Шурă акăш — çĕнтерÿ хăвачĕ
Николай Максимов паянхи чăваш литературинче паллă ят. 72 çул каялла Канаш районĕнчи Кăшнаруй ялĕнче учитель çемйинче çуралнă. Пĕчĕклех Йĕпреç районĕнчи Эйпеç ялне куçса кайнă, унта ÿссе çитĕннĕ. Мордва патшалăх университечĕн вырăс чĕлхипе литературин уйрăмне, Горький хулинчи партин аслă шкулĕн журналистика уйрăмне пĕтернĕ.
1982 çултанпа — СССР Писательсен союзĕн членĕ. "Тапă", "Синкер", "Пурнăçри вырăн", "Тайлăк çын тĕлĕкĕ", "Юлашки оптимист", "Шурă акăш çулĕ" тата ытти роман,
çавăн пекех "Пĕр хĕрес айĕнче", "Юн тумлатнă юрату" тата ытти повеç çырнă.
Аллăмра — Николай Максимов писателĕн çĕнĕ кĕнеки — "Шурă акăш çулĕпе" роман-легенди. Ăна вуласа тухнă ĕнтĕ, анчах таçта аякка илсе хума васкамастăп-ха. Кĕнекери сăнарсем куç умне халĕ те чĕррĕн тухса тăраççĕ, çут çанталăк илемĕ тыткăнлама пăрахмасть, несĕлĕмĕрсен синкерлĕ шăпи шухăшлаттарать те шухăшлаттарать. Юлашки вăхăтра илемлĕ литература произведенийĕ кăмăлăма, чунăма çавăн пек витĕм кÿнине астусах каймастăп. Ĕç-пуç чăваш-пăлхар кун-çулĕпе çыхăннипе çапла тыткăнларĕ-ши?
Палăртса хăварар: чăваш халăхĕн XV-XVI ĕмĕрĕсенчи пурнăçне, историне хальччен сахал тĕпченĕ. Çав тапхăр вара унăн пуласлăхне нумай енчен татса панă. Хăрушă инкек хыççăн вăл епле майпа çăлăнса юлма пултарнă? Çавăн çинчен сăмах хускатнă паллă писатель. Паян Николай Максимов — пирĕн хăна.
— Николай Николаевич, питĕ пысăк тав сире тăван халăхăмăрăн пурнăçне тарăнрах пĕлме пулăшакан çак роман-легендăшăн. Мĕнле сăлтавсем, тĕллевсем хистерĕç "Шурă акăш çулĕпе" хайлава çырма?
— Чи малтанах "роман-легенда" жанр пирки. Тĕрĕссипе, тĕнче литературинче ун пек жанр çинчен çырнине хальччен курман, илтмен. Легендăсем те, романсем те пур. Манăн вара çапла пулса тухрĕ.
Чăваш халăхĕн кун-çулне, историне сăнланă произведени çырас шухăш тахçанах пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи, ытти çинчен çыркаланă-ха. "Шурă акăш çулĕ" вара — аякраххи. Тĕпчеме тытăнтăм та — Мускав Руçĕ пирки документ питĕ нумай, Хусан ханлăхĕ çинчен те çителĕклех, çав вăхăтра пурăннă чăвашсем çинчен — çук. Эпир вара çак икĕ патшалăх хушшинче пурăннă, пирĕн çĕр урлă вĕсем иртсе, каçса çÿренĕ.
— Халапсем патне таврăннине çакăнпа çыхăнтармалла пулĕ?
— Романри тĕп пулăмсем чăн пурнăçран илнисемех /Уксах Тимур Аслă Пăлхара аркатни, Мускав çарĕсем Хусан ханлăхне çĕмĕрсе тăкни, Хусан ханĕсен, хула-ял ячĕсем/, ытти енĕпе чăнлăх çук. Манăн ун пек тĕллев те пулман. Чи пĕлтерĕшли — ун чухнехи халăх мĕнле шухăш-кăмăлпа пурăннине палăртасси, Атăлçи Пăлхар патшалăхне хаяр тăшман килсе аркатнă хыççăн чăваш халăхĕ вакланса çухалма пуçлани, тĕрĕс çул тупаймасăр тертленни, хăй тĕллĕн аталанма майсем хупланнипе Мускав е Хусан "çулне" суйласа илмелле пулса тухни. Мĕншĕн эпир çавăн пек пурнăç патне çитсе тăнă?
Чăвашсем тесе эпир кунти чăвашсем пирки кăна шутлатпăр. Тĕрĕссипе, Хусан ханлăхĕнче çичĕ тăрăх /даруга/ пулнă, вĕсенчен улттăшĕнче пирĕн йăхташсем пысăк йышпа пурăннă. Кайран ытларахăшĕ ислам йышăнса тутара тухнă. Вĕсен шăпине те пĕлмеллех.
— Кĕнекере Илья Муромец Али паттăра çĕнтерес, тĕп тăвас тĕллевпе çапăçман пек туйăнать. Мĕншĕн-ши?
— Мĕншĕн тесен аслă халăх пĕчĕк йышлă халăхсене кÿрентерес, хăратас темен. Вĕсене — вакрах халăхсене — çапса аркатас вырăнне пулăшса пымалла тесе каласшăн пулнă эпĕ.
— Николай Николаевич, эсир кĕнекере Шупашкар, Çĕрпÿ, Вăрмар тата ытти хула-яла асăнатăр. Çав çулсенче чăнах пулнă-ши вĕсем? Сăмахран, Лаш Таяпа ялĕ 400 çул тултарнине икĕ-виçĕ çул каялла кăна паллă тунăччĕ. Паллах, Шупашкар пирки иккĕленÿ çук-ха.
— Хула е ял миçе çултине çулçыравĕнче пуçласа асăннă самантпа çыхăнтараççĕ. Çакă тĕрĕс мар тесшĕн эпĕ. Шупашкар 550 çул тултарнине тепĕр виçĕ çултан паллă тума хатĕрленетпĕр. Чăннипе вара тĕп хуламăр миçерине паллă историксемпе ăсчахсем тахçанах тĕпчесе палăртнă.
— "Шурă акăш çулĕ" кĕнеке çинчен тата нумайрах калаçас килет, анчах вулаканшăн ăна хăй алла тытса шĕкĕлчени вырăнлăрах, пĕлтерĕшлĕрех тата усăллăрах. Кĕнекене вырăсла куçарса ытти халăх çыннисем патне те çитересчĕ тата шкул программине кĕрттересчĕ.
— Çапла туни пĕрре те пăсăк пулмĕ. Чăнах та вырăсла куçарас тĕллевĕм пур, пирĕн шăпа чăвашсене кăна мар, ыттисене те интереслĕ пулĕ тесе шухăшлатăп. Хальхи вăхăтра чăвашсен вунсаккăрмĕш ĕмĕрти пурнăçне сăнласа кăтартакан çĕнĕ роман çыратăп. Кĕтерне патша саманинчи Пугачев вăрçи çинчен каласа кăтартасшăн. Пугачева темшĕн хресчен шайĕнчи çынпа танлаштараççĕ. Вăл вĕреннĕ çын, казаксен артиллерийĕн кĕçĕн офицерĕ пулнă, турккăсемпе, поляксемпе, французсемпе çыхăну тытнă. Ун штабĕнче Франци çар çыннисем вĕрентсе тăнă. Вăл утпа çÿрекен салтаксене уйăхра 6-шар тенкĕ тÿленĕ, çуран çÿрекенсене — 5-шер тенкĕ, офицерсене — тата ытларах.
— Ăçтан тупнă вара çавăн чухлĕ укçа?
— Александр Пушкин хăй вăхăтĕнче Пугачев историне тĕпченĕ. Тĕлĕнмелле документ тупнă: ăна ун чухнехи укçапа таçтан такам темиçе миллион тенкĕ панă имĕш. Çав документпа никам та усă курман. Совет пропагандинче кирлĕ пулман ахăр.
Шухăшласа пăхăр-ха: Пугачев çарне Оренбург патĕнче çапса хуçнă — вăл темиçе çĕр çухрăм каять те Хусан патне 30 пинлĕ çарпа çитет, унта аркатнă хыççăн Çĕрпÿ тĕлне 20 пинлĕ çарпа пырса тăрать. Мĕнле майпа? Çарне çав укçапа тытса тăнă ĕнтĕ.
— Çĕнĕ романти ĕç-пуç Чăваш Енри самантсемпе кăна çыхăннă-и?
— Çук. Хамăр хутлăхпа вара пĕр халапа çыхăнтартăм. Пĕчĕк чухне ăна ватăсем каласа панăччĕ. Йĕпреç тăрăхĕнче Кĕтерне патша патĕнче службăра тăнă салтак пурăннă иккен. Ăна майра патша çĕр парса чысланă. Мĕнле паттăрлăхпа тивĕçнĕ-ши вăл? Хуравне никам та пĕлместчĕ. Романра çав пулăма Кĕтерне патшан "тапса тăракан" юратăвĕпе çыхăнтартăм.
— Кулленхи пурнăç патне таврăнар-ха. Мĕн тарăхтарать, савăнтарать писателе? Истори темипе ытларах ĕçленипе паянхи пурнăç сире хавхалану кÿнĕн туйăнмасть...
— Çук, эпĕ паянхи пурнăç çинчен те нумай çырнă. Манăн унпа çыхăннă роман та пур, малтан ăна вырăсла "Последний оптимист" ятпа шăрçаланăччĕ. Унта сăмах шăп паянхи журналистсем çинчен пырать.
— Эпĕ вуламан-çке...
— Кунта тухман. Хамăр журналсенче пичетлеме хăяймарĕç. Халĕ пĕр журнала ярса панă, кăларма шантараççĕ.
Мана Чăваш Енре литературăна хисеплеменни кулянтарать. Республикăн паянхи ертÿлĕхĕнчен пуçланман çакă. Ун историйĕ Хветĕр Агиверпа Николай Федоровпа çыхăннă. Хальхи ертÿлĕхе аван ăнланатăп. Малтан пĕтернине çĕклеме çăмăл мар. Литературăна аталантарма нухратне хушса парас тесен те бюджет хĕсĕк. Чăваш кĕнеке издательствин темпланне пăхсан чун ыратать, унта патшалăх шучĕпе кăларма палăртнă илемлĕ литература кĕнеки тăваттă анчах, унччен 60-80 таран пулнă. Литература енĕпе пирĕн республикăри пек йывăр лару-тăру урăх çĕрте çук. Çармăссем, тутарсем, мордвасем гонорар та тÿлеççĕ, союзсене те тытса тăраççĕ. Тури Çармăс тăрăхĕнче пурĕ те 30 пин çын кăна пурăнать пулĕ, çапах вĕсем валли журнал кăларса тăраççĕ.
— Йывăрлăхран тухма мĕн сĕнетĕр?
— Союзăн союз пек пулмалла. Эпир, тĕрĕссипе, писательсем хамăр айăплă. Миçе союз, писатель пирĕн? Виçĕ-тăватă организацире 300-400-е яхăн çын. Европăри чухлĕ! Союзра çын нумаййи писателĕн ят-сумĕ çуккине пĕлтерет. Кирек кам та çыравçă вĕт. 30-40 е 50-60 авторитетлă писатель пулни те çителĕклĕ. Ун пек чухне чиновниксем те хирĕç ытлашши калайман пулĕччĕç. Хальхи "шĕпĕл-шĕпĕлсене" кам итлет?
Чи малтан хамăрăн пĕрлешмелле, тĕрĕссипе, çĕнĕ союз тумалла.
— Паянхи Профессионал писательсен союзĕ пирки мĕн каланă пулăттăр?
— Унăн председателĕн Геннадий Максимовăн кандидатурине хам сĕннĕччĕ. Геннадий Аркадьевич, пĕр енчен, чăн-чăн писатель, тепĕр енчен, влаçпа çывăх тăракан çын. Кам тата? Ман пек ватăсем-и? Илтнĕ тăрăх — çĕнĕ йыш чылай мероприяти ирттернĕ.
— Хăвăр кама вулатăр?
— Вулама вăхăт тупатăпах. Борис Акунинăн "Комедия. Трагедия" кĕнекине тинтерех вуласа тухрăм. Михаил Веллерăн публицистики вăйлă.
Хамăра илес тĕк — пултаруллă чылай писателĕн произведенийĕсем вулакан патне çитеймеççĕ, сунтăхра выртаççĕ. Литературăсăр вара чĕлхен те, нацин те ĕмĕрĕ кĕске. Çакă пирĕн тĕлте ан пултăрччĕ.
Надежда СМИРНОВА
калаçнă.
Автор сăнÿкерчĕкĕ