячĕсене виçĕ чĕлхепе çырнă: чăвашла, вырăсла тата акăлчанла. Кăларăма пухса хатĕрлекенĕ — И.А. Улангин, редакторĕ — В.Н. Алексеев.

Мĕнпе интереслĕ-ха альбом? «Кĕнекери ĕçсем пирĕн çинчен, чăвашсем çинчен. Сюжетсем те пирĕн пурнăç çаврăнăшĕсенченех: çамрăклăх, вăйăсем, тĕлпулусем, уйрăлусем, асапланни, телее кĕтни... Кулленхи пурнăç тата унăн çĕкленӳллĕ саманчĕсем. Живопись, графика тата эмаль меслечĕпе хатĕрленĕ композицисем тĕрлĕ ярăмпа паллаштараççĕ. К.В. Ивановăн «Нарспи» поэмин, Çеçпĕл Мишши поэзийĕн мотивĕсем тăрăх хатĕрленĕ ĕçсем, «Тĕссемпе илемлетнĕ кĕлĕ» ярăмрисем тата ыттисем те», — палăртать Виталий Петрович. Çапла, альбом страницисенче искусствăпа интересленекенсем живопись, эмаль, графика иллюстрацийĕсене тата монументаллă искусство произведенийĕсене курма пултарĕç. Вĕсенче чăваш халăхĕн пурнăçĕпе культури сăнарланнă.

Праски Витти Раççейре кăна мар, тĕрлĕ çĕршывра йĕркеленĕ чылай пултарулăх семинарне хутшăннă. Унăн ĕçĕсен куравĕсем Германире, Болгарире, Венгрире, Польшăра, Испанире, АПШра, Японире тата ытти çĕрте иртнĕ. Картинисем вара Раççей хулисенчи, ют çĕршывсенчи музейсемпе уйрăм çынсен коллекцийĕсенче упранаççĕ. Виталий Петровичăн произведенийĕсем хăйнеевĕрлĕхĕпе, вăрттăнлăхĕпе, асамлăхĕпе, пуян символикăпа тыткăнлаççĕ.

Л.Семечкина-Бессонова искусствовед Праски Виттин пултарулăхне хак парса çапла çырать: «Нарспи» тапхăрне тарăнрах кĕрес тĕллевпе ӳнерçĕ чăвашсен авалхи тĕнĕ тĕнче тытăмне епле ăнлантарнине шута илет. Ун пултарулăхĕнче чăваш тĕррисен эрешĕсем халăх юратнă тĕссен майлашăвне кăтартма кăна мар, тĕп шухăша витĕмлĕн уçса памалли май та пулса тăраççĕ. Хĕвеле, пурнăç йывăççине, вута, шыва, çуралнă киле кăтартса ӳнерçĕ тахçан пулса иртнĕ ĕç-пуçа ĕмĕр манăçми шухăш шайне çĕклет».

«Праски Витти. Живопись, эмаль, графика, монументальное искусство» альбом профессионалсем валли кăна мар, искусствăпа кăсăкланакансем валли те пысăк, чаплă парне пулĕ. Илемлĕх вăрттăнлăхĕсене пĕлес текенсем те ку кăларăмпа паллашнă май хăйсене валли нумай çĕнĕлĕх тупĕç.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.