Комментировать

30 Сен, 2016

Пенсионерсене мĕн канăçсăрлантарать?

РФ Президенчĕн Владимир Путинăн Чăваш Енри йышăну пÿлĕмĕнче Аслă ăру çыннисен кунĕ умĕн йĕркеленĕ «хĕрÿ линие» РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева, ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин ветерансемпе тата инвалидсемпе ĕçлекен пайĕн ертÿçи Елена Зайцева хутшăнчĕç.

Пĕрремĕш шăнкăравлакан Канаш хулинчи Венера Тимофеева пулчĕ. Ветерана ĕçлекен ватăсен пенсине 2017 çулта индексацилесси интереслентерет.

Шупашкарта пурăнакан иккĕмĕш ушкăн инваличĕ Мария Филипповăна вара пурăнмалли çурт- йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕшĕн тÿленин компенсацийĕн виçи канăçсăрлантарать.

Тĕп хулари Надежда Родионова пенсионер кăçалхи çу уйăхĕнче ĕçлеме пăрахнă, 2016 çулта палăртнă 4 процентлă индексаци укçине вара авăн уйăхĕнче кăна илме тытăннă. Тÿлемен тапхăр вăраха тăсăлнин сăлтавне уçăмлатасшăн вăл.

«Хĕрÿ линие» 33 çын шăнкăравларĕ. Вĕсене канăçсăрлантаракан ыйтусем тĕпрен илсен саккунсене улшăнусем кĕртнипе çыхăннă: РФ Пенси фончĕ урлă пенси илекенсене çитес çул пуçламăшĕнче 5 пин тенкĕпе танлашакан пĕр харăс тÿлевпе тивĕçтересси, 2017 çулта пенсисене индексацилесси тата ытти. Роза Кондратьева кашнинех тĕплĕн ăнлантарчĕ, çийĕнчех татса пама май килменнисене уçăмлатмашкăн граждансене пенси службине йышăнăва йыхравларĕ.

Елена Зайцевăран пулăшу кĕтекенсем инвалидсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕшĕн тÿленин компенсацийĕ, нумай хваттерлĕ çуртсен пĕтĕмĕшле пурлăхĕн тĕп юсавĕшĕн хывакан взнос виçи, ĕç ветеранĕсене паракан çăмăллăхсем пирки тĕплĕнрех пĕлесшĕн пулчĕç. Паллах, кашниех тулли хурав илчĕ. Çийĕнчех уçăмлатма май çуккисене Елена Викентьев-на çырса хучĕ, аслă ăру çыннисене çывăх кунсенчех /вăхăтне те палăртрĕ/ шăнкăравласа пĕлтерме шантарчĕ.

Роза Кондратьева çирĕплетнĕ тăрăх — халăхпа «хĕрÿ лини» мелĕпе хутшăнни икĕ енлĕ çыхăну йĕркелеме, çынсен шухăш-кăмăлне пĕлме май парать. Тен, вĕсен сĕнÿ-канашĕ пурăна-киле саккун никĕсне хывăнĕ: йышăну хыççăн ăна ирттернĕ яваплă çынсем пĕтĕмлетÿсене Мускава çитереççĕ вĕт.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.