Комментировать

30 Сен, 2016

Аслă ăру хисепре

Вăй-хал тапса, юн вĕресе тăнă тапхăрта ватлăх пирки никамах та шухăшламасть: яланах çамрăк пулассăн туйăнать. Пурнăçăн вара — хăйĕн саккунĕ, вăхăт иртнĕ май кун-çул урапи хăвăртраххăн чупма тытăнать. Туятпăр, ватлăх куçран пăхать. Ылтăн кĕркуннене çаврăнĕ-и этем пурнăçĕн асăннă тапхăрĕ е хура кĕр пулса тăрĕ-и — пат татса калаймăн. Апла-и, капла-и — патшалăхăмăр хăйĕн çыннисене манмасть.

Тивĕçлĕ канăва тухнă кинемейсемпе мучисене пирĕн общество хисепленине, вĕсен ырă ĕçĕсене тивĕçлипе хакланине çĕршывра юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче çулленех Пĕтĕм тĕнчери аслă ăру çыннисен кунне паллă туни аван çирĕплетет. Чăн та, çак чыслава уяв вырăнне йышăнни вырăнлах пулассăн туйăнмасть, ку — хисеплĕ ватăсем тĕлĕшпе пирĕн обществăн тимлĕрех пулмаллине, ветерансене канăçсăрлантаракан ыйтусене татса памаллине тепĕр хут аса илтерни, çĕршыв аталанăвне вĕсем хывнă тÿпене, пархатарлă ĕçне, ăслăлăхне, чунлăхне тивĕçлипе хаклама пĕлни.

«Ватă çын — тăватă çын», — тесе несĕлĕмĕрсем ахальтен каламан. Аслă ăру çыннисене хисеплесси чăваш çемйинче ăруран ăрăва куçнă, ватти кашăк тытса сыпкăм тумасăр ыттисем тулли чашăк еннелле алă тăсман.

Ырă йăла паян та манăçа тухман, хисепре пирĕн ватăсем. Вĕсен кунне халалласа авăн уйăхĕн 26 - юпа уйăхĕн 5-мĕшĕсенче республикăра «Аслă ăру çыннисем» вунăкунлăх иртет. Çак тапхăрта сахал тупăшлă граждансене, пĕччен ватăсене, сусăрсене пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантарас, социаллăх енĕпе, йăлара пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ акци, тÿлевсĕр концертсем, ыркăмăллăх спектаклĕсем пулаççĕ, вăрçă паттăрĕсене, вăрăм ĕмĕрлисене, çемье ăшшине чылай çул упрама хевте çитернĕ мăшăрсене хисеп тăваççĕ. Вĕсемпе муниципалитет пĕрлĕхĕсен ертÿçисем тĕл пулаççĕ. Предприяти-ор¬ганизацире хăйсен ветеранĕсене чысласси йăлана кĕнĕ.

Сумлă ватăсене тăван коллектива йыхравлаççĕ, чуна уçса калаçаççĕ, ун хыççăн кĕрекене лартса кукăль-икерчĕпе сăйлаççĕ.

Çак кунсенче ветерансем — шкулсенче те кĕтнĕ хăнасем.

Аслă ăру çыннисемшĕн тăрăшасси пĕр кунпа кăна чикĕленмелле мар паллах. Вĕсен пурнăçне çăмăллатассишĕн куллен тимлемелле. Ватăсене мĕнлерех хакланине кура пĕтĕм обществăна пахалама пулать тесе ахальтен каламаççĕ. Унăн культурин тата цивилизацийĕн тĕп кăтартăвĕсем кинемей-мучие социаллă гарантипе, хÿтлĕхпе тивĕçтернипе тата пулăшу пахалăхĕпе, влаç органĕсем, бизнес тытăмĕ, пĕтĕм халăх манăçа кăларманнипе тÿрреммĕнех çыхăннă.

Сăмах май, паян пирĕн республикăра аслă ÿсĕмри 295,9 пин ытла çын пурăнать. Вĕсен 90 проценчĕ социаллă пулăшу мерисене илсе тăрать.

Кăçалхи авăн уйăхĕнче пирĕн хутлăхри 11037 ĕç ветеранĕ уйăхри укçа тÿлевне 12013305,51 тенкĕлĕх тивĕçнĕ, 5808 çынна телефон çыхăнăвĕн вырăнти сечĕн абонент линийĕпе усă курнăшăн 511455,48 тенкĕ компенсаци панă.

Раççей Федерацийĕн саккунĕсене кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕн тата социаллă пулăшу мерисем памалли йĕркене çĕнетес тĕллевпе кăçалхи кăрлачăн 11-мĕшĕнчен Чăваш Республикин çĕнĕ саккунĕсем вăй илнĕ: 2015 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнчи 89-мĕш саккунĕ асăннă мерăсене ятран тата кирлĕлĕхе кура пама йышăннă. Чăваш Енре ĕç ветеранĕсем страховани пенсийĕ илме тытăннă тата вĕсем ĕçлеме пăрахнă пулсан 1082 тенкĕпе танлашакан уйăхри укçа тÿлевне тата телефонпа усă курнăшăн 50 процентлă компенсацине тивĕçеççĕ.

Аслă ăру çыннисене пулăшмашкăн республикăра социаллă учрежденисен тытăмне йĕркеленĕ. Чылайăшĕ ăна стационар условийĕсенче, килте, вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмра е мобильлĕ бригада урлă илет.

Вĕсен сывлăхне участокри тухтăрсем, пĕтĕмĕшле практика офисĕн врачĕсем тĕрĕслесех тăраççĕ, вăрçă ветеранĕсем клиника госпиталĕнче сипленеççĕ.

Хисеплĕ ватăсем общество пурнăçĕнче пуçарулăх кă¬тартаççĕ, компьютер вăрттăнлăхĕсене алла илеççĕ, культура учрежденийĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсенче хăйсен ăсталăхне халăх умне кăлараççĕ, вулавăшсен çумĕнчи клубсенче тавракурăма анлăлатаççĕ. Унсăр пуçне çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ памашкăн хастар хутшăнаççĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.