КИСЛОРОДПА ТИВĔÇТЕРЕТ
Сывлав гимнастикин комплексĕ ÿпкене çирĕплетет, ăна кислородпа çителĕклĕ тивĕçтерме пулăшать. Ку шăннипе пуçланакан чирсен тапхăрĕнче уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ан ÿркенĕр! Хăвăра килĕшнĕ хăнăхтарусене те пулин пурнăçлăр.
1. Алăсене усса тÿрĕ тăмалла. Сывласа илмелле, çав вăхăтра алăсене çÿлелле çĕклемелле те вĕсене май килнĕ таран айккинелле сармалла тата хыçалалла ямалла. Унтан сывласа кăларнă май малалла пĕшкĕнмелле, пултарсан алăсемпе урайне перĕнмелле. Алăсене, мăя, пуçа çемçетсе ирĕклĕ усăнтарса тăмалла. Ирĕклĕ сывламалла. 3 çеккунтран малтанхи пек майланса тăмалла. 3 хут тумалла.
2. Урасене хулпуççисен сарлакăшĕнче тытса тÿрĕ тăмалла. Чĕркуççисене хуçлатмалла. Чавсасене чĕркуççисем çине хумалла, алăсен пÿрнисене хĕреслентермелле. Сывласа илмелле те çурăма кăштах авса çÿлелле пăхмалла. Сывласа кăларнă чухне урасене тÿрлетмелле, анчах чавсасене чĕркуççисем çинчех хăвармалла. Янаха кăкăр çумне хĕстермелле. Сывласа илнĕ вăхăтра малтанхи пек майланса тăмалла. 3 хут тумалла.
3. Тăватă уран тăмалла. Сывласа илнĕ май çурăма аялалла авса çÿлелле пăхмалла, сывлава 3 çеккунт тытса тăмалла. Унтан сывласа кăлармалла, çурăма çÿлелле мăкăртса авмалла, хырăма шалалла туртса кĕртмелле, янаха кăкăр çумне хĕстермелле, сывлава 3 çеккунт тытса тăмалла. 3 хут тумалла.
4. Çурăм çине выртмалла, алăсене пуç айне хумалла. Сылтăм урана тÿрĕ тытмалла, сывласа илнĕ май пĕр вăхăтрах сылтăм чĕркуççипе пуçа çĕклемелле, чĕркуççине алăсемпе тытса пуç патнелле туртмалла. Сывлава 3 çеккунт тытса тăмалла, унтан сывласа кăларнă чухне малтанхи пек майланса выртмалла. Кашни урапа 3-шер хут тумалла. Юлашкинчен хăнăхтарăва урасемпе иккĕшĕнпе те 3 хут тумалла.
ХĂМЛА — ПИРĔН ТУС
Хăмла пучахĕсене хĕл валли типĕтсе хурсан аван пулмалла. Вăл сăра пĕçерме кăна мар, сипленме те кирлĕ. Унăн ванни ал-ура, сыпăсем ыратсан пулăшать, ывăннине ирттерет, ÿте тасатать, ыйха, япаласен ылмшăнăвне лайăхлатать.
Ванна. Вĕтетнĕ 1 килограмм хăмла пучахне 4 литр сивĕ шыва ямалла, 15 минут лартмалла. Унтан 5 минут вĕретмелле. Çулăм çинчен илсен 20 минутран сăрăхтармалла. Ăшă шыв янă ваннăна хушмалла. Çак ваннăпа эрнере пĕр хут каçхи апат хыççăн 2 сехетрен е çывăрма выртиччен 1 сехет маларах сипленмелле. Шыв температури — 36 градус ăшă, процедура вăхăчĕ — 20 минут. Ванна хыççăн таса шывпа чÿхенмелле мар.
Чей. Вăл хăвăрт лăпланмалла чухне пулăшать. Тин вĕренĕ 1 стакан шыва тÿпелесе тултарнă 1 чей кашăкĕ хăмла пучахĕ ямалла, 15 минутран сăрăхтармалла. Кунне 2 хут /юлашкинчен — çывăрма выртас умĕн/ çуршар стакан ĕçмелле. Минтер айне пĕр ывăç хăмла пучахĕ хума е хăмла тултарнă минтер çинче çывăрма юрать. Сисмесĕрех çывăрса каятăр.
Çăнăх. Типĕтнĕ пучахсене çăнăх пуличчен вĕтетмелле. Çак çăнăх вăйлă лăплантаракан витĕмлĕ. Ăна ревматизмран, радикулитран сипленмелли маçсене те хушаççĕ. Хырăмлăх ыратнине хăвăрт ирттерме хăмла порошокне çĕçĕ вĕçĕпе илмелле те сĕтпе çурмалла хутăштарнă шывпа сыпса ĕçмелле.
Косметика хатĕрĕ. Хăмла пучахĕ ярса вĕретнĕ шывпа çÿçе кашни çумассерен чÿхесен вăл çăра та сывă пулать. Çак шĕвеке ятарлă савăтпа морозильникре шăнтсан та лайăх. Пăр катăкĕсемпе пите сăтăрни ÿт пиçĕлĕхне упраса хăварма пулăшать.